Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Пуянпа тарçи:
 

    Ĕлĕк пĕр питĕ хытă пуян пулнă. Ун патĕнче ĕçлеме никам та килĕшмен. Вара пĕррехинче вăл тарçă шырама хăех тухса кайнă. Çулпа пына чух ăна хиреç пĕр яш каччă пынă.
    — Ырă каччăм, мана тарçă кирлĕ, эсĕ ĕçлеме пымăн-ши? —тенĕ пуянĕ.
    — Мĕн чухлĕ тӳлетĕн? — тенĕ каччи ăна.
    — Пĕр михĕ сĕлĕ парăп сана пĕр çул ĕçленĕшĕн, — тенĕ хыт пуянĕ.
    Каччă калана:
    — Эпĕ пĕр михĕ сĕлĕшĕн кĕпе-йĕме çулталăк çĕтместĕп, — тенĕ те малалла уттара панĕ.
    Пуян, кăн-кан пăхкаласа, хырăма каçăртса, малалла кайнă. Ăна хирĕç каллех тепĕр çамрăк çын килнĕ. Хирĕç тĕл пулсан, пуян каллех куна тарçа пыма чĕннĕ. Çамрăк çынна вăл кашни уйăхра пĕр укçа тӳлеме пулнă.
    — Ырă хуçам, санăн укçусем миçе тенкĕлĕх пулаççĕ вара? — тенĕ çамрăк çын.
    — Пĕрер тенкĕлĕх пулаççĕ, — тет хуçа.
    — Çук, эпĕ уйăхра пĕр тенкĕпе тарçăра ĕçлеместĕп,—тенĕ те çамрăк çын малалла уттара панă.
    Хыт пуян, питĕ тарăхса, ăна пăхса кăна юлнă. Вара ирексĕрех малалла утнă. Утсан-утсан, вăл виççĕмĕш çамрăка курнă. Унран та вăл тарçа пыма ыйтнă.
    — Мĕн чухлĕ тӳлеме шутлатăн ху, — тенĕ çамрăк çын.
    Лешĕ мĕн чухлĕ тӳлесси çинчен калама та аптăранă, ку çын та пăрахса уттарĕ тесе шутланă. Вара çамрăкки хăех каланă:
    — Мана хам йăтса каймалăх япала парсан, эпĕ тарçăра ĕçлеме килĕшетĕп, — тенĕ.
    Кунăн çирĕп хул-çурамне курса, пуян пĕрре хăраса кайнă, тепре савăнса кайнă.
    — Юрать, çамрăк çыннăм, атя апла ман пата ĕçлеме, — тенĕ.
    Вара çамрăк çын килĕшнĕ те пуян хыççăн утнă. Пуян патне çитсен, апат çисе выртса çывăрнă.
    Тепĕр кунне пуян тарçине пĕтĕм уй çĕрне сухаласа акма хушнă. Тарçă пуян лашине кӳлнĕ те, тырă тиесе, уя кайнă. Кун каçиччен сухаланă, сӳренĕ, акнă. Каçчен хуçа патне таврăннă.
    — Мĕнле, тарçă, эсĕ часах уйран таврантăн? — тенĕ хуçа.
    — Эпĕ сан пĕтĕм уйна акса пĕтертĕм, — тенĕ тарçи.
    Хуçи ĕненмен. Пĕр лашине кӳлтернĕ те пур уйне те йалт тĕрĕслене, анчах пур уйне те акнă пулнă.
    Хуçа, киле таврăнсан, тарçине ним те калайман. Апат çитерме хушнă. Мĕн лартса панă, тарçи апата йăлт çисе пынă. Хыт хуçа тарçинчен хăра пуçланă: «Ку ман апата хама валли те хăвармĕ ĕнтĕ», — тенĕ.
    Хуçа пĕрроччен тарçа вăрман касса вут тума хушнă. Тарçи пуртта лайăх хăйранă та вăрмана тухса кайнă. Кун каçиччен вăрман касса, ларакан йываç хăварман та: йăлт касса-татса вутă туса хунă. Унтан хуçа патне таврăннă та:
    — Ырă хуçам, сан вăрманна йăлт касса вутă турам, — тенĕ.
    Вара хуçа хараса кайнă. Хай уçăлса çӳрекен илемлĕ хурăн вăрманне те каснă пуль тесе, часрах вăрмана пăхма кайна. Чăнах, варманĕ пĕртте юлман. Хуçа лаш хуйхăрна. Вăл тарçинчен мĕнле хатăласси çинчен кăна шутланă. Вара вăл каланă:
    — Ыран эсĕ каснă вăрман вырăнне йăлт çамрăк йывăç лартса тух, — тенĕ.
    Тарçи килĕшнĕ. Тепĕр кунне кĕреçине лайăх хăйранă та вăрман лартма кайнă. Кун каçиччен каснă вăрман выранне йăлт çамрак йывăç лартса тухнă. Хăй часрах хуçи патне таврăнна та:
    — Ырă хуçам, сан вăрман вырăнне çамрăк вăрман лартрăм,—тенĕ.
    Хуçи ĕненмесĕр каллех кайса пăхнă. Чăнах та, вĕт вăрман кашласа ӳссе ларнă. Хуçи тĕлĕнсех кайна, халь хуçа ытлашши ĕç хушма та хăракан пулнă.
    Çапла ĕçлесе пурăнсан-пурăнсан, çулталăк иртни те сисĕнмен. Хуçа, тарçи киле кайна чух пĕр çĕклем хаклă япала йатса кайĕ те хăйне валли хăвармĕ тесе, пӳртри укçа арчисене, хаклă япаласен арчисене, хаклă тум-тирсене пĕр кĕлете тултарнă. Шутла кун çитнĕ те, тарçи хуçине каланă:
    — Манăн киле каймалли кун çитрĕ, халь хам йăтма пултарнине йăтса каям, — тенĕ.
    — Ху йăтса каяс тенине йатса кай, эппин, — тенĕ хуçа.
    Тарçă тӳрех сар кĕлет патне ута пуçланă. Хуçа ăна пахнă та, хăранипе унăн куçĕсем темле кура пуçланă, чарăлса кайнă. Хăй çĕр çине палт! кайса ӳкнĕ те тăнсăр пулса выртнă. Тăн килсе кĕрсен, хуçа сиксе танă, анчах сар кĕлĕт вырăнĕнче ним те пулман.
    Ăна тарçă, çаплипех хулпуççи çине лартса, килне йăтса кайнă. Çапла вăл пите пуйса кайнă. Хуçа вара, хăйне-хăй тарăхса, кулянса, çинçе çип пек çинçелсе пынă, юлашкинчен вилсе выртнă.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-10-09 22:26:49 вăхăтра улăштарнă. 13659 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005