Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Кěрнек кайăк:
 

    Ěлĕкех пĕр чăвашпа арăмĕ пурăннă. Вĕсен виçĕ ывăл пулнă. Виçĕ ывăлтан чăн кĕçĕнни кукша пулнă. Çав кукша Иван ятлă пулнă.
    Çак чăваш вилме патне çитнĕ. Вилес умĕн вăл хăйĕн ывăлĕсене, хăй вилсен, унăн çине тăварлă юпа лартма хушса хăварнă. Ывăлĕсем, чăнах та, ашшĕ вилсен, унăн тăпри çине тăварлă юпа лартаççĕ.
    Ашшĕ вилсен, кулянкаларĕç вĕсем, анчах ним тума та çук. Вăхăт çапла шăватех. Ашшĕ тăприне кайкаласа пăхаççĕ кусем. Теплерен кусем ашшĕ çинчи тăварлă юпа пĕчĕклене пуçланине курнă. Мĕн тăвас? Мĕн те пулин çиет пулмалла тăварлă юпана. Тавай сыхлас, теççĕ. Кашни çĕр аслинчен пуçласа черетрен каяс, теççĕ.
    Малтанхи çĕрле аслă ывăлĕ каять. Ашшĕ тăпри патне çитет те ларать ку, çăлтăрсем шутлакаласа. Çур çĕр иртсен, ыйхă киле пуçлать хайхин. Тул çути килеспе сисмест те — çыврах каять. Ку çывăрса кайсанах, шурăмпуç енчен пĕр кайăк вĕçсе килет те тăварлă юпана тăраничченех çуллать. Хай пирĕн хуралçă тăрать — тăварлă юпана çисе та кайнă, юпа каллех пĕчĕкленсе юлнă. Ним тума та çук — тытаймарĕ.
    Пуçне чикет те, мĕскĕн, утать килелле.
    — Ну, тытрăн-и вăрра?—теççĕ куна.
    — Çу-ук,— тет пирĕн хуралçă.
    — Эх, çавна та тытаймаççĕ,— тет кукша Иван.
    — Санран пулать-и тата!—тесе, хăрр хăтарса пăрахаççе кукшана.
    Тепĕр çĕрĕнче вăталаххи каять. Хăйпе пĕрле пĕр чĕлĕ çăкăр чиксе каять. Ашшĕ тапри патне çитет те выртать. Пăртак тăрсан, çăкăр кăшлакаласа юрлакалать, çăлтăрсем шутлать. Хăй те сисмест — тул çути палăраспа ку та çывăрах каять. Вăл çывăрнă вăхăтра хай кайăк каллех юпана пырса çулласа каять. Пирĕн хуралçă вăраннă çĕре тул ярах çутăлса кайнă. Нимсĕрех каймалла пулчĕ киле.
    — Пичче, вăрра тытран-и?—тет кукша пиччĕшне.
    — Ан кăшкăрса тăр, кукша-а! Хăв кай-ха, хăв тытайăн-и! — тесе хăтăрса пăрахать кукшана ваталăх пиччĕшĕ.
    Тепĕр кунхине кукшан черет çитет. Ним шухăшламасăр-тумасăр тухать те утать ашшĕ тăпри патне пирĕн кукша.
    — Эй, кукша,— тесе кулса юлчĕçĕ пиччĕшсем кукшаран.
    Кукша ашшĕ вилтăпри патне çитет те выртса çыврать ним шухăшсăр. Çур çĕр çитсен, ыйхинчен тăранса та тăчĕ пирĕн кукша. Пуçне пĕр иккĕ-виççĕ катăртаттарса илчĕ те ашшĕ вилтăпри хыçне йăпшăнса пытанса выртрĕ.
    Шурăмпуçĕ палăра пуçласан, хĕвелтухăç енчен хайхи кайăк лапсăртаттарса вĕçсе çитет. Таварлă юпа çине ларса пĕр хăрамасăр пуçларĕ юпана çуллама. Кукша вăрттăн йăпшăнса пырать те кап ярса тытать кайăка хӳринчен. Кайăк нимпе те вĕçерĕнсе каяймарĕ.
