Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Пуппа тимĕрçĕ:
Пуп лаша таканлаттарма тимĕрçе пычĕ, тет.
— Мĕн чухле таканлатăн? — тесе ыйтрĕ, тет, пуп тимĕрçĕрен. — Такан пуçне икшер тепкĕ, — тет ăна хайхи тимĕрç. — Çук, апла хаклă пулать, — тет, пуп. — Хаклă пулсан, урăхла тавăпăр. Пăтаран тӳле, эппип, — тет пупа тимĕрç. — Пĕрремĕш пăташан — пĕр пус, иккĕмĕшĕшĕн икĕ хут ытла — тăватă пус, виççĕмĕшĕшĕп виçĕ хут ытла — тăхăр пус. Ыттисемшĕн те çапла: миçе пăта, çавăн чухлĕ хаклăрах тӳлĕн, — тет тимĕрç. — Ак капла юрать! — терĕ, тет, пуп, савăнса кайса. — Капла тăватă урине те таканлаттаратăп. Йӳне ӳкет! — Таватă урине пурĕ çирĕм тăватă пăта кирлĕ пулать, — тет тимĕрç. — Юрать, юрать, килешетĕп, — тет пуп. Лашана таканласа пĕтерсен, мĕн чухле тӳлемеллине шутлама тытанаççĕ те, пупăн пĕтĕмпе тимĕрç малтан каланă сакăр тенкĕ вырăнне темиçе хут ытла тӳлемелле пулса тăнă, тет. Пуп ĕнсине хыçа-хыçа тӳлесе хаварчĕ, тет те, укçине, лашине çавăтса, лапсăртатрĕ, тет, килнелле. — Сан пек хытă пупа çапла кирлĕччĕ-ха! — тесе юлчĕ, тет, тимĕрç хĕртнĕ тимĕрне чăнкки-чанкки шаккаса. Миçе тенкĕ тӳлесе хăварнă пуп тимĕрçе? Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-11-16 11:10:03 вăхăтра улăштарнă. 8989 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|