Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Юман паттăр
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Тахçан ĕлĕк-авалах çитмěл те çичě тинĕс леш енче пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă. Старикки ку асамçă пулнă та пĕтĕм тĕнчере пулса иртекен япаласене пурне те пĕлсе тăнă. Вĕсен пысăк сад пахчи пулнă, пахчара ылтăн панулмисем ӳснĕ.
Пур енчен те пурнăç аван пулнă карчăкпа старикĕн, анчах вĕсен ача-пача таврашĕ пулман. Çакăн пирки карчăкпа старик питĕ хуйхăрса пурăннă, тет.
Пĕрре старикки вăрмана вутă патне тухса каять. Вăрмана çитсенех сасартăк çанталăк сĕм-çĕрлехи пек тĕттĕмленсе ларать те, куçран йĕп чиксен те курăнми пулать. Старик пурĕпĕр килне таврăнмасть;пĕр килнĕскер, вутă тиесех каяс тесе, лашине шав малалла чуптарать. Сасартăк, лăпкăн пынă çĕртех, лаши тăп чарăнчě тет те, хартлатса тăпăртатма пуçларě, тет. Пăхать старик малалла тинкěрсе — пĕр ăвăс туратти çинче çын вилли çакăнса тăра парать. «Ак тамаша! Мĕн тěлне пултăм-ха капла?»— шухăшлать старик хăй ăшĕнче. Унтан вилене касмăкран вěçертсе урапи çине хурать те татах малалла уттаратъ.
Кансан-кайсан, кун лаши каллех тăп чарăнать. Пăхать старик — пĕр вĕрене туратти çинче тепĕр виле çакăнса тăра парать. «Хăть ырра, хăть усала, кирлĕ кунта кирлĕ пулĕ».—терě те старик ку вилене те касмăкран вěçěртсе урапи çине хучĕ. Унтан лашине каллех малалла уттарчĕ.
Нумай пулчě-и, сахал-и—лаша тата тăпах чарăнчĕ. Пахать старик малалла—юман турачĕ çинче тата тепĕр виле çакăнса тăрать. «Ак тамаша! Аçтан ман тĕле пулчěç-ха паянхи кун ку вилесем? Хурас куна та урапа çине, кирлĕ кунта кирлĕ пулĕ», — терĕ те старик, куна та хăйпе пĕрле илсе, малалла уттарчĕ.
Çанталăк малтанхинчен те ытларах тěттĕмленсе çитрĕ. Вичкĕн çил сиксе тухрĕ, хура вăрман ахарашса кашлалама тытăнчĕ. Нимĕн çулсăр-мĕнсĕр сĕтĕрĕнсе пыратъ старик сĕм-сĕм вăрман варрипе, чăтлăх йываçсем хушшипе.
Унччен пулчĕ-и, кунччен пулчĕ-и — сасартăк малта чăлл хăй çути курăнса кайрĕ. Старик лашине çав çутă еннелле тытрĕ. Унтан нумай та каймарĕ—пĕр уçланка çитсе тухрĕ. Шăпах уçланкă варринче сип-симĕс çурт ялкăшса ларать. Старик, кĕçěр пурпĕрех киле таврăнас çук тесе, çак çурта хваттере кěме шутларĕ. Лашине тăварса ячĕ те вал, хăй шала кěчĕ.
Пӳртре никам та çук иккен. Пěччен выртма лайăх мар тесе, старик хăйпе пĕрле виçĕ вилěне илсе кертрĕ. Унтан пушă вырăн çине выртрě те, ĕшеннĕскер, часах çывăрса кайрĕ.
Нумай та çывăраймарĕ вăл—сасартăк аçа-çиçěмлĕ кěрленĕ сасăпа вăранса кайрě. Старик шартах сиксе тăрса ларчĕ. Пăхать — икě вилли çук та. Чи лӳппер те пысăк вилěпе пĕр хĕрарăм тĕрмешеççĕ. Хĕрарамĕ вилене çутă пӳлĕмелле сĕтěрет.
— Тархасшăн, мучи, мана çак çын аллине ан пар!— тесе йăлăнать виле старике.
