Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Кĕлĕсен 1 пайĕ:
 

Сĕрен чӳкĕн кĕлли
    Эй, Пӳртен, ан пăрахсамах пире. Сана асăнатпăр, сан çине пур сĕрен халăхĕпе витĕнетпĕр, сана кĕлтăватпăр, çырлах пире, Пӳртен. Ак сана, Пӳртен, пур ял-йышпа хисеплесе икерч-кукăльпе, çăмартапа тата сăрапа асăнатпăр. Эсĕ ĕнтĕ çакăн чухлĕ хисепленипе ырă пул, ырă кун çути кăтарт пире.
    Пӳртенĕн амăшĕ, çак ял-йыша чипер-лайăх çураçтарса лăпкă усра, çырлах пире. Эсĕ Пӳртентен те аслă, вĕсем эсĕ ирĕк панипе пирĕн пата килеççĕ, эсĕ вĕсене чарса тăр. Эсир пире, Пӳртен пулккисем, час-часах килсе аптрататăр хăвăр час выçнипелен. Çак икерч-кукăльпе, çăмартасемпе хăвăр килĕрсенче куннĕн лăпланса пурăнăрах килес çулччен.
    Пӳртене виçе кукăль, виçĕ икерч, виçĕ çăмарта паратпăр. Пӳртенĕн амăшне те виçĕ кукăль, виçĕ икерч, виçĕ çăмарта паратпăр. Тата Пӳртен тăванĕсене пурне те пĕрле виçĕ кукăль, виçĕ икерч, виçĕ çăмарта паратпăр. Эсир хăвăр йышпала валеçсе çийĕрех.
    
Калăм чӳкĕн кĕлли
    Çырлах, калăм пичĕки. Турра асăнатпăр хурăнташсемпе, тăвансемпе. Ялăм-йышăмпа, пĕлĕш-тантăшпа ĕçсе çиме парăсăнччĕ. Тутлăш Турра, йӳççĕш пире. Йӳçе ĕçсе тутлă калаçма парăсăнччĕ.
    Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ пулинччĕ. Тĕпĕ хăмăш пек, тăрри чакан пек пулинччĕ. Ывăç туса ывăç перекетне паринччĕ, ывăç туса кĕлте туса кĕлте перекетне паринччĕ, кĕлте туса пухса тĕм туса тĕм перекетне паринччĕ, тĕм пăсса çĕмел туса çĕмел перекетне паринччĕ, çĕмел пăсса урапа туса урапа перекетне паринччĕ, урапа пăсса капан туса капан перекетне паринччĕ, капан пăсса авăн хурса авăн перекетне паринччĕ, авăк хурсан, Турă, вутунтан-кăварунтан сыхлинччĕ, ĕçме-çиме хушинччĕ, авăн пăсса сарăм сарса сарăм перекетне паринччĕ, сарăм пăсса кăшăл туса кăшăл перекетне паринччĕ, кăшăл пухса лав тиесессĕн лав перекетне паринччĕ, лав тиесен, пӳлмене хурсан çич тĕслĕ тырăран тăватă валлине пӳлмене хума, виçĕ валлине сутма паринччĕ, ăшлăхне-тутлăхне, перекетне паринччĕ.
    Çичĕ тĕслĕ выльăхăм-чĕрлехĕм пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара пулинччĕ. Тăнă çĕре тĕме пулинччĕ, выртнă çĕре мамăк пулинччĕ. Тĕпелелле кин паринччĕ, алăк патне кĕрӳ паринччĕ. Алăк патне пăхсассăн тĕпел вăтантăрччĕ, тĕпелтен пăхсан алăк патĕнчи вăтантăрччĕ. Урай тулли путек-пăру пулинччĕ, сак çи тулли ачи-пăчи пулинччĕ.
    
Ака чӳкĕн кĕлли
    Акана тухнă йĕркепе асăнатăп Турра ака пăттипе. Турра асăнатăп ăшă кăмăлпа, тутлă чĕлхепе.
    Эй Турă, парăсăн ыйтнине. Шăрт, кас; тĕрен, хăпарт; янавара — хăват. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ пулма пар: тĕпĕ хăмăш пек пулинччĕ, тăрри чакан пек пулинччĕ. Аминь, çырлах, Турă.
    Турра валемлĕ пулинччĕ эп асăнни: усал çумăрунтан, сивĕ пăрунтан, усал çил-тăвăлунтан хăтар.
    Асăнатăп сана, Турă, йăлăнатăп. Чĕлхесĕр янаварăма вăй-хăватне парăсинччĕ, çу пек çуланса çӳринччĕ. Ырлăх-сывлăх парăсинччĕ. Аминь, Турă, çырлах.
    Çак çăкăр пек, çак çăмарта пек тырă-пуллăма тутлăхне, перекетне парăсинччĕ. Çак çăмарта пек тутлă пулинччĕ. Аминь, çырлах, Турă.
    
