Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Тимун савнине качча илет:
 

    Чухăн пулсассăн та сăнĕ-пуçĕпе Тимун пуян ачасенчен те ирттернĕ. Ялти чи хитре хĕрсем ун çине час-часах куç хывса пăхкаланă. Тимун вара вĕсене курманпа пĕрех. Вăл ялта пĕртен-пĕр хĕре çеç куçланă: староста хĕрне. Чунтанах юратнă вăл ăна.
    Пурăна-киле Тимун авланма шутланă. Каçпа вăйăра савнине тĕл пулнă та ăна хăй мĕн шухăш тытнине каласа панă.
    — Эй, Тимун, чунăм, — тенĕ хĕр, — эпир санпа нихăçан та пĕрле пулаймастпăр пуль...
    — Мĕншĕн? — тĕлĕннĕ каччă. — Элле юратми пултăн-и?
    — Елĕкхинчен те ытларах юрататăп та çав, — хуравланă хĕр. — Анчах атте мана урăх çынна, çĕрме пуян качча парасшăн.
    — Чим, ара, эпĕ чухăн-им?
    — Пĕлместĕп çав, — тенĕ хĕр ун уринчи çăпати çине пăхса.
    — Эсĕ унталла ан пăх, — ăс вĕренте пуçланă ăна Тимун. — Эпĕ çăпатаçă пулсассан та ăна-кăна чухлатăп. Çитменнине тата сана юрататăп. Эсе те мана, юрататăн. Юрату çынна пуянлатать. Ăнлантăн-и?
    — Ăнлантăм, — пăшăлтатнă хĕр.
    — Кала-ха сирĕн пысак писмен пур-и?
    — Пур.
    — Апла мĕн кирли пĕтĕмпех йеркеллĕ пулать. Ыран эпĕ сан аçунтан писмен пырса илĕп. Кайран, леçме пырсан, писменĕре сана парăп. Эсĕ вара ун çумĕнче мĕн тупатăн çавна тӳрех аçуна кăтарт...
    Çав каçах Тимун килне таврăнать та пĕртен-пĕр чӳречи кĕленчине чулпа çапса çĕмĕрет, ванчăкĕсене кивĕ витрене пăрахать.
    Тепĕр кун хайхи ирех староста патне писмен ыйтма каять.
    — Мĕне кирлĕ сана писмен? — йĕкĕлтесе калаçать староста. — Чим, эсĕ ăнсăртран пуйса каймарăн пуль те?
    — Тĕрлĕ пулма пултарать, — теме систернĕн хуравлать Тимун. — Этем пурнăçĕ паян капла та ыран апла. Кама сăсар кĕрĕкĕ, кама алăк хăлăпĕ тыттармаллине турă кăна пĕлет.
    "Эх, ку чăнах та пуйса кайрĕ пулĕ", — тесе шухăшлать ку сăмахсене илтсен староста. Вăл писменне Тимуна парать те ун хыççăн йĕрлеме тытăнать.
    Тимун çакна сисет, çапах та вăл нимĕн курман пек пулса килнелле утать.
    Килне çитсессĕн вăл алкумне кĕрет те витрери кĕленче татăкĕсене виçме тытăнать.
    — Пĕр пăт! — хăй тĕллĕн калаçать хайхи, унтан кĕленче ванчакĕсене витрене каялла ярать. Каштах тăрсассăн каллех писмен çине хурать:
    — Икĕ пăт! — тесе шутлать те витрене ярать.
    Староста, алкум çумĕнче тăрса, вăл мĕн калаçнине итлет.
    "Эк-кей, — тĕлĕнет ял хуçи, — укçа çапла пăчĕпех виçет-и вара ку?"
    Хайхискер нимĕн тăваймасар килне чупса каять. "Чим, тен, ку укçа та пулмарĕ пуль! " — пуçне шухăш пырса кĕрет.
    Çав хушăра Тимун писменĕ çумне хăйĕн пĕртен-пĕр кĕмĕл укçине чиксе хурать те староста патне пырать. Ăна староста хĕрĕ кĕтсе илет. Вăл тӳрех савнийĕ хушнă пек писмен çумĕнче мĕн те пулин çук-и тесе пахкалама тытăнать те кĕмĕл укçа курах каять. "Атте атте, кур-ха — укçа!" — кăшкăрса ярать.
    Пăхать староста — чăнах та, укçа. Вара вăл Тимун укçа виçнине ĕненет. "Ара, ку пирĕнтен те пуян-çке!" тесе хĕрне качча парать.
    Тимуна çавă çеç кирлĕ. Савнийĕ хăйпе пĕрле Тимун килне ĕне, сысна, темĕн чухлĕ тырă-пулă илсе пырать.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2007-08-12 18:14:09 вăхăтра улăштарнă. 6637 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005