Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Амăшĕ ачана Улăп ятлă хума хушать:
Энтĕп ятлă çын вăрмана кайрĕ тет. Авалхи юмансене касса йăвантарнă май ахлатнă сасă илтрĕ тет. «Кам-ши ку, ами? Инкекпе аптраса ӳкнĕ çын мар-ши?» — шухăшлать Энтĕп. Вăл сасă енне кайрĕ тет те пĕр уçланка çитрĕ тет. Курать тет те тĕлĕнсех каять тет Энтĕп: уçланкă варринче пĕр акăш-макăш хĕрарăм выртать тет, çумĕнче вунă чике тăршшĕ ывăл ача выртать тет.
Пысăк хĕрарăм Энтĕпе курчĕ тет те каларĕ тет: — Çак ачана ан пăрах, этем. Ытла йывăр çăмăллантăм, хам вилессе сисетĕп. Ачана Улăп ятлă хур. Кашкăр варне çитсен пăрахса хăвар: чĕр чунсем чĕчĕ ĕмĕртсе ӳстерччĕр. Вун икĕ пушăтран çăпата туса пар, — тесе каларĕ тет те куçне хупса вилсе кайрĕ тет. Энтĕп пилĕк пăтран та йывăртарах Улăпа аран-аран çурăмĕ çине хучĕ тет те Кашкăр вăрманне илсе çитерчĕ тет, вун ик пушăтран çирĕп кăна çăпата туса пачĕ тет. Унтан Энтĕп яла кайса ял-йыша чĕнсе килчĕ тет те, Улăп амăшне чавса пытарчĕç тет. Çав вырăна халĕ Улăп сăрчĕ тетпĕр. 1975 çулта Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упире Н.Г. Ятмановран И. Саландаев çырса илнĕ. — Одюков пуххи. Çавăн пекех пăхăрУлăпсем епле пулса кайни çинченТěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-04-07 00:09:19 вăхăтра улăштарнă. 7337 хут пăхнă. | |
|