Кĕтӳ чӳкĕн кĕлли
    Çырлах, Турă, Мăн Турă. Кĕтӳ кăларатпăр. Пăхуллă, кĕтӳллĕ Турă, усра пире. Кăткă мĕнле саланать, çавнашкал пирĕн выльăх-чĕрлĕх те уйра саланать; кăткă мĕнле пуçтарăнать, çавнашкал пирĕн выльăх-чĕрлĕх те пĕр çĕре пуçтарăнтăр. Турă, пăхса-пуçтарса усра. Пĕр вĕçĕ уйра, тепĕр вĕçĕ урам хушши пуçланнă çĕрте пултăр. Çултан-çул, Турă, пирĕн кĕтĕве хушса пыр, тĕкĕнчен-çӳçĕнчен хунаттар, кашни тĕкрен хушăнтăр. Кăчăкăллă йывăç кашни çул кăчăкă кăларать, пире те кашни çул выльăх-чĕрлĕх хушса пар, Турă. Тĕслĕ-тĕслĕ курăк пулĕ — те юрать çиме, те юрамасть. Турă, выльăх-чĕрлĕх валли лайăх курăк пар уйра. Турă, хута кĕр. Шывран, усал çилтен, çырма-çатраран, шурлăхран, Турă, хута кĕр. Килĕрех, турăсем, турă амăшĕсем, хура халăха, выльăх-чĕрлĕхе усрăр.
    
Çинçере каланă кĕлĕ
    Ыран çинçе пултăр! Шаккама юрамасть, курăк татма юрамасть, çĕр чавма юрамасть, мунча хутма юрамасть, тыр типĕтме юрамасть, тырă çапма юрамасть, чул кăларма юрамасть, арман авăртма юрамасть, улача кĕпе тăхăнма юрамасть, хĕрлĕ кĕпе тăхăнма юрамасть, улача-хĕрлĕ çĕлеме юрамасть — пурте шур кĕпе тăхăнмалла, вунă куна сăрук!
    
Уй чӳкĕн кĕлли
    Е пĕсмĕлле, çырлах, асăнатпăр, витĕнетпĕр, сана тав тăватпăр, чӳк, çырлах, аминь.
    Эй Турă, Турă амăшĕ, Пӳлĕхçĕ, Пӳлĕхçĕ амăшĕ, акнă тырă-пулла алла илме пар, вĕсем çине сипетлĕ ăшă çумăр яр. Хиртине киле кĕртме пар, килтине килтен тухма ан пар. Айван пуçăмăрпа йăлăнатпăр, чӳк, çырлах, аминь.
    Курайман тăшмантан, çулпа иртсе çӳрекен тăшмантан хăтар; иккĕн выртса виççĕн тăмалла ту, этем йăхне, выльăх йăхне çĕр çине тултарма пар, çукран пур пултăр, пурри çумне çыпçăнтарма пар, чӳк, çырлах, аминь.
    Е пĕсмĕлле, Валĕм хуçа, сана та асăнатпăр, витĕнетпĕр. Эсĕ хăвăн ывăлусене хура халăха тивме ан пар. Малти мала кайтăр, кайри тата мала кайтăр. Сана асăнса чӳк тăватпăр. Пире çумăр парăсăнччĕ. Сан валли пăтă, çăмарта пĕçертĕмĕр — хуть халĕ астивсе кай. Е пĕсмĕлле, чӳк, çырлах, аминь.
    Тав тăватпăр, пуççапатпăр, чӳк, çырлах, аминь.
    
Çурла хунă чух каланă кĕлĕ
    Çил пек килсе кĕтĕм, тăвăл пек тухса каймалăхне пар. Килсе кĕнине çын куртăр, пĕтерсе кайнине çын ан куртăр. Çăмăллăхне пар, Турă.
    
Тырă анине вырса тухсан каланă кĕлĕ
    Ана, вăйна пар, çурла шăлне пар, пилĕкĕн питтине пар, капан пар, кĕлет тулли е ыраш, е сĕлĕ, е пăри пар. Арча тулли укçа пар. Илнĕ тĕлтен ан иксĕт, панă тĕлтен ан палăрт. Хурăнташ-ăрусемпелен, ял-йышсемпелен, кӳршĕ-аршăпалан лайăх ĕçсе çиме пар ушлăхне пар.
    
