Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Çилĕшлĕ Иван патша Етĕрнере:
Çилĕшлĕ Иван (Иван Грознăй) патшара ларнă чух малтанласа Хусан хули тутар патши аллинче пулнă, вăл таврари чăвашсем те нумайăшĕ тутар тĕнне тытса пурăннă.
Çав Иван патша Хусан хулине илме килсен Етĕрне хули вырăнче тутарсемпе вăрçма мăн пăльккăсем (ядро) хатĕрлеттернĕ. Çавăнпа çав хулана Ядрин теççĕ. Пăльккисене ĕçлеме чăвашсем те нумай пулăшнă. Ĕç патне çӳрекен чăвашсене çав патша тĕне кĕртме шухăш тытнă. Вара вăл хальхи шутпа çĕн çул кун, январĕн 1-мĕшĕнче, чăвашсене пуçтарнă та тĕне кĕртнĕ. Тĕне кĕрекенсене пурне те Василий ят хунă. (Çĕн çул кун чиркӳре святой Аслă Василие асăнаççĕ.) Тĕне кĕрекенсен пурин те пысăк ашшĕ Иван патша пулнă. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-02-01 19:18:03 вăхăтра улăштарнă. 8806 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|