Старик, вилнĕ çынна çăлса хăварас тесе, хĕрарăма ярса тытрĕ. Вăл та старикрен хăрарĕ пулас та йăлăна пуçларĕ:
— Ан тив, вилнĕ çын сана кирлĕ мар, мана кирлĕ. Çак вилене мана парсан, эпĕ сана пĕр телейлĕ япала çинчен каласа парăп, — терĕ.
Старик килĕшрĕ. Хĕрарăм вилнĕ çынна тепĕр пӳлěме илсе кайрĕ те пĕр самантрах калле тухрĕ. Унтан старике çапла каларĕ:
— Ну. старик, ырра хирĕç ырăпа, усала хирĕç усалпа тавăрма каланă. Эсĕ маншăн ырă ĕç турăн, çавăнпа эпĕ те сана ырăпа тавăрасшăн. Итле ман сăмахăма,— терĕ.— Çĕрпе пĕлĕт хушиннче вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕс пур, çав тинěс варринче пысаках мар утрав пур, —тесе калама тытăнче хĕрарăм.— Çав утрав çинче пĕр хăвăл юман янраса ларать. Ун тăрринче— кайăк йăви, йăвара икĕ çăмарта выртать. Эпĕ сана çав çăмартасене илсе килме хушатăп,—терĕ.
Хĕрарăм сăмахĕсем старике шутсăр тĕлĕнтерсе пăрахрĕç.
— Эсĕ кам пулатăн вара?— тесе ыйтрě вăл нимĕн калама аптранипе.
— Эпĕ этем телейне валеçекен пирĕшти. Анчах амаçури аннем мана тухатнă та, мĕн ĕмĕр тăршшĕпех вилнĕ çынсем çисе тăранса пурăнмалла туса çак вăрмана килсе янă, —тет.
Çапла каларĕ те хĕрарăм старик куçĕ уменче темĕн кăвакăн-симĕсĕн хумханчĕ, старик пĕр самантрах хай юман патне çитсе те ӳкре. Пăхать старик юман тӳпинелле—юман тăрри пĕлĕте тĕкенсе тăрать. «Епле хăпарса илем-ха ĕнтĕ ку юман тарриичи йăвара выртакан çăмартасене?»—тесе пăшăрхана пуçларĕ старик. Анчах та шăп та шай çак самантра шăпах юман тăрринчен пĕр кăвакарчăнпа хурчăка старик умне персе те ӳкрĕç. Хурчăки чĕрнисемпе кăвакарчăн кăкăрĕнчен ярса илнĕ те ăна урăм-сурăм тăпăлтарать. Старике мĕскĕн кăвакарчăн
пурнăçĕ питĕ шел пек туйăнса кайрĕ. Вăл çавăнтах пĕр пысăк чул илчĕ те хурчăка пуçне çапса та лапчăтрĕ.
— Тавтапуç сана ырă çын мана çăлса хăварнăшăн!— терĕ вилĕмрен хăтăлнă кăвакарчăн, старик хулпуççийĕ çине пырса ларса.
— Мĕн кăна ыйтнă, çавна сана парăп,— тет.
— Мана нимĕн те кирлĕ мар, çак юман тăрринчи йăвари ик çăмартана кăна антарса пар,—тет ку.
— Нумай ыйтатăн, старик, — тет кăвакарчăн.— Вăл йăвари çăмартасенче—манăн чĕппĕмсем. Анчах эпĕ вилнĕ пулсассăн, вĕсене пурĕпĕр хурчăка çисе янă пулĕччĕ. Çавăнпа та эпĕ вĕсене сана халаллăп,—тет.
Çапла каларě те кăвакарчăн, çав самантрах икĕ çуначĕ хушшине икĕ çăмарта хĕстерсе анса, старике пырса пачě.
— Ну, старик, сан аллунта — этемлĕх телейĕ. Лăйăх пăхса ӳстер ывалусене, — терĕ кăвакарчăн.
Унччен те пулмарĕ—старик куçĕ умĕнче каллех темěн кăвакăн-симĕсĕн чěтренсе илчĕ те, старик куçне хупма ěлкеричченех хăйĕн килне çитсе те тăчĕ. Карчăкпа старик кăвакарчăн çăмартисене кӳлĕри шывпа çуса тасатрěç те хурама кунтăк ăшне юнашар хучĕç. Старикки çăмартасем çине чĕрĕлĕх шывĕ сапать, карчăкки икçĕр çитмĕл çичĕ кун пусса ларать.
