Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Хĕвелпе виçĕ арăм:
 

    Ĕлĕк пĕр çĕрте виçĕ тăван арçын пурăннă. Вĕсен арăмĕсем тырă вырас ĕçре пулнă, кунсерен виççĕшĕ пĕр ана тырă вырса пĕтернĕ. Упăшкисем урăх çĕрте ĕçленĕ.
    Пĕрре çак арăмсем канма выртнă та пит вăрах çывăрнă. Хĕвел вĕсем ытлашши çывăрнине курса вăратасшăн хытăран хытă пĕçертнĕ. Анчах арăмсене Хĕвел систерни те пулăшман, вĕсем Хĕвеле вăрçса-ятлаçса сулхăналла куçа-куçа выртнă та каллех çывăрнă, ĕç çинчен мансах кайнă.
    Ыйхăран вăрансан вĕсем васкаса анине малалла вырма тытăннă, анчах ана Хĕвел аниччен пĕтес çуккине курсах тăнă. Анине вырса пĕтермесĕр киле таврăнма хăранă вĕсем, упăшкисем мĕншĕн пĕтерменнине пĕлсе хытă ятласран шикленнĕ.
    Хĕвел пĕлĕт чиккине, хăйĕн килĕ патне, çывхарнă. Унăн амăшĕ вăл киле таврăннă çĕре кашни кун мунча хутса хатĕрленĕ, ывăлне кĕтсе тăнă. Хĕвелĕ ялан хăй вăхăтĕнче, кая та юлмасăр, мала та чупмасăр, киле лăп амăшĕ мунча хутса хатĕрленĕ вăхăтра таврăннă, ăна нихăçан та никам та сăмахпа е урăх ĕçпе чарса тытса тăман. Анчах çав кунне нумай çывăрнă арăмсем Хĕвеле килне хăй вăхăтĕнче таврăнтарасшăн пулман. Вĕсем виççĕн харăс: «Хĕвел час анмин юрĕччĕ! Хĕвел час анмин юрĕччĕ!» — тесе тилмĕрнĕ. Хĕвел виç арăмăн сăмаххине илтсе вĕсене шелленĕ те вĕсем анана вырса пĕтеричченех çутатса тăнă.
    Анчах çапла чарăнса тăнипе вăл амăшĕ хатĕрленĕ мунчана кĕме ĕлкĕреймен. Амăшĕ ăна пит кĕтнĕ, мĕн пулчĕ-ши тесе хыт пăшăрханнă. Ывăлĕ киле таврăннине курсан вăл мĕншĕн вăхăтра таврăнманни çинчен ыйтнă. Хĕвел виç арăм çинчен йăлт каласа панă. Хĕвел амăшĕ çилленнĕ те: «Вăл арăмсем чул пулса тăччăр эппин!» — тесе хунă. Хайхи арăмсем çав вăхăтрах ана çинче мĕнле тăнă, çав хальлĕнех чул пулнă. Вĕсем хале те пулин тăраççĕ, тет.
    Çавăнпа чăвашсем: «Хĕвеле хирĕç нимĕнле сăмах та калама юрамасть, Хĕвел эпир мĕн тунине пурне те курать, мĕн каланине пурне те илтет, унран нимĕн те пытарма май çук», — теççĕ. Çавăнпах та тупа туна чухне яланах Хĕвеле асăнаççĕ.
    
    1920 ç. тĕлнелле Пушкăртри Пелепей районĕнчи Слакпуçĕнче Г.Комиссаров çырса илнĕ. 1926 ç. «Красная Башкирия» хаçатра вырăсла пичетленнĕ (октябрĕн 28-мĕшĕ, 248 №). - ЧПГĂИ ĂА, III, 213, 11 с.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-22 23:46:54 вăхăтра улăштарнă. 8052 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005