    — А, эс-и-ха кашни каç тăварлă юпана çуллама килекенни!—тет кукша, кайăка хытă чăмăртаса.
    — Эх, кукша тус, тархасшăн, яр мана ирĕке,—тет кайăк.—Эпĕ аякран, хевелтухăçĕ енчен, вĕçсе килетĕп кашни çĕр. Манăн унта юратнă чĕппĕмсем пур, çавсене вара кам пăхса ӳстерĕ, тархасшăн, яр мана, эпĕ сана уншăн ахаль тумастăп,— тет кайăк.— Эпĕ сана икĕ çунатран икшер тĕк, хӳререн икĕ тĕк çăлса парса хăваратăп. Сана хăçан мĕн кирлĕ пулать, пĕр тĕкне çунтаран, вара мĕн ыйтни пурте çав вăхăтрах ху умăнта пулĕ,—тет.
    Кукша шухăшлать: «Эх,— тет,— мана та никам та хĕрхенекен çук, çапах çак кайăк хĕрхенет-ха,—тет,— ярасах пуль»,—тет.
    Кайăк кукшана ултă тĕк çăлса парать. Вара кукша кайăка вĕçертсе ярать.
    — Мана кĕрнĕк кайăк тесе калаççĕ,—тет те кайăк, хĕвелтухăçĕ еннелле çиçĕм çиçнĕ пек ялкăшса вĕçсе кайса, куçран çухалать. Кукша ун илемне пăхса савăнса юлать. Унтан кĕрнĕк кайăк çăлса панă тĕксене хĕвне пуçтарса чикет те вĕçтере парать килелле, нимĕскер те курман-илтмен пек. Пиччĕшсем кукша нимсĕр таврăннине кураççĕ те:
    — Эх, айван кукша, санран пулать-и вара тытасси, эс те вăрă тытас пулсан, кукша та пулса ӳсместĕн, килтех пуçна катăртаттарса выртас пулатчĕ!—тесе вăрçса пăрахаççĕ.
    Кукша, хăй ăшĕнче кула-кула, пăрçа ани çине пăрçа сыхлама уттарчĕ.
    Пурнăç ерипенех шăвать. Пирĕн чăвашăн пумилккине ирттерме вăхăт çитет. Анчах кусем питĕ начар пурăннă. Пумилкке ирттерсе яма нимĕскер юр-вар та пулман. Çавăнпа, пумилкке тума вăхăт çите пуçласан, амăш ачисене калать:
    — Ачасем, — тет,— пасартан пумилкке валли юр-вар тавраш, тĕрлĕ хатĕрсем кайса илетĕр пуль,—-тет.
    Аслă ывăлĕ пасара канма пуçтарăнать. Кукшан та каяс килет пасара.
    — Пичче, эп те пырам-и пасара? — тет пиччĕшне.
    — Санпа намăс курса çӳремелле-и пасарта, сыхла хăвăн ануна,—тесе хăтăрса пăрахать кукшана пыччеше. Пиччĕшĕ пасара тухса кайрĕ. Кукша та пăрçа ани çине пăрçа сыхлама уттарчĕ. Печĕк пӳрт лартса панă ăна. Таканари кĕл çине пăрçа сапса параççĕ те — суйлать çав пăрçана.
    Паян пиччĕшĕ пасара илсе кайманшăн пит çилленнĕ вăл. «Мĕн тăвас? —тет.— Кайса курайрасчĕ-çке пĕрре пасара!»—тет. Теплерен кĕрнĕк кайăк тĕкне аса илех каять. Вăрт-варт пĕр тĕкне кăларать те ĕнтет.
    — Ман умра çак самантрах питĕ чаплă тăрантаслă тройка лаша пултăр, атă тăврашĕсем йăлт пулччăр, — тет кукша.
