Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Кукамипе кукаçи:
Кукамипе кукаçи Кукăль пĕçереççĕ, Кукăль пĕçереççĕ – Чуп туса илеççĕ. Кукаçипе Куками Хăма савалаççĕ, Хăма савалаççĕ – Хирĕççе каяççĕ. Кукамипе кукаçи Хăнана каяççĕ, Хăнана каяççĕ – Юррине хываççĕ. Пуйăс килет, пуйăс каять, Куками ларса каять, Кукаçин те лармаллаччĕ – Чĕлĕмĕ манса юлать. Пуйăс килет, пуйăс килет, Куками ларса килет, Кукамине кукаçи Кăмăлсăр кĕтсе илет. Ах, мĕн-ма-ши сарă кайăк Турат çине лараймасть? Ах, мĕн-ма-ши кукамийĕ Кукаçине юраймасть?.. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-24 19:16:01 вăхăтра улăштарнă. 11498 хут пăхнă.Тип: Статьясем. | |
|