Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Хĕвелпе Ойăх тата тохатмăш:
Хĕвелпе Ойăх пĕртăвансем полнă, тет. Пиччĕшĕ Хĕвел полнă тет, Ойăхĕ — ун йăмăкĕ. Анчах вĕсем тослă порнишĕн кораймасăр вĕсене пĕр тохатмăш ойăрса янă, тет. Вĕсем пĕр йăлтăркка çолпа çӳренĕ полнă, тет. Çав тохатмăш вара вĕсем çӳрекен çола аркатнă, тет те, хале пĕр-пĕрне топаймаççĕ, тет. Çолне аркатнинчен çăлтăрсем пола-пола кайнă. Ойăх пиччĕшне çĕрле шырать, тет те, кăнтăрла выртса канать, тет, Хĕвелĕ кăнтăрла шырать, тет те, каçпа канать, тет. Вĕсем пĕр-пĕрне топсан нихçан та каç полмалла мар, тет.
1974 ç. Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуçĕнче Ю.Максимовăран З.Чернова çырса илнĕ. - ЧПГАИ АА, 111, 1282, 52 с. Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-23 00:13:42 вăхăтра улăштарнă. 8164 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|