Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Телейпе сиен:
— Ăçта кайрăн?
— Шăмата кайрăм та пăрçа илтěм. — Ак, телей! — Мěн телейě. Килнě чух такăнса ӳкрěм те, тăкăнса кайрě пăрçи. — Ах, сиен! — Мěн сиенě. Киле килтěм те, акрăм та — тӳшек пек пулчě пăрçи. — Ак, телей! — Мěн телейě. Пуп сысни вěренчě те çисе ячě. — Ах, сиен! — Мěн сиенě. Пуп сыснине çапса пăрахрăм та пěр кěлет аш турăм. — Ак, телей! — Мěн телейě. Пуп кушакě вěренчě те йăлт çисе ячě. — Ах, сиен! — Мěн сиенě. Пуп кушакне çапса пăрахрăм та — пěр тăлăп пулчě. — Ак, телей! — Мěн телейě. Пуп курчě те туртса илчě. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ P-Code тӳрлетнě, информацие 2005-06-28 20:18:54 вăхăтра улăштарнă. 9553 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. Ку страницăна Администраторсем тěрěслемен. Тӳрлетӳсем çухалма пултараççě. | |
|