    Унччен те пулмасть — таçтан амакран пирĕн Иван умĕнче мĕн ыйтни пулса та тăрать. Кукша вăш-ваш тăрантас çине кĕрсе ларать те тĕрлеттерет пасара. Пасар урамне пĕтĕм аçа та çиçĕм пырса кĕрет. Лашисем çĕлĕн пек авкаланса, пуçĕсене каçăртса ухса анчах пыраççĕ. Пасарти халăх çăвар карса тĕлĕнсе пăхса анчах тăрать. Усламçăсем сутас таварне сутаймаççĕ, илекенсем илес таварне илеймеççĕ. Пирĕн кукша, пĕтĕм чаплăран та чаплă улпут пек, тăрантас çинче ларса, пасар урăмĕ тăрăх лашасемпе сумлă чавтарса çӳрет. Пĕр суту-илӳ тумасăрах, кукшана пăхса ирттерсех саланать пасар. Кукша пиччĕшĕ те ним илмесĕрех киле таврăнать. Киле çитсессĕн, амăшĕсене каласа кăтартать:
    — Ах, тур, анне, —тет,— паян пасара пĕр çын килнĕ. Хум ывăлĕ Хумттер тесе калаççĕ хăйне,—тет,— лаши таврашсем, ураписем çав тери чаплă. Тумтирĕсене куçпа пăхма çук çунса тăраççĕ. Ун пеккине халиччен никам курман,—тет.—Пĕтĕм çын çавна пăхса анчах тăрать, илес тавара та илеймест, сутас тавара та сутаймасть,—тет.
    Кукша та çав вăхăтра таврăнать киле, ним пĕлмен пек. Пиччĕшĕнчен ыйтать:
    — Пичче, мĕн илсе килтĕн пасартан?—тет.
    — Ан шарла-ха, ухмах, итле мĕн каланине,— тет кукшана амăшĕ.— Ним те илмен вĕт паян пасартан. Пасара çав тери чăплă çын пынипе сутас тавара та сутайман, илес тавара та илеймен, тет, паян,— тесе кулянать амăшĕ.
    Кукша ăшěнче вăрттăн кулăть: «Кукша çапла çав вăл, айван кукша»,—:тет.
    Ку пасăр нимсĕрех иртсе кайрĕ. Тепĕр пасара вăталăх ывалĕ пуçтарăнать. Кукша каллех пиччĕшне тилмĕрет, анчах лешĕ яхăнне те ямасть. «Тăхта-ха, кăтартăп сана»,—тесе уттарать кукша пăрçа ăни çине.
    Хăвăртрах çитет те ĕнтет каллех кĕрнĕк кайăкăн тепер тĕкне. «Пĕркунхинчен виçĕ хут чаплă пултăр пурте»,— тет. Каласа пĕтернĕ-пĕтĕрменех мěн ыйтни пулса та тăрать ун умĕнче — Лаши-ураписем ĕлĕкхинчен виçĕ хут чăплă. Кукша тумланать те йăш çитсе те тăрать пасара.
    Хальхинче пасарĕ те питĕ вăйлă пуçтарăннă. Пĕтĕм çын каллех çăварĕсене карса, кукшана анчах пăхса тăрать. Кукша, лашисене тăратса тарантасĕ çинчен анса, ярт-ярт кăллĕ-маллĕ уткаласа çӳрет. Пěтĕм çын, кун патне пыма вăтанса аякран анчах пăхса тăрать. Паян та ним суту-илӳ пулмасăрах, сутас тавара сутаймасăрах, илес тавара илеймесĕрех пасар саланать. Хум ывăле Хумттере пăхса, икĕ пасар ахалех иртсе кайрĕ.
    Кукша пăрçа ани çине çитет те лашисене ярать. Ним курман-илтмен пек таврăнать киле.
    — Пичче, мĕн илтĕн паян пасар-та?—тет.
    — Ах, ачам, ма пит айван-ши эс, куран вĕт ним те илменнине, мĕн ыйтмали пур унта?—тет амăшĕ.— Пумилккене нимскерсĕрех ирттерсе ярăпăр-и-ха. Çитес пасара хăвна ярăпăр; хăв илĕн-и,—тет амăшĕ йĕре-йĕре.—Ара, мĕн кирлĕ-ши çав Хум ывăлĕ Хумттер текенскерне, мĕн
    илет-ши чăваш пасарĕнче?—тет вăрçа-вăрçа.