Икçĕр çитмĕл çиччĕмĕш кунне пĕр çăмарти çурăлать те, шĕшлě аври пысăкăш ача сиксе тухать.
— Ку ывăл Мăйпăран ятлă пултăр,— теççĕ карчăкпа старик.
Унтан тепĕр çăмарти çав тери хытă шартлатса çурăлать. Ун ăшĕнчен чике тăршшĕ ача сиксе тухать.
— Ку паттăра аслашшĕ ятне парас, Юман ятлă пултăр!— теççĕ карчăкпа старик.
Карчăкпа старик хăйсен ывалĕсене иккĕшне те пĕр пек пăхса çитĕнтерме тăрăшнă. Анчах ěç апла пулмарĕ. Мăйпăран ятлă ачи Юман çиекен апатсене те, пахчари çимĕçсене те вăрласа çинĕ. Çавăнпа та вăл пĕр вăхăтра ытла та тăрук ӳссе кайнă. Юман кăшт ӳссе сарăлнă çех, лăп та шăп чике тăршшĕ пулса юлнă.
Мăйпăранпа Юман йěкĕрешсем çирĕм çине кайсан, вĕсене ашшěпе амăшĕ хайсем патне чěнсе илчěç.
— Юратнă ывăлсем, сире кун чул пăхса ӳстертĕмěр. Пирĕн вилес кунсем çывхарса килеççе. Халĕ ěнтĕ эсир хăвăра валли хăвăр мăшăрсем шыраса тупăр, —терĕ старик. Çавăнтах вăл ши-ик! ши-ик! ши-ик! шăхăрчĕ те, вĕсен умне пĕр куç хупса иличчен икĕ урхамах кĕçенсе пырса та тăчĕ. Пĕр урхамахĕ çăмарта пек чăп-чăмăр, тепĕр урхамахě хĕç пек çӳхе, ырхан. Старик ачисем çине пăхрĕ те: —Кам хăш лашине илет?—тесе каларě.
Мăйпăран самăр урхамахĕ çине, Юман ырхан урхамахĕ çине утла ларчеç. Ашшĕ вĕсене хăйсен пахчинчен виçшер ылтăн панулми татса пачĕ те:
— Ну, халĕ кайăр. Хăвăра валли иккĕн пĕртăван мăшăрсем тупăр. Ун пек мăшăрсене тупаймасан, калла çаврăнса килĕр. Çул çинче пĕр-пĕрне ан кӳрентерĕр, пăрахса ан хăварăр. Сирĕнтен эп каланисене пурнăçласа пыраканĕ телей тупĕ, ман сăмаха çерти çӳпĕ выранне хураканĕ хурлăх та асап курĕ,—терĕ старик.
Мăйпăранпа Юман çапла мăшăрсем шырама тухса кайрĕç. Çитмĕл те çичĕ кун кайсан, Мăйпăран лаша çинчен сиксе анчĕ те:
— Эй, хырăм выçрĕ те! Пĕр панулмине çиес-ха,— терĕ.
Мăйпăран апатланчĕ, Юман апатланмарĕ:
— Хырăм выçман-ха,— терĕ.
Тата çитмĕл çичĕ кун кайрĕç те улăха çитсе тухрĕç. Урхамахĕсене апатлантарчĕç. Мăнпăран ашшĕ парса янă тепĕр панулмине çисе ячĕ, Юман каллех çимерĕ.
Тата çитмĕл çичĕ кун хушши кайса, çитмĕл çичĕ хир урлă каçрĕç. Пĕр калама çук илемлĕ яла çитсе кĕчĕç. Каç пулса килет. Мăйпăранпа Юман пĕр тăлăх карчăк патне хваттере вырнаçрĕç. Ку карчăкăн эреветлĕ питлĕ, тăп-тăпăл илемлĕ хěр пулна. Ытармалла мар ăна, пěр кашăк шывпа ним мар çăтса ямалла. Ана курсан, Мăйпăран вилсех каять:
— Юман, каяссу килсен, эсĕ малалла кай, эпĕ çак хĕре хам мăшăрам тăватăп!— тет.
— У-у-у, анкă-минкĕ, атте сăмаххисен мантăн-им?— тет Юман.
