Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Ниме юррисем:
 

    Нимене, нимене! Кук, кук, кук!
    Çтан та пулин нимене!
    Нимене, нимене! Кук, кук, кук!
    
* * *

    Нимене, нимене, нимене, нимене!
    Килĕр кунта нимене,
    Пĕр-пĕрине пулăшма!
    
* * *

    Нимене! Нимене!
    Хура халăх, нимене!
    Ял-йыш, пускил, нимене!
    Хурнташ-тăван, нимене!
    Эс илтетни, Мĕкĕте?
    Ниме сăри нимĕрле,
    Пирн сăрине ĕçмелле,
    Ĕçсен н(и)мене каймалла!
    Эсĕ, кума, Марине!
    Ниме сăри ĕçмелле,
    Ĕçсен н(и)мене каймалла!
    Хура халăх, нимене!
    Нимене, нимене!
    Хура халăх пĕр пулсан
    Типĕ çĕртен ким шăвать.
    Нимене! Нимене!
    
* * *

    Вырăр, вырăр, ачасем,
    Ана пуçĕ анатра,
    Така пуçĕ хуранта,
    Ыр çын укçи арчара.
    Арчарине çын курмасть,
    Тара тытсан çын курать,
    Ана выртсан ял кулать.
    Çуртри вырнă укçипе
    Пурçăн тутăр илĕпĕр,
    Ыраш вырнă укçипе
    Саттин саппун илĕпĕр.
    
* * *

    Нимене! Нимене!
    Симун патне нимене!
    Эй, ял-йышсем, нимене!
    Пӳрт хăпартма нимене!
    Хура халăх пĕрле пулсан
    Ĕçĕ пымĕ чылая.
    Нимене! Нимене!
    Симун патне нимене!
    Нӳхрепĕнче виç çулхи
    Пыл кăрчами чашлатать.
    Хуранĕнче иртенпех
    Така пуçĕ çаврăнать.
    Нимене! Нимене!
    Симун патне нимене!
    Алтăрĕпех тыттарĕ
    Пыллă йӳçĕ сăрине.
    Хĕвел анса лариччен
    Ĕç вĕресе тăтăр-и?
    Сĕтел çинчи така пуçĕ
    Пăсланса çеç тăтăр-и?
    Нимене! Нимене!
    Симун патне нимене!
    
* * *

    Ялта çурт-йĕр нимисемех тăваççĕ,
    Хирте вырма нимисем тăвар-и?
    Туйра туй юррисем те юрлаççĕ,
    Нимере ниме юрри юрлар-и?
    
    Тавтапуçăм улаях та кĕсрене
    Ула тиха туса та панăшăн.
    Тавтапуçăм Иванах та пиччене
    Киме туса нимене чĕннĕшĕн.
    
    Яра куна тăрăшса ĕçленипе
    Ал-урана аванах ывăнтрĕ.
    Иван пичче хăналаса ĕçкĕпе
    Манăн пуçа аванах ӳсĕртрĕ.
    
    Шурти шур кăвакалĕ хитре иккен,
    Чĕппи ытармалла та мар иккен.
    Иван пиччен ĕçĕсем йывăр иккен,
    Ĕçкине ĕçме тата та хĕн иккен.
    
    Ула кĕсре тата та тиха тутăр —
    Кӳлсе çӳремешкĕн те ут пултăр.
    Иван пичче тата та ниме тутăр —
    Ĕçлемешкĕн пире те йыхăртăр.
    
    
* * *

    
    Эп пĕлместĕп нимĕн калама,
    Шухăшлатăп пĕрле пурăнма.
    
    Сад савăнать сар кайăк сассипе,
    Эп савăнатăп нимене килнипе.
    
    Вăл та пулĕ, тăван, ку та пулĕ,
    Килĕштерсе пурăнни ыр пулĕ.
    
    Нумаях та пĕтĕ, сахал çитĕ,
    Пĕрле пурăннине мĕн çитĕ?
    
    Вăл та юлĕ, тăван, ку та юлĕ,
    Хытса пурăннипе мĕн пулĕ?
    
    Пукайран та юлнă çутă тĕнче,
    Пиртенех те юлĕ-ха çак тĕнче.
    
    Çут тĕнчере иккен мĕн хаклă? —
    Ырлăхпала сывлăх пит хаклă.
    
    Ылтăнĕ-кĕмĕлĕ улшуçра,
    Çывăх тăван хаклă пурнăçра.
    
    Вĕшлесĕрех куян тытма çук,
    Тăвансăрах пурнăç тума çук.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-02-12 20:13:24 вăхăтра улăштарнă. 11445 хут пăхнă.Тип: Статьясем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005