Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Мулкач:
Эпир пĕрре асаттепе сунара кайрăмăр. Пĕр мулкач куртăмăр. Хăвалама тытăнтăмăр. Хăваласа çитрĕмĕр те кӳсĕкпе иле-иле çапатпăр — вилмест. Эпĕ хам хыт курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ.
Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Хам пĕчченех тытрам та мулкача çĕклерĕм хутăм. Пар лаша кӳлнĕ хамăр. Пар лашана хăвалатпăр — туртаймаççĕ. Пĕрне тăварса, пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать. Киле таврăнтăмăр. Мулкача асаттепе йăтма тăратпăр — йăтаймастпар. Пĕччен тытрăм та вăштах йатрам. Алăкран кĕртме тăратăп — кемест. Тĕнĕрен тĕртрĕм те — кĕчĕ кайрĕ. Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест. Çăпалана хуратпăр — тулмасть. Аннене пĕçерме хушрăм. Анне пăхса тăман та, яшки хытă вĕренĕ, мулкач вĕренипе хурантан тухнă та ӳкнĕ. Ăна кушак çинĕ те янă. Мулкача хамăр çиеймерĕмĕр те. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 16:26:46 вăхăтра улăштарнă. 10638 хут пăхнă. | |
|