    Кукша лăх-лăх кулать ăшĕнче.
    Вăхăт иртетех. Тепĕр пасар та çитрĕ. Кукша ирех тăрать те уттарать
    пасара. Пасара кайнă хаваспа сисмест те — çитсе те тăрать. Малтан
    сĕтел илет, унтан какай, çу, тăвар тата çич-сакăр кашăк туянать. Юлашкинчен пасарта çӳрекелет-çӳрекелет ку, çынсем киле кая пуçласан, киле кайма тытăнать. Çынсем лашисем çине лараççĕ те чуптараççĕ килелле. Пирĕн кукшан çĕклемелли те чылай, киле çитме аякра. Шухăшлать ку: «Мĕн тăвас?—тет.— Çынсен лашисем тăват ураллă та çыннисене лартаççĕ те чуптараççĕ,—тет,— ман сĕтел те
    тăват ураллă-çке, тавай эп те ухса ларса пăхам-ха, чупать-и»,—тет. Сĕтелне хулпуççи çинчен антарать те вăш-ваш улăхса ларать. Ларать-ларать — сĕтелĕ сикмест те. «Ну, мĕскер утмастăн? Эс те тăват ураллă вĕт!»— тет. Сĕтелĕ çаплах ларать.
    Унтан кукша çĕртен патак анса илет ,те çапса пăхать сĕтеле. Сĕтелĕ хускалмасть вырăнтан. Пирĕн кукша çилленсе çитет. Аппаланать-аппаланать те çилленнипе сĕтелне йăлтах çапса салатса хăварать. Илнĕ япалисене кушелне чикет те, каçана çакса, çуранах уттарать килелле. Кушелри кашăкĕсем утнă майăн шăкăрт-шăкăрт, шăк-шак туса шакăртатса пыраççĕ. Кукшана кашăксем шăкăртатни «кукша, кукша, кукша» тенĕ пек туйăнать. Кашăксене шăкăртатма тем чул чарасшăн çак—çаплах шăкăртатаççĕ кашăкĕсем. Юлашкинчен çилленсе çитет кукша. «Эсир мар, çынсем те пайтах мăшкăллаççĕ мана,—тет.—Хам илнĕ кашăксем те мăшкăлла пуçларĕç-çке»,— тет. Кăларать те кашăксене, çапса салатса хăварать.
    Унтан пăртак лăпланса каять-каять, пĕр çăл патне çитет. Шыв ĕçес килнĕ кун — шывне ĕçсе пăхать. Çăлри шыв тутлă пек туйăнмасть. «Тăвар каламасть пуль, тăвар ярам-ха»,— тет. Пăртак ярать— каламасть, татах ярать — татах каламасть. Илнĕ тăварне шыва ярса пĕтерчĕ кукша — тăвар каланине пĕлмерĕ.
    Унтан пăртак кансан, татах малалла утать. Çул хĕрринче пĕр мише юпи курах каять. Мише юпи пуçĕ йăлтах çуркаланса пĕтнĕ, тет. Кукша юпа патне пырать те шухăшласа тă­рать: «Эй-яй-яй,—тет,— çакăн пуçĕ те манни пекех-çке, никам та хĕрхенсе çу тавраш сĕрмен-çке мĕскĕне, çу сĕрнĕ пулсан, кун пек çурăлса пĕтместчĕ,—тет.— Ман пуçа та çу сĕрнĕ пулсан, эпĕ те çакăн пек кукша пулас çукчĕ,—тет.— Çак мише юпи пуçне хам та пулин хĕрхенсе çу сĕрсе хăварам-ха»,—тет.
    Çуне кăларать те йăлт сĕрсе пĕтерет пур пек çуне. Хăçан та пулин тӳрленĕ-ха»,— тесе пăхса тăчĕ-тăчĕ те малалла уттарчĕ.
