Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Упапа хěрача:
Пěрисен пăру çухалнă. Ачисем пăрăва шырама тухса кайрĕç, тет.
Акă пĕр хĕрачи пырать вăрманпа. Инçех мар упа му-у-у тени илтĕнет. Хĕрача пăру тесе пырать те, упа хĕрачана шăтăкне тытса кĕрет. Пурăнсан-пурăнсан, хайхи хĕрача упа патĕнче пурăнсах каять. Упа аван пăхать: пыл та çу тупса пырса çитерет. Пĕррехинче хĕр калать: — Упа, аттесем патпе хăнана каясчĕ те.— тет. Упи килĕшрĕ. Кучченеçсем илчĕç те кайрĕç. Хăйсен ял çĕрĕсем патне çитсен, хěр калать: — Ку пирĕн аттен ыраш ани,— тет. Упи: Аçун ыраш анине Шыра-шыра пырар-и!— тесе пырать, тет. Хĕрĕ: — Ку пирĕн аттен урпа ани,— тет. Упи: Аçун урпа анине Уртăна-уртăна каçар-и!— тесе пырать, тет. Хĕрĕ: —Ку акă пирĕн аттен пăри ани,— тет. Упи: Аçун пăри анине Пăрăна-пăрăна каçар-и!,— тесе пырать. Тет. Хĕрĕ: — Ěнтĕ аттен сĕлĕ анине çитрĕмĕр,—тет. Упи: Аçун сĕлĕ анине Сĕрле-сĕрле каçар-и! — тесе пырать, тет. Хĕрĕ: — Халĕ аттен тулă ани тĕлне çитрĕмĕр,—тет. Упи: Аçун тулă анине Тулла-тулла каçар-и!— тесе пырать. тет. Çапла юрла-юрла çитрĕç, тет. Кĕчĕç, тет те, хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ те, хани-вĕрли те тĕлĕнчĕç кайрĕç, тет. Çапах та майласа хăналаççĕ, тет. Упи, ырă пăхнипе савăнса, хĕпĕртенĕ, тет, юрлама пуçларĕ, тет: Ах, ыр çыннăм, ыр çынçăм, Санăн ыраш уйĕпе килтĕмĕр. Шыра-шыра килтĕмĕр— Урпа уйĕпе килтĕмĕр— Уртăна-уртăна килтĕмĕр. Пăри уйĕпе килтĕмĕр— Пăрăна-пăрăна килтĕмĕр. Сĕлĕ уйĕпе килтĕмĕр— Сĕрле-сĕрле килтĕмĕр. Тулă уйĕпе килтĕмĕр— Тулла-тулла килтĕмĕр,— тесе юрлать, тет. Килтисем хĕрне каялла упапа ярасшăн мар, тет, упана вĕлерес тесе кавар тăваççĕ, тет. Сак алăкне уçрĕç, тет, сакайне шĕл-кăвар лартрĕç, тет, тимĕр сенĕк тăратрĕç, тет, çиелтен кĕççе сарчĕç, тет, упана ларма вырăн хатĕрлеççĕ, тет. Хĕрĕ сиснĕ, тет те, юрлать, тет: Ан лар, упа мучи, ан лар, Сак алăкне уçса хунă, Шĕл-кăвар çунса выртать. Тимĕр сенĕк лартнă, Хура кĕççе сарна. Упи чухлаймарĕ, тет, лартнă çĕре ларчĕ, тет. Ларса ĕлкереймерĕ, тет, сакайне кайса, сенĕкпе тирĕнсе, шĕл-кăварпа çунса вилчĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-07-31 17:07:19 вăхăтра улăштарнă. 9555 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|