Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Çынна çын вĕлерни:
 

    Нухрат хулинче Танаш ятлă пĕр усал çын пурăннă. Унăн кӳрши пулнă — Тамкир, йăваш та ырă çын.
    Тамкира нухратсем пурте питĕ юратнă.
    Танаша вара, усал пулнине кура, юратман.
    Çакă Танаша питĕ тарăхтарнă. Çакăн çинчен Кĕвĕçӳ-турă пĕлнĕ те пĕррехинче ун патне Куштанпа пĕрле пынă:
    — Сана хула халăхĕ юратманшăн пĕтĕмпех Тамкир айăплă, — тенĕ вĕсем.
    — Пĕлетĕп-ха, — тенĕ Танаш тарăхса. — Анчах мĕн тумалла-ха ăна?
    — Вĕлермелле! — тенĕ Куштан.
    — Вара çынна çын вĕлерме те пултарать-и? — тĕлĕннĕ Танаш.
    — Пултарать, паллах, — тенĕ Куштан. — Акă, çап-çаврака чул паратăп сана. Çавăнпа пуçĕнчен кĕрĕслеттерсе çап та...
    Куштанпа Танаш калаçнине Кевĕçӳ-турă ним чĕнмесĕр итлесе тăнă. Çапла вара пĕрремĕш хут çын вĕлересси пирки турă умĕнчех калаçса татăлнă.
    Чăнах та, Танаш пĕррехинче, çĕрле, Тамкира тĕттĕм кĕтесре сыхласа тăнă та пуçĕнчен чулпа çапса вĕлернĕ.
    Çавăнтан вара çынсем пĕрне-пĕри вĕлерме тытăннă, вăрçă вăрçнă, темĕнле тискер ĕçсене те хутшăннă.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2007-01-20 23:35:04 вăхăтра улăштарнă. 9048 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005