Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Мурсемпе лашасем:
Мурсем пěр çын патне пынă тет те çапла каланă тет: "Сан лашусене вăрлатпăр", — тенě. Ку çынни пěр Мурăн аллисене пуртăпа татса пăрахнă тет. Мурсем ку çын çине питě шутсěр çилленнě тет.
Темиçе каçран çак çын патне мурсем каллех пынă тет. Вěсем çын сассипе чӳречерен: "Лашусене вăрласа каяççě", - тесе кăшкăрнă тет. Çынни хыпаланса тухнипе пурттине манса хăварнă тет. Вара мурсем ăна çисе янă тет. Çавăн пекех урăх халапсене пăхăр 1979 çул. Чăваш Енри Шупашкар районěнчи Мамки ялěнче М. Мешковăран В. Михопарова çырса илнě. — ЧПГĂ Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ тӳрлетнě, информацие 2005-06-24 16:46:03 вăхăтра улăштарнă. 9109 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. Ку страницăна Администраторсем тěрěслемен. Тӳрлетӳсем çухалма пултараççě. | |
|