Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Укçă (юмах):
 

    Пурлаксем ялтан-ялтан пухăннă, тет, çул çине. Каяççĕ, тет, çулпа. Кайсан-кайсан, каллех пĕр çын тухать, кайсан-кайсан, тата тепĕр çын тухать. Вĕсем вуник çын таран пуханчĕç, тет. Вара виçĕ-тăватă кун утсассăн тепĕр çынна хирĕç пулчĕç, тет. — Ăçта каятăр, ачасем? — тесе ыйтать, тет, лешĕ.
    — Эпир, ырă çын, пурлака каятпăр хулана. Ялтан-ялтан çакăн чулĕн пухăнтăмăр. Пирĕн хăш çулпа кайсан, тӳрĕ пулать?
    — Сирĕн çак çулпа кайсан, тӳрĕ пулать те, унта пысăк çĕлен выртать, çакăнпа кайсан — нимĕн те çук, пăртак тавра пулать ĕнтĕ.
    — Ма унтан каймалла мар?
    — Тӳрĕ пуласси тӳрĕ те, вăл çĕлен сире çисе ярĕ.
    Пурлаксем ăна хирĕç калаççĕ:
    — Мĕн тăвăпăр?
    Пĕр пурлакĕ калать:
    — Хуйхăллă çынна никам та çимест! — тет. — Атьăр кунтанах, тӳрех, — тет.
    Кайрĕç çĕлен патĕнченех. Çитеççĕ — вăрманта çĕлен курăнмасть, пĕр юман кайса ӳкнĕ те, юман хăвăлĕ туллиех ылтăн сарăлса выртать.
    — Э, ку çын пире улталатчĕ-иç! — теççĕ. — Ак хайхи укçа тупрăмăр. Вăл пĕчченех илме шутланă. Тавай куна уйăрăпăр! теççĕ çакă вуник çын.
    Хай укçана уйăрма пуçларĕç. Вуниккĕш вуник купа турĕç.
    — Ну, ĕнтĕ куна мĕнле йăтса çитерес? Йăтса çитерес çук! —теççĕ. — Тавай ярăпăр улт çын киле, улт çын кунта юлăпăр! Çапла шут турĕç. Улттăш килелле утрĕç, улттăш юлчĕç. Улттăш килелле утнă чухне шут туса пыраççĕ:
    — Эпир киле пырăпăр та пĕрер пашалу тутарăпăр, наркăмăш ярса. Вĕсене илсе пырса парăпăр та, улттăшĕн тӳпи те пире пулать, вĕсем пашалу çисенех вилеççĕ. Укçи хамăра пулать! —тесе шут туса пыраççĕ.
    Лешĕсем, вĕсем кайсанах, ларса шут турĕç:
    — Килччер-ха лашисемпе. Эпир улттăн улт патак касса хатĕрлер уннчен. Укçине тиесе лартсанах, çав патакпа çапса пăрахар! Укçи ултсăмăра пулĕ! — теççĕ.
    Çăксем те шут турĕç вĕсене вĕлерме, лешĕсем те шут турĕç вĕсене вĕлерме. Çаксем лаша кӳлсе килчĕç, пĕрер пашалу кăларса пачĕç улттăшне, укçи патне юлакансене:
    — Çийĕр çак пашалăва, сирĕн хырăм выçă пулĕ!
    Лешсем:
    — Чимĕр-ха, халь çиместпĕр, укçине тиер-ха! — теççĕ.
    Укçине тиесе лартрĕç, пашалусене тунката çине хучĕç. Патаксене çăлса илчĕç те тапратрĕç çапма. Улттăшне те çапа-çапа пăрахрĕç.
    — Ну, ĕнтĕ пытарăпăр, — теççĕ, — кусене, укçи хамăра пулать!
    Пытарса килчĕç те:
    — Ну, ĕнтĕ ларса çиер, — теççĕ.
    Çирĕç те тата улттăш те вилчĕç. Никам та юлмарĕ — хайхи çĕлен çисе ячĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-18 18:53:45 вăхăтра улăштарнă. 14263 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005