 Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Ял йери-тавра çаврăн
 Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Ял йери-тавра çаврăн
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ. 
    Пĕр çĕнĕ çын апат çинĕ хыççăн сĕтел çинчен пуçтарать, тет. Сĕтел варрине шалать, тет те, хĕррине шăлмасăр хăварать, тет. Хунямăшĕ куна пăхса тăрсан-тăрсан, калать, тет: 
    — Ял йĕри-таврах çаврăн-ха, кинĕм, ял йĕри-таврах çаврăн, — тет.
    Кинĕ, килтен тухса, ял тавра чупса çаврăнать, тет.
    — Пăянам, ял йĕри-тавра чупса çаврăнтăм, халĕ ĕнтĕ мĕн тăвас? — тет.
    — Эй, кинĕм, ял йĕри-тавра çаврăн тени сĕтел хĕррисене те шăл тени пулать, — терĕ, тет, хунямăше.
 Тěп страницă
 Тěп страницă
 Тулли верси :: Статья ссылки
 Тулли верси :: Статья ссылки