Мăйпăран Юман сăмахне йышăнать. Тепěр кун вара кăвак çутăллах малалла тухса каяççĕ.
Каяççĕ çитмĕл çичĕ кун та пĕр эрне. Пĕр улăха çитеççĕ. Мăйпăран юлашки панулмине çисе ярать. Юман, ĕшеннĕскер, ыйха путать. Тăранайман хырăм Мăнпăран икĕ панулмине те вăрласа çăтса ярать. Акă виççĕмĕш улмине илме хатĕрленнĕччĕ кăна вăл — Юман ыйхăран вăранать те, тӳпелешме пуçлаççĕ. Юман панулмине памасть, хăй пĕр çăвар çыртать те юлашкине урхамахне çитерсе ярать.
Юрĕ-ха, ĕç капла пулчĕ кусен. Анчах малалла кайма чарăнмаççě. Çитмěл çичĕ хир урлă кăçсан, патша пурăнакан хулана пырса кěреççě. Çав патшан пĕр хĕр пулнă, ылтăн хĕр пулнă вăл. Ун" çинчен Мăйпăран пынă кунхинех ыйтса пěлнě. Çавăнпа та ăна мăшăр тума кăмăлланă.
— Юман, эсĕ каях малалла. Анкăминкĕленсе çӳре. Эпĕ çак патшан ылтăн хĕрне мăшăрăм тăватăп,— тет Мăйпăран Юмана.
Юман пăшăрханчĕ, салхуланчĕ, кулянчĕ те урхамахне малалла хăваларĕ.
Патша ытла та сыхă пурăннă, унăн темиçе пин çынлă çар пулнă. Ун патне ниепле те кĕме май пулман. Мăйпăран кунĕн-çĕрĕн патша хĕрĕ патне кĕресси çинчен шухăшласа çӳренĕ, анчах ниепле те май тупман.
Пĕррехинче Мăйпăран хула пасарне тухать. Пасарта вăл çак хула хĕрринчех пĕр урамра чаплă юмăç карчăк пурăнни çинчен илтет. Тепĕр куннех юмăç патне вĕçтерет.
— Манăн патша хĕрне качча илмелле, çавăнпа та сирĕн пата килсе ыйтас терĕм: патша патне епле майпа кěме пулать-ши?—тесе ыйтать вăл юмăçран.
Юмăç карчăк унран саклат укçи пама ыйтать. Мăйпăран хăй ирĕкĕпех урхамахне парса хăварать. Юмăç карчăк ăна çапла калать:
— Патша хĕрĕ кашни кун хула хĕрринчи чăтлăх вăрманта, пĕчĕк кӳлĕре, шыва кĕрет. Шыва кĕме вăл акăш пулса вĕçсе пырать. Кĕпине хывсанах, хĕр пулать те кӳлле чăмса кĕрет, кĕписене вĕрене çине çакса хăварать. Санăн çав кĕпесене çеç илмелле,— тет.
Тепĕр кунхине кăнтăрла çитес умěн Мăйпăран кӳлĕ хĕррине пырса выртать. Акă, чăнах та, кӳлĕ хĕррине таçтан пĕр акăш вĕçсе пырать. Хăй ылтăн тĕслĕ. Ылтăн тумтирне хывса хăварать те вăл тап-таса, чечек пек хитре хĕр пулса тăрать. Унтан кăвакал пек чăмать шыва. Мăнпăран, ерипен-ернпен утса пырса, çав хĕрен ылтăн кĕпине илет те тĕм хыçне кайса пытанать.
Нумаях та вăхăт иртмест—патша хĕрĕ шывран тухать. Унталла пăхать вăл, кунталла пăхать—анчах кěписене ниçтан та тупаймасть. Ăçта кайнă? Чĕркĕмĕл пек шывра йăпаннă чухне
вăл тумтиррисем çинчен мансах кайнă. Шырасан-шырасан, патша хěрě макăрма тапранать.
—Ах, киле мĕнле çитес-ха халь? Ăçта-ши ман кĕпемсем? Кам илчĕ-ши ăна? Хам, кĕпесене тупса паракана мăшăрăм тăвăттăмччĕ. Эх, тĕнче кулли!—тесе макăрать патша хĕрĕ.
