Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Улăп — ĕмпӳ ача:
Улăп вăл пĕлĕт çӳллĕш калама çук вăйлă çын пулнă.
Улăп вăл Арамаçи тăвĕ çумĕнчи сарлака уйра çуралнă. Унăн амăшĕ çеçен хирте пурăнакан халăхăн хĕрĕ пулнă тет. Ашшĕ вара ĕмпӳ пулнă тет, вăл урăх çĕрте пурăннă тет. Улăп вăл уйăх тулнă каçхине çуралнă. Кайран, ӳссе çитсессăн, Улăпа тăшмансем «уйăх тулнă каçхине çуралнă» тесе мăшкăлланă. Улăп çуралнине пĕлсессĕн Аслаттипе Хунхаççи вăра кайнă тет. — Улăп вăл мана та нумай инкек кӳрĕ-ха, — тесе каланă тет Çӳлти турă Хунхаççине. Улăп вăл ӳсессе кунпа та сехетпе те мар, кашни чĕрĕмпе ӳссе пынă тет. 1951 çулта Чăваш Енри Патăръел районĕнчи Сăкăтра хăйĕн асламăшĕнчен А.Я.Семеновăран Юхма Мишши çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, III, 453. Л. 1. Ĕмпӳ патша. — Арамаçи тăвĕ — Ахурамазда (Ахăр) турра ĕненсе пуççапнă вырăнсен ятĕнчен пулса кайнă. Ун пек тусем Кавказра чылай тĕл пулаççĕ. Чĕрĕм — кĕске самант. Çавăн пекех пăхăрУлăпсем епле пулса кайни çинченТěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-04-06 23:59:23 вăхăтра улăштарнă. 6784 хут пăхнă. | |
|