    Пырсан-пырсан, пĕр йытă тĕл пулать кукша. Йыттй мĕскĕннĕн пăхса лĕпсĕртетсе пырать. Кукша каллех шухăшлать: «Çак йытă та ман пекех мĕскĕн-çке, никам та хĕрхенекен çук-çке ăна,—тет.—Эх, мĕскĕн, çиех çак какая»,—тесе, илнĕ какайне йăлтах йытта пăрахса парса хăварать. Хăй ăшĕнче: «Ырă ĕç турăм-ха»,—тесе, çăмăлланса, хавассăн киле пырса кĕрет.
    — Çынтан кулаттăнччĕ, хăв нумай япала илсе килтĕн-и?—теççĕ кукшана килтисем.
    — Илтĕм, — тет кукша,—сирěн пек пасара кайсан та ним илмесěр таврăнман ĕнтĕ,—тет.
    — Ăçта тата илнĕ япалусем, ачам?—тет амăшĕ.
    — Сĕтел илнĕччĕ,— тет кукша, — сĕтел те тăват ураллă, çынсен лашисем те тăват ураллă. Çынсен лашисем хуçисене лартрěç те чуптараç килелле, ман сĕтел пур — вырантан та сикмест. Çавăнпа çапса салатса хăвартăм эп ăна,—тет.— Кашăксем илнеччĕ тата. Хăйсем «кукша, кукша, кукша» тесе мăшкăлласа пыраç те хама—вĕсене çапса ывăтса хăвартăм,—тет.
    — Ах, айван,— теççе пиччешесем.
    Кукша вĕсен сăмахне итлемест те.
    — Шыв ĕçес килчĕ те çул çинче, шывин тăвар каламасть, тăвар илнĕччĕ те пасарта, тăварне унта ярса пĕтертĕм, — тет кукша. тĕрěссипех лаплаттарать.— Çу илнĕччĕ, çуне мише юпи пуçне сĕрсе хăвартăм,—пуçĕ манни пекех çуркаланса кайнă та. Какай илтĕм, какайне хам пекех мĕскĕн йытта, никам та хĕрхенскен пулмĕ тесе, парса хăвартăм,—тет.
    — Эй-я-яй! Ара, çак ухмаха пасара яма юрать-и? Аçу пумилккине мĕнпе ирттерĕпĕр ĕнтĕ? Мĕншĕн пурлă-çуклă укçана шыва юхтартăн?!— тесе йĕре-йĕре вăрçать кукшана амăшĕ.
    Кукша ерипен тухса шăвăнать хăйĕн пăрçа ани çине...
    Çити-çитми пурнăçпа аран-аран ирттерсе яркалаççĕ кукша тăванĕсем ашшĕн пумилккине. Вăхăт ерипенех шăвăнать малалла.
    Кукшасен амăшĕ аслă ывăлне калать:
    —Ачам, аçу та вилнĕ, ĕçлекен катăлнă вырăнне сан валли мăшăр тупмалла мар-ши?—тет.
    Паллах ĕнтĕ, ывăлĕ килĕшет. Нумай тăраççи, сахал тăраççи — кун валли хĕр тупса та хураççĕ пĕр çывăх ялтан. Сăмах татса çураçнă, туя каймалла пирĕн тăвансен. Туя пирĕн кукшан та каяс килет.
    — Анне,эп те каям-и пичче туйне?—тесе йăлăнать кукша амăшне.
    — Ай, тур-тур! Сана ярса, çĕнĕ хăтасен умĕнче санпа намăс курмалла-и? Суйлах кěл çинчи пăрçуна,— тесе хурать кукшана амăшĕ.
    Туй халăхĕ пуçтарăнса тухса каять. Каять пирĕн кукша та пăрçа ани çине. Шухăшлать: «Лартаймăн кукшана пăрçа ани çинче кĕллĕ пăрçана çитерсе»,—тет. Вăшт-вашт ĕнтет кĕрнĕк кайак тĕкне.
    — Пултăр ман умра тройка лаша тăрантаспа, çие тăхăнма — чаплă тумтир!—тет.
