Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Улăппа Супетей:
 

    Улăпсем чăвашсене пит пулăшса танă, тет, вăрман хăртса-тĕплесе пусăсем тума, кĕçмерсене сухаласа аккалама пулăшнă, тет. Йышлă тăшмансем вăрçăпа тухсан, вĕсене хăва-ла-хăвала ярса, чăвашсене хӳтлĕх панă, тет.
    Ěлĕк çапла чăвашсене тутарсем пит аптăратса çитернě, тет. Чăвашсене вĕсем темиçе те вăрçăпа пыра-пыра тапăннă, анчах вĕсен çарне кашнинчех чăвашсем Улăп пулăшса пынипе хăвала-хăвала янă. Тутар патши Супетей аптăрасах çитнě. Вара вăл асăмчахсемпе тухатмăшсене пуçтарса канаш ыйтать:
    — Калăр-ха мана, асăмчахсем: миçе халăха парăнтартăм эпĕ? Миçе халăх пиртен хăраса тăрать? Калăр-ха тата: миçе пин çын тăрать ман çарта?
    — Атăл хăйăрне кам шутласа тухни пур!— теççĕ асăмчахсем.
    — Калăр-ха тата, асăмчахсем: миçе çул эпир чăвашсемпе çапăçса тăратпăр? Миçе çул ĕнтĕ эпир чăвашсене парăнтараймасăр тăратпăр? Мĕн чухлĕ çар пĕтертĕм эпĕ вĕсемпе çапăçса?—ыйтать Супетей патша.
    — Мĕн чухлĕ пулнă, çавăн чухлĕ пĕтнĕ; мĕн чухлĕ пĕтнĕ, çавăн чухлĕ çĕнĕрен тăнă,— тенĕ асăмчахсем.
    — Калăр-ха тата, асăмчахсем: ăçта чăвашсен вăй-хăвачĕ, мĕнле пĕтерме пулать чăвашсен Улăп паттăрне?—ыйтнă Супетей патша—Сиртен хăшĕ Улăпа çĕнтерме май тупать, çавна чăваш патши тăватăп! — тенě патша.
    Асăмчахсемпе тухатмăшсем пĕри те ыр та, хаяр та шарламан. Супетей патша вĕсене шухăшласа пăхма хĕрĕх кун панă. Хĕрĕх кун иртсен, пурне те çĕнĕрен пуçтарнă та малтанхи пекех ыйтнă:
    — Калăр-ха мана; асăмчахсем: мĕн чухлĕ халăх мана пăхăнса пурăнать, мĕн чухлĕ халăх хырçă-марçă тӳлесе тăрать?
    — Атăл хăйăрне кам шутласа тухни пур! — хуравланă лешсем.
    — Калăр-ха мана, асăмчахсем: мĕн чухлě çар пĕтрĕ манăн чăвашсемпе çапăçса?
    — Мĕн чухлĕ пĕтнĕ, çавăн чухлě пěтнĕ пуль!—хуравланă асăмчахсем.
    — Калăр-ха тата, асăмчахсем: мĕнле парăнтарма пулать чăвашсен Улăпне?—ыйтнă Супетей патша.
    Асăмчахсем халĕ те ăна ыр та, хаяр та шарламан! Тутар патши вара кашни вунă асăмчахран пĕрин пӳçне касма хушнă. Ыттисене шухăшласа пăхма çирĕм кун панă та салатса
    янă.
    Çар вăхăтрă пĕр аякри-аякри ялта тăхăрвун тăхăр çулхи ватă асăмчах пурăннă. Çула тухса çӳреме унăн вăйě пулман. Вăл вилме хатĕрленнĕ, виличчен хăй ĕçне ывăлне вĕрентсе хăвараçшăн пулнă. Асăмчахсем кама та пулин хăйсен ĕçне, ăрăмăç ĕçне вĕрентсе хăвармасăр вилеймесĕр асапланаççě, тет. Супетей патша пуххине кайман ку асăмчах, ватă тесе, килтех юлнă.
