Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Хĕвеле Лăпăр çини:
Хĕвеле пайтах пысăк теççĕ, йĕтем пысăкăш пуль теççĕ. Вăл çӳлтерен кăна пĕчĕккĕ курăнать тет. Хĕвел вĕресе тăнă пек вĕресе-йăшăлтатса «кулса» тăрать, тет, ун çывăхне ниепле те пымалла мар тет, пĕçерсе татать, тет.
Çаплах та тапхăр-тапхăр Хĕвеле Лăпăр пырса çиет тет, хăш-хăш чух темĕскер Хĕвел çутине пырса пĕтерет те, пĕтĕм тĕнче «тĕттĕм çанталăк» пулса тăрать, çавна пирĕн чăвашăн ăрăмçă карчăксем: «Лăпăрсем пырса çиеççĕ тет», — теççĕ. Вăл тĕттĕм пулса тăрать-тăрать те унтан каллех çута-лать, Лăпăр ăна çисех яраймасть тет, мĕн те пулин тунипе Хĕвел патĕн-чен пăрахса каять тет. Хĕвел тĕттĕмленес пулсассăн чăвашсем, юплĕ пилеш сенĕк тупса, çав пилеш сенĕке чĕрсе ывăтма хушаççĕ, вара Лăпăр Хĕвеле çиме чарăнать тет. Унтан тата çуркуннепе-мĕнпе Хĕвел пĕлĕт айне кĕрсен урамри ача-пăча: «Пăх, Хĕвел, пăх, Хĕвел, мункун çитсен хĕрлĕ çăмарта парăп», — тесе юрланă евĕрлĕ туса кăшкăраççĕ. Вара Хĕвел пăхать тет. Тимофеев, 67-68 с. Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-22 10:36:10 вăхăтра улăштарнă. 8316 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|