    Пĕр самантрах мĕн ыйтни пулса та тăрать. Йăш ухса ларать ку тăрантас çине те вĕçтерет туй кайнă яла. Çитрĕ çав яла. Ялти çынсенчен ыйтать:
    — Çак ялта чăваш туйĕ пур тесе калаç, тĕлне кăтартса ярăр-ха мана,— тет. — Халиччен чăваш туйĕ курман эп. Туй таврашне пит тĕлĕнмелле ирттереç тенине илтнĕ эпĕ чăвашсене,—тет.—Çавăнпа питĕ курасшăнччě эпĕ чăваш туйне,—тет.
    Хресченсем, питĕ хапăл туса, туй тăвакан килнех илсе каяççĕ куна. Кукша кĕрет пӳрте.
    — Ман килес!—тет.—Чăваш туйне курма кăмăл пурччĕ ман. Ятламастăр-и, ыр хуçасем?—тет.
    Хуçисем, чаплă çын килчĕ тесе, пĕтсех каяççĕ:
    — Атя, килех, ыр çын! Атя, килех!—теççĕ.—Тĕпелерех иртсем. Вырăн парăр ыр çынна!—теççě.
    Пирĕн ыр çын, кукша улпут, ĕçсе çиет туй халăхĕпе пĕрле. Туй халăхĕн киле кайма вăхăт çитет. Хĕр илсе таврăнмалла-çке-ха кусен. Картиш тулли туй ураписем ĕретленсе тăраççĕ. Чăн малти лав çине кукшан пиччĕшĕпе çĕнĕ çынна лартаççĕ. Кукша калать:
    — Ыр çынсем,— тет,— ман лашасем те лайăх, тăрантасĕ те сирĕннинчен чаплăрах,—тет.—Хĕре ман патăма лартмастăр-и, эп сире хăвăр яла çитичченех чаплăн леçсе хăварăп,— тет.
    — Лартас, лартас!—тет туй халăхě.
    Хĕре кукша патне лартаççĕ. Кукша чăн мала лав пуçне тăрать. Ялтан ерипен те сумлăн тухса каяççĕ.
    Ялтан тухсан, кукша чăлт-чалт пăхкалать, лашисене карт-карт туртать, айккинелле вăрт пăрăнать те çулсăр-мĕнсĕр тĕк пек вĕçтерет пăрçа ани çине. Хыçĕнчен тусан çеç тухса юлать. Туй халахĕ ним сисмесĕрех юлать. Унталла-кунталла пăхаççĕ — ним те курăнмасть. Çухатрĕç хĕре.
    Пирĕн кукша кулса кăна ларать хăйĕн пӳртĕнче пиччĕшěн çĕнĕ арăмĕпе.
    Туй халăхĕ каялла таврăнсан, киле каять хайхискер.
    — Анне, инкене илсе килнĕ-и?—тет.
    — Ан шарла-ха! Эс те пулин ăшачикке ан тултар. Каккуй инкӳне илсе килме, çул çинче вăрласа кайнă вĕт ăна. Ах, тур-тур-туур,— тесе кулянать амăшĕ.
    Анчах ним тума та çук. Арăмсăрах юлчĕ кукша пиччěшĕ.
    — Капла пулмасть,— теççĕ хайхисем, — урăх тупас пулать пуль,—теççĕ.
    Тепĕр ялтан унтан хитрине кайса çураçаççĕ кукша пиччĕшĕ валли. Туя кайнă чух кукша пирĕн татах туя каясшăн йăнкăртатать. Каллех вăрçайса хăвараççĕ куна. Анчах кукша Иван аптрамасть. Кĕрнĕк кайăкăн тепĕр тĕкне çунтарать те — тройка лашисем хатĕр те ун. Ларать те каллех вĕçтерет туй кайнă яла. Шыраса тупса кĕрет туй тунă çĕре чăваш туйĕ курма.
    — Ман килес! — тет.— Чăваш туйĕ курманни нумай пулатчĕ. Иртсе кайнă чух тĕлех пултăм та кĕрсе курас тесе каларăм. Ятламастăр-и, хăтасем?—тет.
    Эх, кил хуçисем пĕтсе каяççĕ! Ăçта ятлама, тепле сак çине çĕклесе лартмаççĕ. Татах ыр курса çӳрет пирĕн кукша. Пиччĕшсен ăш вĕркесе çех тăрать те, анчах ним тума та çук.
