Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Хĕвел мĕншĕн тухман:
Ивана пиччĕшсем юратман, ăна вĕлерес тенĕ. Ун чухне хĕвел виçĕ çул тухман. Шăллĕне пĕтерес шутпа пиччĕшсем:
— Пирĕн Иван пĕлет, хĕвел тупма пултарать, — тенĕ. Иван çула тухса каять. Кайсан-кайсан ват старик тĕл пулать, вăл Ивана ăс парса ярать: — Патшана кала: кĕмĕл кимĕ тутăр, ылтăн кĕсмен тутăр, — тет. Иван тав тăвать те патша патне кайса калать. Патша кимĕ туса парать. Кимми хăех ишет, тет. Пĕр пĕчĕк пӳрт патне çитрĕ, тет. Хĕвел ларать тет. — Ма килтĕн? — Патша ячĕ. Ма тухмастăн? — Тухап, анчах тар — çунса каян. Иван каять. Хĕвел тухать. Ивана çакăншăн пысăк парне параççĕ, пиччĕшĕсене çупкă лекнĕ. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-21 20:49:00 вăхăтра улăштарнă. 8403 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|