Çав вăхатра чăтлăх вăрмантан пилеш теми хушшинчен, патша хěрне систермесĕр, Мăйпăран сиксе тухать те кĕпесене хĕре пĕр сăмахсар тыттарать. Патша хĕрĕ савăннипе хěвел пек çуталса каять.
— Кам пулатăн-ха эсĕ? — тесе ыйтать хĕр.
— Эпĕ чаплă асамçă ывăлě, сана мăшăрăм тума шутларăм. Çавăнпа та çакăн пек латсăр ĕçе туса çылăхлантăм, — тет Мăйпăран.
Патша хěрĕ ăна çавăтать те, вĕсем патша патне каяççĕ.
Çитеççĕ патша патне, васкамасар кĕреççĕ.
Патша калама çук çилленет.
— Çакăн пек çĕтĕк, аçлăк-саплак çакса çӳрекенсене хамăн хĕрĕме качча парса вараланмастăп эпĕ!— тет.
Патша хĕрĕ ашшĕнчен йăлăнса ыйтать:
— Вăл мана вилĕмрен çăлса хăварчĕ, эпĕ ăна чунтан-вартан юрататăп,—тет.
Вара патша ирĕксĕрех килĕшет.
— Ну, халĕ, ырă мăшăрăм, хамăр атте-аннене кайса савăнтарар, туй тăвасси çинчен калаçса татăлар,—тет Мăйпăран.
Патша вĕсене икĕ урхамах парса ярать. Пĕр-икĕ кун кайсан. Мăйпăрансем хăйсен килне çитеççĕ.
— Эпир килтĕмĕр, ку санăн кинӳ пулать,— тет Мăйпăран ашшĕне.
— Юман ăçта?—тесе ыйтать старик.
— Вăл манран таçта тарса çухалчĕ,— тет Мăйпăран.
Ку сăмахсене илтсен, асамçă старик хуйхăрма тытăнать, Мăйпăрана хирĕç сăмах та чĕнмест. Мăйпăранĕ яланах:
— Туй хăçан тăвăпăр, атте?—тесе ыйтать.
Ашшĕ ăна çилĕпе:
— Юман килмесĕр туй тумастпăр, — тет те килĕнчен тухса каять.
Ашшĕ сăмахĕнчен тем тусан та иртме пултарайман Юман хăйĕн тăванĕсенчен уйрăлнăранпа лăп та шăп хĕрĕх хут хĕрĕх кун каять. Вăл килĕнчен тухнăранпа апат пĕрре те тăраниччен çисе курман. Çавăнпа та унăн вăйĕ те пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ пулнă. Хăйĕн мĕнпур ĕмĕчĕсене, мĕнпур шанчăкĕсене вăл урхамахĕ çине хунă. Чăнах та, çур улма çинĕ хыççăн унăн урхамахĕ халь ĕлĕкхи пек ырхан та вăйсăр мар, самăр та тĕреклĕ пулса кайнă. Çитменнине тата этем чĕлхипе калаçать.
Çапла вĕсем шав малалла каяççĕ. Каç пулать, йĕп чиксен те куç курми пулать. Акă чиперех пыратчĕç вĕсем, сасартăк юханшыва персе анаççĕ. Урхамах вĕçĕмсĕр ишет, Юман хăй урхамахĕ çинче ăнсăр пулса ларса пырать. Кайсан-кайсан, вĕсем каллех типĕ çĕр çине тухаççĕ. Çаплах тĕттĕм-ха, йĕп чиксен те куç курмасть. Вĕсем пурĕпĕр малаллах каяççĕ. Акă, пĕр виçĕ утăм çех ярса пусаççĕ вĕсем—чĕресрен тăкнă пек çумăр çума тытăнать. Юманпа урхамахăн йĕпенмен вырăн та юлмасть. Тата тепĕр икĕ утăм ярса пусаççĕ вĕсем—пĕр темĕскер çумне пырса тĕкĕнеççĕ. Хыпашласа пăхать Юман — ун аллине юман хуйăрĕ керет.