    Киле таврăннă чух кукша каллех хăйĕн тăрантасĕ çине хĕре хăйпе юнашар лартать. Кун чухне, хĕре вăрласа ан кайтăр тесе, туй халăхĕ кукшана мала ямасть, лавсем хушшине — варне — кĕртсе тăратаççĕ. Укăлчаран тухса пĕр-ик ана тăршшĕ кайсан, пирĕн кукша каллех лашисене палт аяккалла çаврать те пĕр самантра куçран-пуçран çухалать. Туй халăхĕ каллех вăрлаттарса ячĕ хĕре. Çăварĕсене карса анчах юлчĕçĕ. Пушали кар çăварна — киле пурпĕр хĕрсĕрех таврăнмалла пулчĕ.
    Çĕмĕрттерет пирĕн кукшан пурăнăç. Пĕр пуссăрах икĕ арăм туянчĕ. Пăртак арăмĕсене лăплантарсан, килне каять. Ашĕнче кула-кула, амăшĕнчен ыйтать:
    — Анне, инке ăçта, çĕн инке?— тет.— Курасчĕ,—тет.
    — Ах, çак кукша тертне-е! Тархасшăн, пуçа ан çавăр, кай пăрçа хуралçине. Телейĕ çавăн пек пуль-çке пирĕн, каллех вăрласа кайнă вĕт инкӳ пулассине,— тесе макăрать кукша амăшĕ.
    Кукшан пăрçа ани çинчен хăйĕн те таврăнас килмест-ха, шучĕшĕн анчах таврăнать.
    Аслă ывăлне икĕ хутчен туя кайса та авлантараймарĕç пирĕн мĕскĕнсем. Вăхăт пире кĕтмест, çаплах шăвать. Ěçе тухма та инçе юлмасть. Ěçлеме çын кирлĕ.
    — Пиччӳн телей пулмарĕ, ачам, сан валли тупар пуль мăшăр, — тет кукша амăшĕ вăталăх ывăлне.
    Лешĕ çавна кĕтнĕ те. Нумай вăхăт иртет-и, сахал-и — кун валли те пĕр яла хĕр кайса çураçаççĕ. Аякри ялтан çураçаççĕ. Çывăх ялтисем килĕшмен-çке-ха. Туя хĕр илме каннă чух амăшĕ ятла-ятла ярать:
    — Ун пек-кун пек çынпа ан çыхланăр,—тет.—Текех инкек-синкек ан тĕл пултăр,—тет.
    — Пичче, туя эп те пырса курам-и?—тет кукша пиччěшне.
    — Çăварна уçнă ан пултăр! Сан пирки намăс курас-и? — тет пиччĕшĕ. — Кам ачи, çавăн шăллě, тесе калěç. Лар пăрçа ани çинче, — тет.
    Кукша хăйне туя илсе кайманшăн хыпмасть. Вăш-ваш кěрнек кайăк тěкне çунтарать те — пурте хатěр ун.
    Хальхинче кукша каллех чаплăран та чаплă улпут пек пулать те терлеттерет туя. Кашнинче ун лашисем, тумтирĕсем тĕслĕрен те тĕслĕрен пулаççĕ. Никам та ăна пĕр çын тесе шутламалла мар.
    Туй тунă çĕре кĕрет те алăк патне тăрать.
    — Эй, ыр çын, ара ма алăк патěнче тăратăн? Тĕпелелле иртсем,—теççĕ кил хуçисем, хĕр ашшĕ-амăшĕсем.
    — Юрать кунта та. Чăваш туйне халиччен курманччĕ те эп, çавăнпа пăртак кĕрсе курам тесе каларăм, — тет кукша.— Сирĕн чăвашăн туй таврашне пит тĕлĕнмелле ирттереççĕ тесе каланине илтсеччĕ, çавăнпах кĕтĕм,—тет.—Ларса тăма вăхăт çукрах, манăн,—тет.
    Кил хуçисем куна çĕклесех кайса лартаççĕ тĕпеле.
