Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Купăста вăрри:
— Ăçта кайрăн?
— Пасара. — Мĕн илтĕн? — Купăста вăрри. — Акрăн-и, турăн-и? — Акрăм-турăм та — Илме качаки çисе ячĕ. — Ма хăваламарăн? — Хăваларăм та — Атăл урлă каçсах кайрĕ. — Атăлĕ çавнашкал пуль? — Атăлĕ Атăлах: ача сиксе каçать. — Ачу çавнашкал пуль? — Ачи ачах: юман тăрне кутăн та пуçан хăпарса анать. — Юманĕ çавнашкал пуль? — Юманĕ юманах: пĕр хĕл хутмă çитет. — Хĕлĕ çавнашкал пуль? — Хĕлĕ хĕлех: хĕрсем хĕрĕх хутăр хутăраççĕ, арăмсем аллă хутăр хутăраççĕ. — Хутăрĕ çавнашкал пуль? — Хутăрĕ хутăрах: ял тавра виççĕ çаврăнать. — Ялĕ çавнашкал пуль? — Ялĕ ялах: урлăшĕ ултă хăлаç, тăршшĕ тăхăр хăлаç. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 17:21:15 вăхăтра улăштарнă. 9411 хут пăхнă. | |
|