— Ахă,— тет вăл,— кунта çумăр анман хӳтĕ вырăн пулас пулать,— тет. Юман тавраллипех хыпашласа çавăрăнать. Акă, пуç кĕмелĕх шăтăк пур. Юман, шăтăкран пăхас тесе, пуçне çеç чикнĕччĕ—хăй те сисмест, çав шăтăка пĕтĕмпех кĕрсе ӳкет. Ак тамаша! Юман хăвăлĕ мар, тап-таса та илемлĕ пӳрт! Тĕпелте пĕр старик ларать. Вăл Юман çине йăвашшăн пăхать.
Юман хăрать, чĕтренипе сăмах та чĕнеймест. Старик ун патне пырать те:
— Кам пулатăн эсĕ, ачам?— тесе ыйтать.
Юман хăй камне каласа парать. Лешĕ вара:
— Апла эпĕ санăн аслаçу Юман пулатăп. Кил, лар, апатлан та выртса çывăр,— тет.
— Ман урхамах пур, вал çумăр çинче йĕпенсе тăрать,— тет Юман.
— Юрĕ, лăплан. Эсĕ сĕтел çинчи апатсене çи те нимрен шикленмесĕрех выртса çывăр. Урхамаху та пĕтмĕ,— тет Юмана аслашшĕ.
Юман апатланать те выртса çывăрать.
Тепĕр кунне вăл лăпкă ыйхăран вăранать. Çап-çутă, илемлĕ пӳрт. Тулта чечексем ӳсеççĕ, кайăксем юрлаççĕ.
Юмана аслашшĕ хăна тăвать те хăйĕн пурлăхĕсене кăтартса çӳреме пуçлать.
Унăн вуникĕ ампар пулнă. Кашни ампарне ăрасна япаласемпе тултарнă. Вĕсенче ĕç хатĕрĕсем, ĕçме-çимеллисем тата тем те пур. Вунпĕрмĕш ампарĕнче урхамахсем ташласа тăраççĕ. Юман урхамахĕ те кунтах. Вунпĕрмĕш ампара курса пĕтерсен, вуниккĕмĕшне кĕреçсĕ. Ку ыттисенчен пĕтĕмпех уйрăм. Тап-таса та çап-çутă. Кунта ултă куçкĕски ялкăшса тăраççĕ. Юман пĕр куçкĕски патне пырса пăхать—ун витĕр темĕн тĕрлĕ ӳсентăран курăнать. Иккĕмĕш куçкĕски витĕр темĕн тĕрлĕ çĕршыв курăнать. Висçĕмĕшĕнчен сăртсем, тусем; тăваттăмĕшĕнчен чĕрчунсем; пиллĕкмĕшĕнчен тĕрлĕрен çынсем курăнаççĕ. Юлашки куçкĕски витĕр пăхсан, Юман хĕпĕртенипе кăшкăрсах ярать. Ун витĕр калама çук хитре хĕр курăнать. Вăл хĕр хĕвел шевлипе ялкăшса çех çиçсе тăрать.
— Мĕн ятлă хĕр-ши ку?— ыйтать Юман.
— Ука ятлă,— тет аслашшĕ.
— Ну, ку хĕр манăн мăшăрăм пулě! — тет Юман.
Аслашшĕ кулать те пуçне суллать.
— Тем, ачам, ăна паттăрсем çех илме пултараççĕ,— тет.
— Çавах та тытăнса пăхам-и, асатте, унсăрăн мана пурăнма йывăр, тамăкри пек хĕн куратăп эпĕ,— тет.
— Тытăнса пăх эппин, чармастăп. Анчах хытă кĕрмешмелле пулать вара,— тет аслашшĕ.
— Эй, вилĕп-и унта, чĕрех юлăп-и... Çак Укана пĕрех мăшăрăм тăватăп!— тет Юман.
Тата виçĕ кун хушши аслашшĕ патěнче пурăнать Юман. Вара тепĕр кунне куçкĕски витĕр курăнакан хĕр патне кайма хатĕрленет.
— Ачам, мăшăр шырама каяс пулсан, эсĕ çуран кай, урхамаху ман патăмрах юлтăр. Кирлĕ чухне эпĕ унпала сана пулăшма пырăп. Тата эсе ак çак куркана виçĕ çăвар шыв сапса хăвар, ун тăрăх эпĕ, сана мĕн пулнине пĕлсе, пулăшма пырăп,— тет Юмана аслашшĕ.