    — Тавтапуçах пире сума суса кĕрсе курнăшăн,—теççĕ.
    Эх, куна пăхаççĕ: ĕçтереççĕ, çитереççĕ. Кукша киле каянçи пек тăвать те — нимпе те ямаççĕ.
    Пирĕн мĕскĕн туй халăхĕн чĕрисем çурăлсах кайнă: ĕçес-çиес те килмест, чĕтресе анчах лараççĕ.
    Туйран таврăнма вăхăт çитет. Пирĕн улпут йăпăлтата-йăпăлтата хĕре каллех хăйпе юнашар лартать. Туй халăхĕ тем чул унта лартасшăн мар, анчах хĕрĕ те, хĕр ашшĕсем те унтах лартасшăн: унта чаплă-çке-ха. Лешсен тăрантас тавраш çук. Кун чухне кукшана каллех, варне хупса, малтан та, кайран та лав пырать, ик айккинчен икĕ лав пыраççĕ. унталла-кунталла ан кайтăр тесе. Пирĕн кукша мăшт та тумасть уншăн. Çурма çула çитсессĕн, лашисене кăрт-карт турткалать те çумĕнчи лавсене вăнк ывтăнтарса хăварать. Эх, туй халăхĕн халě йĕрсе те куççуль тухмасть.
    — Акă тамаша, виçĕ туя кайса та пĕр хĕр илсе таврăнаймарăмăр-çке,— теççĕ. Кулянкаларĕç-кулянкаларĕç те нимсĕрх киле шăкăртаттарса таврăнчĕç.
    Кукшан виçě арăм пирен. Перинчен пĕри лайăхрах, чăн кайранхи тата хитререх. Ăнать пурнăç. Туй килнĕ çĕре çĕнĕ инкĕшне курма татах каять ку.
    — Пичче инкене илсе килтĕр-и?— тет.
    Ашчик тулнă енне çил-тăвăл пек вăрçса тăкаççĕ куна. Ăна вăрçма вăл темшĕн айăплă вара? Утне çитейменнине туртине, теççĕ пирĕн чăвашсем, çавăн пек ěнтĕ вăл. Анчах турти те ним те тăваяс çук.
    Виç хĕр çураçса тăккаланчĕç пирĕн мĕскĕнсем — ним усси те пулмарĕ. Ěçе те тухмалла пулать. Ěçлекен кирлĕ, анчах ĕçлекен шырасан та ĕç ăнмарĕ те, тек ун çинчен шухăшлама та пăрахрĕç.
    Кукшан виçĕ арăм. «Мĕн тăвас ман виç арăмпа?»—тет хайхи. Шухăшланă, пулнă. Кĕрнĕк кайăкăн юлашки тĕкне çунтарать. Тройка лаша, ярăнмалла тăрантассем хатĕр пулса та тăраççĕ. Аслă пиччĕшěн икĕ арăмне тĕпе лартать, хăй вăталăх пиччĕшĕн арăмĕпе ларкăч çине ларать, эх, çĕмĕрттерсе пырса кĕрет киле! Аслă пиччĕшĕн малтанхи арăмне аслă пиччĕшнех парать:
    — Акă сана арăм,—тет. Кайранхине вăталăх пиччĕшĕ çумне пырса тăратать: — Ку сан валли, —- тет. Вăталăх пиччĕшĕ валли çураçнине:— Ку хамăн,—тет те ыталаса чуптăвать.— Акă çавăн пек ĕнтĕ сирĕн айван кукша, пăрçа ани çинче ним пĕлмесĕр кěл çинчи пăрçана суйлаканскер,— тет кукша Иван тĕлĕнсе хытса кайнă тăванĕсене.
    Ěçе тухрĕçĕ. Пирĕн виçĕ мăшăр хай пăрçана çăлма каяççĕ. Кукшапа арăмĕ иккĕшĕ икшер карта çăлаççĕ, лешсем пĕрер карта та тухаймаççĕ. Çапах та пăрçа ани пĕр самантрах çăлăнса пĕтрĕ. Ман юмах та пĕтрĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-18 10:22:36 вăхăтра улăштарнă. 10268 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005