Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Икĕ ывăл:
 

    Пĕр пуян çыннăн икĕ ывăл пулнă. Ашшĕ вилсен, вĕсем суту-илӳ тума тытăннă. Асли суту-илӳ тунипе пуйса кайнă, кĕçĕнни çука юлнă. Кĕçĕн ывăлĕ асли çинчен суда панă. Каяççĕ кусем суда. Çул çинче вĕсене пĕр ватă, шурă сухаллă çын тĕл пулать те ыйтать:
    — Ăçта каятăр эсир? — тет.
    Кĕçĕн тăванĕ калать:
    — Эпир, атте вилсен, иксĕмĕр те суту-илӳ тума тытăнтăмăр; вăл пуйса кайрĕ, эпĕ çука юлтăм, çавăнпа суда каятпăр, — тет. Ватă çын ăна калать:
    — Эсĕ суда кайсан, унта нимĕн те илеймĕн, халех эс унăн икĕ куçне чиксе шăтар, вара унăн мĕнпур пурлăхĕ сана пулĕ, — тет.
    Кĕçĕнни аслин икĕ куçне те çавăнтах чикет шăтарать, хăй вара килне таврăнать те пиччĕшин пурлăхĕпе суту-илӳ тăва пуçлать. Леш каять çулпала, икĕ аллипе хыпалакаласа.
    Пырсан-пырсан, пĕр вăрмана çитсе кĕрет ку. Вăрмана кĕрсен, унта аллипе хыпашласа çӳрет. Çапла пайтах хыпаласа çӳресен-çӳресен, пĕр пушă пӳрт тĕл пулать, алăк тĕлне хыпаласа тупать те кĕрет çав пӳрте. Кĕрсен, унăн аллине пулатти хăми лекех каять, çав пулатти çине улăхса выртать.
    Каç пулсан, çав пушă пӳрте пĕтĕм усал сывлăш кĕрсе тулчĕ, тет. Пурте хăйссм мĕнле-мĕнле усал ĕç тунипе мухтанса ларнă. Çапла калаçса ларсан-ларсан, пĕри:
    — Эпĕ паян пĕр çын куçне чиксе шăтарттартăм, — терĕ, тет. Унăн хыçĕнчен тепри:
    — Эпĕ паян пĕр патшан хĕрне аскăнлă тутартăм, — тесе каларĕ, тет.
    Унтан пĕр усалĕ куç чиксе шăтарттараканнине каларĕ, тет:
    — Эсĕ чиксе шăтарттарасса шăтатарттартăн, ху епле тӳрлетмеллине пĕлетĕн-и? — терĕ, тет.
    Лешĕ:
    — Пĕлетĕп, — терĕ, тет те, епле тӳрлетмеллине каласа кăтартрĕ, тет:
    — Ак çак пӳртрен инçех мар пĕр тунката пур, çав тунката хăвăлĕнче хурт пур; çав хуртăн пылне илсе сĕрсен, унăн куçĕсем куракан пулĕç, анчах ăна тупасси час мар-халь, — терĕ, тет.
    Патша хĕрне аскăнлă тутараканни каланă:
    — Пĕр хуçанăн килĕнче кĕмĕл çĕрĕ пур, çав çĕрре ун аллине тăхăнтарсан, вăл сывалĕччĕ, анчах ăна кам тумалла? — тенĕ.
    Çапла шавласа ларсан-ларсан, тул çутăлчĕ, тет те, усалсем пурте тухса кайрĕç, тет.
    Ку пулатти çинче усалсем мĕн-мĕн калаçнине пурне те итлесе выртнă. Усалсем пӳртрен тухса кайсанах, тухать те каять пĕр çулсăрах. Пырсан-пырсан, пĕр тункатана пырса лекет. лексенех вĕлле хурчĕ сĕрлесе те тухать; çав хурт пылне илсе куçне сĕрет те çавăнтах куракан пулать.
    Халь ĕнтĕ хăй куракан пулчĕ, тата унăн патша хĕрне тӳрлетесси килет. Çавăнпа вăл кĕмĕл çĕрĕ пур тенĕ яла каять. Унта пырсан, вăл тӳрех хуçа патне кĕнĕ те калать:
    — Сана тарçă кирлĕ мар-и, эпĕ кĕрĕшес тетĕп сан патна, — тет.
    Хуçа ăна калать:
    — Тарçă кирлине кирлĕ мана, анчах манăн халь укçа çук, эс халех укçа ыйтăн, — тенĕ.
    Ку калать:
    — Мана укçа кирлĕ мар, эс мана хăвăн пĕр кивĕ çĕррӳне пар, эп сан патăнта уншăн икĕ çул ĕçлетĕп, — тет.
    Хуçа ăна:
    — Юрĕ, парăп, — тет.
    Çапла ку çын, пачăшкă патĕнче икĕ çул ĕçлесе, çав çĕрре илет те каять патша хĕрне тӳрлетме. Патша пурăнакан хулана çитсен, çав аскăнлă пулнă хĕр çинчен ыйтса пĕлет ку. Хулари çынсем ăна калаççĕ:
    — Вăл пит усалланса çитнĕ, — тенĕ,— çынна епле курнă, çапла хыпса çăтать, — тенĕ.
    Ку çапах патша хĕрне хупнă çурт патне пырать. Пӳрт патне çитсен, курать ку шалта уласа, мĕкĕрсе çӳренине. Хурал тăракартсем пĕр-пĕрне калаççĕ:
    — Атьăр ку çынна шала тĕртсе кĕртсе ярăр, çитĕр ăна, —теççĕ, те пӳрте патша хĕрĕ патне кĕртсе яраççĕ.
    Ку çынна курсанах, патша хĕрĕ ун патнелле çиес тесее чупса та пырать; ку часрах кĕмел çĕрĕ илет те унăн пӳрнине тăхăнтарса ярать. Çĕрĕ тăхăнтарсанах хĕр ăнсăр пулса, çăре кайса ӳкет; выртсан-выртсан, ăн килсе кĕрет те, сиксе тăрса ларать. Унтан иккĕшĕ те хăйсемпе мĕн пулни çинчен йĕре-йĕре калаçса лараççĕ.
    Хурал тăракансем, куна халиччен çисе ячĕ пуль ĕнтĕ тесе, чӳречерен пăхаççĕ. Кусем иккĕшĕ те чипер ăн-пуçпа калаçса ларнине курсан, часрах патша патне чупса кайса, мĕн пулни çинчен ăна каласа кăтартаççĕ. Патша хăйĕн хĕрĕ чипер ăн-пуçпа калаçать тенине илтсессĕнех, виç лаша кулнĕ павускăпа çав пӳрт патне пырать. Пырсан, чăнахах çапла иккенне курсан, вара вĕсене иккĕшне павускă çине лартса, хăй çуртне илсе каять. Пăртакçă пурăнсанах, çак çынна хăй хĕрне качча парать те хăйĕн çыннисем умĕнче:
    — Хам вилсен, патшана манăн кĕру кĕтĕр, — тесе хушса хăварать.
    Чылай пурăнсан, ку патша вилнĕ, ун вырăнне патшана кĕрӳшĕ лармалла пулнă. Çав патша вырăна ларнă куна патшалăхри мĕнпур çын пымалла пулнă, çавăнпа хайхи кун куçне чиксе шăтаракан тăванĕ те пынă. Ку ăна палланă, леш кăна паллайман. Çĕнĕ патша çӳллĕ вырăна хăпарса тăнă та хăйне тăванĕ суккăр тунине тата хăйĕн куçне епле тӳрлетнине пĕтĕмпе каласа кăтартнă.
    Тăване мĕн-мĕн каланине пурне те итлесе тăнă та каланă: «Акă мĕн тĕрлĕ ырă вырăна кĕчĕ ĕнтĕ вăл, вилме те кирлĕ мар çав ăна: манăн та çапла тăвас, халех куçа чиксе шăтарас та çав вăрманти пушă пӳрте кайса выртас», — тенĕ.
    Çапла шухăшласан, хайхи хăйĕн икĕ куçне те чиксе шăтарать, каять вара çав вăрмана аллисемпе хыпаласа, пушă пӳрте тупать те кĕрсе пулатти çине улахса выртать.
    Каç пулсан, усалсем каллех килчĕç, тет, çав пӳрте, пурте хуйхăрса калаçса лараççĕ, тет. Çапла калаçса ларнă çеĕртех п ер усалĕ каларĕ, тет:
    — Пăхăр-ха пулатти çине, татах итлесе выртакан çук-и, — терĕ, тет.
    Хайхисем пулатти çине пăхрĕç, тет те, ку çынна курах кайрĕç, тет. Вара ăна, пулатти çинчен сĕтĕрсе антарса, сĕлĕ пек вакласа тăкрĕç, тет.
    Халап хапха тăрринче, хам урхамах тăрринче. Пĕтрĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-18 19:27:24 вăхăтра улăштарнă. 14867 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005