Юман аслашшĕ вĕрентнĕ пек тăвать.
Тепĕр кунне Юман çăкăр чикет те тухса утать. Тула тухса ӳкме çеç ĕлкĕрет Юман — аслашшĕн кил-çурчě пы-ысăк юман пулса кашласа юлать. Юман çăп-çăра тĕтре витĕр малаллах пырать. Анчах нумаях та каяймасть вăл—çухалса каять. Ăçталла каймаллине пĕлми пулать. Йăлтах аптăраса çитет. Çавах та малаллах утас пулать, хăть каялла, хăть малалла—пурпĕр мар-и ĕнтĕ.
Виçĕ кун хушши пĕр чарăнмасăр сулланса çӳренĕ хыççăн, тепĕр кун кăнтăр варринче, Юман таçтан аякран çип пек çинçе сукмак тăрăх пер çын килнине курать. Ана курсан, вăл утăмне хăвăртлатать. Часах вĕсем иккĕшĕ тĕл пулаççĕ те:
— Ăçта чуптаратăн?- тесе ыйтать хирĕç пулнă çын.
— Хам ăçта кайнине хам та пěлместĕп,— тет Юман.
— Çапах та тěрĕссипе кала,—тет лешĕ.
— Тĕрĕссипе-и? Апла пулсан —ěç шыратăп,—тет Юман.
— Ěç шыратни? Юрě! Сана ěç тупса пама пултаратăп эпĕ. Лаша пăхмалла пулать. Килĕшетĕн пулсан, хампа пĕрле пыр,— тет хирĕç пулнă çын.
Юман тĕл пулнă çын каланине итлет те ун хыçĕнчен утать.
Часах вĕсем пĕр капăр ĕшнене пырса тухаççĕ. Ěшне варринче шап-шурă çурт ларать: пы-ысăкскер, тем мăнăшĕ. Юмансем таса пӳрте кĕреççĕ, апат çиеççĕ, унтан сăрнай каланине итлекелеççĕ те çывăрма выртаççĕ. Тепĕр кунхине ирпе ирех, кăвак çутă килсенех, Юман çыннăн виçĕ лашине пăхма пуçăнать.
Шăп пĕр çул хушши ĕçлет Юман çав çын патĕнче. Анчах унăн мăшăр тупма каймаллаçке-ха. Ун пирки вăл çав çынтан темиçе хут та тилмĕрсе ыйтрĕ. Лешĕ, вăл ĕçе чăкраш туса пыманнине кура, ярасшăн мар. Йăлăнсан-йăлансан, тин ӳкĕте кĕчĕ. Юмана пĕр тенкĕ вырăнне икĕ тенкĕ парса ячĕ. Юманĕ, хăнасемшĕн те, ĕçлекенсемшĕн те тарават этеме тав туса, хăй мăшăрне шырама тухса кайрĕ.
Нумай утать Юман, хырăмĕ те выçса çитет, ывăнать те. Юлашкинчен тата каллех хăй каяс тенĕ çулĕнчен çухалса каять. Ниепле те уя тухаймасть вăл, çатрака вăрман хушшинчех çĕтсе çӳрет.
Халтан кайрĕ Юман, аран-аран утать. Çав вăхăтрах вăл пĕр сунарçăна хирĕç пулать. Сунарçă, ватă енне кайнă çын, чыссăр калаçаканскер, Юмана курсанах хаяррăн чĕнет:
— Ăçта каятăн, çын?—тет.
Юманĕ шиклĕ сасăпа:
— Пĕр улпут патĕнчен ĕçлесе таврăнатăп,—тет..
— Сан пĕр тенкĕ укçа çук-и?—тет лешĕ.
— Икĕ тенкĕ пур, ме ил, кирлĕ пулсан,—тет Юман.
Сунарçă Юман панă укçана илет те çавăнтах çемçелсе каять.
— Пархатар пултăр сана, ачам. Акă сана укçашăн сăран хутаç. Кирлĕ чухне кирлĕ пулĕ. Кирлĕ мар чухне, хырăму тутă чухне, эсĕ ăна ан тив. Тивсен — сиен пулĕ. Хырăму выçса, чуну тухас патне çитсен çеç уç, вара сана кирли пурте пулĕ,— тет.