Авăн сăринче каланă кĕлĕ
    Е пĕсмĕлле! Авăн Кӳтнеççи, çырлах. Уя тухсан уй перекетне пар, йĕтеме кĕрсен йĕтем перекетне пар, киле кĕрсен кил перекетне пар, кĕлете кĕрсен кĕлет перекетне пар. Ачам-пăчампа, выльăх-чĕрлĕхпе сывлăх-ырлăх пар. Мул çумне мул хуш, çур çумне çуллен çур пилĕк хушса акмалăхне пар. Хăмăш пек тĕпне пар, тăррине çăмарта пек тутлăхне пар. Аминь, чӳк, çырлаха пар.
    
Сăра чӳкĕн кĕлли
    Çырлах, Турă. Çак çын кил-йышпе ачи-пăчине, выльăх-чĕрлĕхне сывă усра. Çĕнĕ тырă шерпечĕпе асăнатпăр: шерпечĕ сана, йӳççĕшĕ пире.
    Вун ик кăшăллă пичкине вун ик талăк ĕçме пар. Пĕçернĕ çăкрине перекетне-ушлăхне пар, пиçнĕ яшкине тутине кӳрсе пар.
    Кĕр акса хăварнă тыррине кĕр калчинче савăнтар, çур акнă тыррине çу савăнтарса пар, пучаха ларнă чух вĕри-шарĕнчен, çилĕ-тăвăлĕнчен, пăрлă çумăрĕнчен эсĕ упра, Турă.
    Иртсе каякан çумăрне тăхтаса пар. Йывăр-хаяртан, кайăк-кĕшĕкрен, усал хурт-кăпшанкăран, усал куçĕнчен эсĕ упра, Турă.
    Тăррине пар чакан пек, кутне пар хăмăш пек. Ĕçлеме вăхăт çитсен кил-йышпа, ачам-пăчампа вырма; каçалăк умне тăрсан, малалла пăхсан тырринчен савăнтар; калла пăхсан тĕмĕнчен савăнтар. Тĕмне пуçтарса çĕмел тусан кутран çĕмел пар, кĕлтине анкартне кĕртсен çичĕ тĕслĕ тыррине çичĕ ĕрет капана лартма пар, авăн çумне чĕркесен чипер типĕтсе илме пар, вут-кăвартан, çил-тăвăлтан эсĕ упра, Турă.
    Сарăм сарсан ылтăн пек шĕкĕлчесе илме пар, вăйлă çумăрĕнчен эсĕ упра, Турă.
    Тыррине йĕтем çинче пуçтарсан тӳлек çилпе сăвăрса илме пар, сăвăрса лартнă кăшăлне савăнтарса пире пар, çичĕ тĕслĕ тыррăма çичĕ ампар тултарма пар, кивĕ çине çĕнĕ хывма пар. Арман авăртма кайсан чипер авăртса тавăрма пар, авăртса тавăрнă çăнăхне перекетне пар. Виçĕ тĕслĕ выльăхăма виçĕ карта хупма пар, пăхĕнчен самăртса пар, тĕк пĕрчинчен хунатса пар.
    Мăклă чул хушшинчине, ултă ураллă кайăкне, кăларса пар. Валем пек çӳлтен вĕçсе пыраканне те вăрăм чăрăш тăррине сăрма пар, ама çумне ама ертсе пар, çăвăр çумне çăвăр хушса пар, пĕр вĕçĕ мартара кĕрлетĕр, пĕр вĕçĕ чечекре сĕрлетĕр. Ырă хăнасене чыс тума каткалатса пылне тытма пар, çӳпçелетсе çăвне тытма пар.
    Хăймалатса мулне тытма пар, тырă та патша-юсах хыснине чипер тӳлесе тăма пар. Сутас сутта хаклатса сутма пар, илес япалине йӳнетсе илме пар. Çитменнине çитерсе пар, тухманнине кăларса пар.
    Суд-йĕр умне тăрсан чĕлхе-çăвар çыхланасран эсĕ упра, Турă.
    Аяк çула кайсан усал-тĕселтен, вăрă-хурахран эсĕ упра, Турă. Тайлăк кĕперĕнчен, аслă шыв çине ларсан шăтăк кимминчен, хушка хумĕнчен эсĕ упра, Турă.
    
Малалла иккĕмĕш пайне пăхăр


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-02-01 21:28:16 вăхăтра улăштарнă. 11852 хут пăхнă.Тип: Система пĕлтерĕвĕ.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005