    Çирĕм кун иртсен Супетей патша асăмчахсене виççемĕш хут пухнă та малтанхи пек ыйтнă:
    — Калăр-ха мана, асăмчахсем, миçе халăха пăхăнтарса тăратăп, эпě?
    — Атăл хăйăрне кам шутласа тухě!— хуравланă асамчахсем.
    — Калăр-ха мана, асăмчаxсем: мĕн чухлĕ çар пĕтрĕ манăн чăвашсемпе çапăçса?
    — Мĕн чухлĕ пулнă, çавăн чухлĕ пĕтнĕ; мĕн чухлĕ пĕтнĕ,— çавăн чухлě çĕнĕрен тăнă!— тенĕ асăмчахсем.
    Каллех шăпланса тăнă ăсамчахсем. Каллех вунă çынтан пĕрин пуçне касма хушнă Супетей. Çав ăрăмçăсем хушшине ватă асăмчахăн ывăлĕ те лекет. Ватă асăмчах, ывăлне шеллесе, Супетей патша умне тухса чĕркуçленет те калать:
    — Эй, аслă патша! Ан кастар айăпсăр çынсен пуçне! Хам каласа парам сана Улăпа çĕнмелле ăрăма — тет.
    Супетей ăна хăтăрса тăкать:
    — Эс, ватсупнă, карчамас, мĕншен малтанах каламарăн? Ма пытартăн аслă патшаран хăвăн пĕлĕве? — тет.
    — Эй, аслă патша! Эсĕ нумай айăпсăр халăха хěн кӳтĕн. Чăвашсем сана нимле шар та туман. Ма йăваш чăваша пěтересшěн эсĕ? Улăп вăйне пĕтермелли мая эпě кăна пĕлетĕп. Сана пěрех каламастăп! — тенĕ ватă асăмчах. Супетей вата асăмчахăн ывăлне тытса килме хушнă. Ăна тытса килнĕ те асаплантарма пуçланă: унăн куçĕсене чавса кăларма пĕрхет кайăк илсе пынă. Перхет кайăк ывăлěн куçěсене чавма тытăнсан, чăтайман ватă асăмчах. Вара çапла каласа панă.
    — Улăпа пĕтерес тесен, хĕрĕх чалăш çĕр алтса шăтăк тумалла. Шăтăк çине çапă сарса шăналăк витмелле. Шăтăкне çиелтен тăпрапа хупласа хумалла. Пирĕн çарсен çапă чăтĕ, Улăп йывăрăшне чăтаймě, хуçăлса анĕ. Ун чухне тин эсě чăвашсене çĕнтерме пултарăн, эй, аслă патшамăр!
    Супетей патша тарçисем шăтăк алтма чупнă. Шатăк хатĕрлесе çитерсен, Супетей çар кăларса янă. Ватă асăмчах каланă пек, шăтăк çинчи çапă Улăпа чăтайман. Улăп шăтăка кайнă та тухайман. Тутар çарĕ чăвашсене хăваласа кайнă.
    Улăп шăтăкра хěрěх талăк выртрĕ, тет, кăвак пĕлĕте тинкерсе. Тухма тапаланать — тухма çук. Пăхать çӳлелле Улăп — çăхан вěçсе пынине курах кăять. Улăп çăхана çапла тархаслать, тет:
    — Эй, çăхан, çăхан! Эсĕ ирĕклĕ кайăк. Таçта та çитетĕн, таçта та пулатăн, тăват кĕтеслĕ çут тĕнчере вĕçсе çӳретĕн. Чăвашсем патне вĕçсе кайсамччĕ. Кала чăвашсене ман инкекĕм çинчен. Мана тутарсем ултавпа шăтăка ячĕç. Халĕ шывсăр, апатсăр типĕтсе вĕлересшĕн. Килсе хăтарччăр мана чăвашсем!
    Çăхан ăна хирĕç:
    — Вилех, вилех! Вилсен — куçусене чавса кăларăп, —тесе кăранклатрĕ те вĕçсе кайрĕ, тет.