Вĕсем пĕр-пĕрне тав тăваççĕ те уйăрăлаççĕ, иккĕш те хăйсен çулĕпе малалла каяççĕ.
Юман утать, хырăмĕ чарлатать, чăтма терт. Чун тухса тарас патне çитет. Юман чăтаймасть урăх — пĕр тунката кутне ларать те сăран хутаçне уçать. Хутаç пуш-пушах. Тĕпĕнче çеç пĕр тутăр лӳчĕркенсе выртать. Юман ăна та кăларса пăхать. Тутăрĕ çӳплĕ, таса та мар.
— Эй-яй-яй, ку сунарçă улталарĕ иккен мана, пушă хутаç çеç пачĕ,— тет.
Çӳпсене тасатас тесе, Юман тутăра лаштăр суллать. И-их, патька! Çăкăрĕ, сĕчĕ-çăвĕ, пылĕ, эрехĕ, пулли-шăрттанĕ, чăкăчĕ-яшки, уйранĕ, çăмарти, çĕрулми... Тем тесессĕн — те-мĕн те пур! Юман, пĕтет пуль тесе, хыпаланса çиет, анчах апачĕсем пĕтме мар, йышланса, пушшех тутлăланса пыраçсĕ. Тăраничченех çирĕ Юман. Тутăра илсе тепĕр хут силлерĕ те — тутăр малтанхи пекех çӳпленсе çех юлчĕ. Ана хутаçа чикрĕ те малалла утрĕ Юман.
Акă хĕвел те анса ларчĕ, тĕттĕмленчĕ. Юман вăрмантан тухрĕ. «Ну халĕ уйпа каятăп, пĕр-пĕр ял тĕл пулмăп-и»,—тесе утать Юман. Анчах апла мар, каллех вĕтлĕх вăрман пуçланчĕ. Юман вăрмана кĕчĕ. Çатрака та чăтлăх вăрманта тĕттĕм. Юман хăрать: ура айĕнче кутăн-пуçăн çĕленсем шуса иртеççĕ. Хăш чухне çĕленсем Юмана уринчен тăлланса ӳкереççĕ, утма памаççĕ. Аллинчен, мăйĕнчен явăнса хаяррăн чăшлатаççĕ. Пăч-тĕттĕм пулса çитет. Çатрака та чăтлăх, çĕмĕрсе тухмалла мар. «Ну, тинех чун тухать ĕнтĕ»,—тесе утса пыратчĕ кăна Юман — сасартăк я-а-анн аялалла анса каять. Чул пек хавăрт вĕçсе анать. Çапах та тĕпне пĕр талăк кайсан тин анса çитет. Тĕпĕнче кĕленче пек яп-яка. Çӳлелле пă-хать — пĕчĕ-ĕк шăтăк анчах курăнать, куçлăх пысăкăш çеç. Чи çулте шăтăк анинчен çăлтăрсем курăнаççĕ. Хушăран пуслăх пек çĕленсем шăтăк урлă шăва-шăва каçаççĕ.
Юман çапла тул çутăличчен тăрать. Тул çутăлсан, Юман çаврăнкаласа пăхать те курать — тепĕр еннелле тепĕр шăтăк кĕрсе каять. «Хăть вилěм, кунтан çавах тухаяс çук, та-вай çав шăтăк тăрăх утас!»—тесе шухăшлать Юман. Шăтăкĕ çап-çаврака, кĕленче нек яка, утма çăмăл.
Талăк хушшинче Юман тепĕр тĕнчене сиксе тухать. Кунта пушшех тамаша, çав тери илемлĕ çĕршыв. Чашкăрса ӳсекен хăмăш хушшинче пĕр хĕрлĕ çурт аран-аран курăнса ларать. Юман тӳрех пӳрт еннелле утать. Кĕленче алăка уçса пӳрте кĕрет. Пӳрчĕ тап-таса. Малти кĕтесре, йĕсрен тунă пукан çинче, пĕр хĕр юрласа ларать. Тинкерсе пăхать Юман, сасартăк чĕтресе ӳкет. Ун умĕнче аслашшĕ патенче куçкĕски витĕр курнă хĕр, Юман мăшăр тума кăмăлланăскер, лара парать. Хĕвел пек çиçсе тăрать хĕр. