Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Атăл юрри:
 

    Ачаш ача пек Атăл ирхине:
    Ăш çил лăпкать, вăл тутлăн анаслать.
    Вăран, юлташ! Уç чатăр аркине,
    Мал ен сана хаваслăн саламлать.
    
    Ĕçри ĕçчен пек Атăл кăнтăрла:
    Вылять ун çийĕн тĕтĕм те ăрша...
    Кунта мухтавлă тинĕс пулмалла,
    Эппин, ĕçлер-и, тусăм, тăрăшса.
    
    Пуса каччи пек Атăл каçхине:
    Юрлать, ташлать, кăшт хĕрĕнкĕ курнать...
    Мĕн пулчĕ, тусăм, санăн киммӳне,
    Çут уйăх çулĕнчен ма пăрăнать?
    
    Çумри юлташ пек Атăл сĕм çĕрле:
    Инçе-инçе чĕнеççĕ çутисем...
    Çитер, юлташ, пĕр тухнă çĕрелле,
    Эпир — пулас мăн тинĕс хуçисем.
    
    Митта Ваçлейě


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-16 23:56:06 вăхăтра улăштарнă. 10258 хут пăхнă.Тип: Йăла-йĕрке.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005