    Тăрсан-тăрсан, чакак вĕçсе иртет. Улăп ăна тархаслать:
    — Эй, чакак, чакак! Эсě ирěк кайăк, таçта та вěçсе кайсамччě, килсе çăлччăр мана кунтан. Тутарсем мана улталаса шăтăка ячěç, апатсăр, шывсăр типěтсе вěлересшěн. Килсе пулăшчěр мана чăвашсем!
    Чакакĕ чак-чак терě, тет те:
    — Вилех, вилех! Вилсен — куçусене чавма вĕçсе килĕп,—тесе чакăртата-чакăртата вĕçсе кайре, тет.
    Улăп пĕчченех хурланса юлчě, тет, шăтăкра. Çӳлелле пăхать: тухасче — тухма çук. Пăхать те курах каять— кайăк хур вĕçсе килет.
    — Эй, хуркайăк, хуркайăк! Эсě ирĕк кайăк, таçта та çитетĕн, тăват кĕтеслĕ çутçанталăкра ирĕкре çӳретĕн. Кайса каласамччĕ чăвашсене манăн хуйхăма. Тутарсем ултавпа мана шăтăка ячĕç. Апатсăр-шывсăр типĕтсе вĕлересшĕн. Кайса каласамччĕ чăвашсене, кӳлсе килччĕр хĕрĕх лав, хĕрĕх аршăнлă вěрен тиесе килччĕр, шăтăкран кăларччăр мана. Хĕрĕх лав ĕçме-çиме илсе килччĕр. Унсăрăн пĕтеççě чăвашсем.
    Вĕçсе кайнă ки-как, ки-как хуркайăк чăвашсем юн юхтарса çапăçакан çĕре, каласа панă чăвашсене Улăп паттăр инкеке лекни çинчен.
    Чăвашсем хĕрĕх лав хĕрĕх аршăнлă вĕрен тиенĕ тата хĕрĕх лав ĕçме-çимелли илнĕ те кайнă Улăпа хăтарма.
    Хĕрĕх кун кайсан, чăвашсем Улăп выртакăн шăтăк патне çитнĕ. Улăпа ĕçтернĕ-çитернĕ. Хĕрĕх лав апат çисе янă хыççăн Улăпа вăй кĕнĕ. Унтан чăвашсем шăтăка вĕрен яма пуçланă. Çакна тутарсем сиснĕ те чăвашсене вĕлерсе пĕтернĕ. Улăп шăтăкне вĕсем чулпа та тăпрапа хуплама тапратнă— Улăпа çĕр айĕнче пăчăхса вилтĕр тенĕ.
    Нумай пулнă-и, сахал-и, — пĕлместĕп,— тутарсем шăтăка çиелтен тап-таса хупларĕç те кайрĕç тет. Улăп текех çĕр айĕнчен тухаймасть, терĕç пуль ěнтě.
    Хĕрĕх лав ĕçме-çиме çисе вăй илнě Улăп, мĕнпур вăйне пухса, хăй хупласа тăракан чулсене хирме пуçланă. Хирсен-хирсен, шăтăкран хирсе тухнă Улăп, тухнă та чăвашсене çăлма васкаса кайнă.
    Улăп пырса çитнĕ çĕре тутарсем чăвашсене сĕм вăрмансене хăваласа кĕрсе кайнă иккен. Улăп вара тутар çарĕсене петĕмпех хирсе тухнă, тет. Чăвашсем кайран та вăрмантан тухмарĕç, тет, çавăнтах юлчĕç, тет.
    Улăп шăтăкран хирсе тухнă çěрте пысăк тĕмеске пулса юлнă. Çав тěмеске халь те пур. Ăна Улăп тĕмеске теççĕ. Ěлĕкрех, суха тунă чух, асаттепе çав тĕмеске çине ларса канаттăмăр.
    — Улăп тĕмески çине ларса кансан вăй кĕрет,— тетчĕ асатте.
    Ку халапне те асатте çавăн пек Улăп тĕмески çинче ларнă чух каласа панăччĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-12 00:01:08 вăхăтра улăштарнă. 8926 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005