Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Чее хресчен:
Пĕр пуян вырсарникун пасара каясшăн пулнă. Ун пин вакăр, пин ĕне, пин лаша, пин сысна, пин хур, пин кăвакал, пин чăхă пулнă. Пуян шухăшлать: «Çул çинче çиме пĕр хура пусас—тăхăрçĕр тăхăрвун тăхăр хур кăна юлать», — тет.
Çав пуян кӳршинчех пуп пурăннă. Пупăн та выльăх-чĕрлĕх пуянăнни чухлех пулнă. Вăл та шухăша каять: «Пĕр кăвакала пусас — тăхăрçĕр тăхăрвун тăхăр кăвакал çеç юлать». Шухăшласан-шухăшласан, аптранипе пуп кӳршĕ пуян патне каять. — Кум, эпĕ вырсарникун пасара каясшан, — тет пуп. Куна илтсен, пуян калать: — Эпĕ те çавăн çинченех шухăшларăм. Пĕр чăхă пусас — тăхăрçĕр тăхăрвун тăхăр чăхă кăна юлать. Вара килĕшеççĕ: — Атя Мĕтри хресчен патне кайса пăхар. Унăн пĕр хурĕ пур. Мĕтрине эпĕр пасара илсе каятпăр тетпĕр. Тен, вăл уншăн хурне пусĕ, — теççĕ. Вара Мĕтрие кайса калаççĕ: — Хурна пус, ун чухне пасара илсе каятпăр, — теççĕ. Хресчен пĕртен-пĕр хурне ирĕксĕрех пусать те, пасара тухса каяççĕ. Пасара çитеççĕ, япаласем илеççĕ те киле килме тухаççĕ. Пĕр-ик сехетренех каç пулса ларать. Вара вĕсем çĕр выртма чарăнаççĕ. Хура вĕсем каçхинех пĕçерсе хураççĕ те, çиме вăхăт пулманнипе, выртса çывăраççĕ. Çывăрма выртиччен çапла калаççĕ: — Кам лайăх тĕлĕк курать, çав хура пĕчченех çисе ярать, кам начар тĕлĕк курать, çав выçах юлать. Ирхине çывăрса тăраççĕ те, пуп калать: — Ну, хитре-е тĕлĕк куртăм. Эпĕ пасара кайнă пек те çав пасартан ылтăн йĕвен илнĕ пек, çав йĕвене лаша пуçне тăхăнтарсанах, лаша, ылтăн пулса, пĕлĕтелле вĕçсе хăпарчĕ пек. Вара вăл мана çичĕ пелĕт çӳллешне илсе хăпарчĕ пек те, мана ӳкерсе, малалла кайрĕ пек. Пилĕк минутранах таврăнчĕ, мана пин тенкĕ укçа тыттарчĕ. Вара эпĕ, савăнса, лаша çине утлантăм та аялалла ана пуçларăм. Анса çитсен, хама çиме ăшаланă хур илтĕм те киле таврăнтăм, — тет. Пуян, пупа пӳлсе, çапла калать: — Эпĕ те сан хыççăнах кайса килтĕм, анчах ман лаша санăннинчен виç хут ытларах укçа илсе килчĕ, — тет. Хресчен çакна итлесе ларсан-ларсан калать: — Эпĕ хам лашапа сирĕн хыççăн хăваларăм-хăваларăм — хуса çитеймерĕм пек. Вара каялла çаврăнтăм та, кусем, нумай укçа илнĕскерсем, выçă лармĕç-ха тесе, хура пĕчченех çисе ятăм, — тет. Пуянпа пуп хуран патне чупса пыраççĕ те — хуран тĕпенче хур шăммисем кăна выртаççĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-10-09 21:49:35 вăхăтра улăштарнă. 15163 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|