Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Чěкеçпе Услати паттăр:
Çĕр амăшĕн хĕрĕ Чĕкеç ятлă пулнă. Ăна ачаллах Аслати ывалне çураçнă. Анчах Чĕкеç ăна юратман. Вăл Услати паттăра юратна. Услати паттăра курас тесе Чĕкеç час-часах хăй тĕнчинчен пирĕн тĕнчене хăпарса хĕр упраçсемпе вăйă вылянă.
Пĕрре çавăн пек чухне, тункаталла выляна чух, Услати паттăр хăй тункатана юлсан Чĕкеçе хуса çитет те юратнипе çав хĕре ыталаса чуптăвать. Хĕрĕ тарăхнипе: — Эс ман пурнăçа анчах мар, чăваша та пĕтертĕн, — тет те Услати паттăра çапса ярать, çавăнтах çухалать. Услати паттăр Чĕкеç тăнă вырăнта хупах курăкне çеç курать. Хĕршĕн паттăр ниçта кайса кĕреймест. Çавăн чух урхамахĕ Çил çунат çапла калать: — Ку хĕр çак ял хĕрĕ мар, Çĕр амăшĕн кĕçĕн хĕрĕ Чĕкеç пулать. Вăл ачаллах çураçнă хĕр, ун Аслати ывăлне качча каймалла. Эс ăна чуптурăн та ун пурнăçне татрăн, ăна намăс кĕпине тăхăнтартрăн. Аслати турă виçĕ кунтан вăранать те пулас кинĕн питĕнче чуптунă вырăна курать. Турă чуптусан унтан йĕр юлмасть — вăл вилĕмсĕр. Çын — вилĕмлĕ чун; Турра чуптусан — унтан йĕр юлать. Аслати калать: — Пулас кинĕн çĕр çинче еркенĕ пур. Каллех мана чăваш хур тăвать. Çичĕ ăрăвĕнчен тăватă ăрăвне пĕтертěм, çавах мана сăтăр тăвать. Ăна тĕп тумалла, — тет. Вăл чăваша тĕпĕпе пĕтерме пуçлать. Хĕре айăпа кĕртекен каччă хĕр ячĕпе ырă ĕç тусан турă çав хĕре çăлать, намăс кĕпине тăхăнма памасть. Услати Çил çуната калать: — Саншăн ырă ĕç — тăван халăха çăласси. Ăна çăлас тесен сан Аслати вăраниччен тĕнче алăкне кĕле хумалла. Ун чух Аслати çĕре анаймасть, чăваша тĕп тăваймасть. Виçĕ кунччен çав алăка кĕлене питĕрмесен кунта ахăр самана тухать, чăваша тĕп тăвать. Малтанхи кун, тĕнче алăкне кĕле хума кайнă кун, мана саламатпа тирĕме çурмалла туртса çап, тепринче чĕре кутне çитмелле çап, виççĕмĕшĕнче пуç мимине çитмелле çап, — тет. Малтанхи кунне Услати çунат тирне çурмалла саламатпа туртса çапать те — Çил çуначĕ тĕнче алăкĕ патне тапса сикет, анчах вăл çур çула çеç çитет. Тепĕр кунне Услати Çил çунатне йыхăрать те тĕнче алăкне хупма кайнă чухне урхамахне саламачĕпе чĕре кутне тивмелле туртса çапать. Кунчехинче паттăр тĕнче алăкĕн кĕли патне çур шит кăна çитеймест. Виççĕмĕш кунне Çил çунатне саламатпа пуç мимине тивмелле туртса çапать. Урхамахĕ ун чух тĕнче алăкĕ патнех çитет. Услати паттăр Аслати вăраниччен тĕнче алăкне кĕле ярса питĕрме ĕлкĕрет. Çав куннех вара Услати паттăр Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринче Чĕкеçпе тĕл пулать те, иккĕшĕ пĕрлешеççĕ. Чĕкеç Услатине ывăл ача çуратса парать. Чăвашран кайнă чухне Услати паттăр халăха çапла каласа хăварать: — Чăваш паттăрĕ тĕнче алăкне уçсан эпĕ те сирĕнпе пулăп, — тет. 1929 ç. Чăваш Енěн Çěрпӳ районěнчи Актайра С. Я. Яковлевран Çуйăн Хветěрě çырса илнě. — Юмарт пуххи. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-02 11:28:43 вăхăтра улăштарнă. 9316 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|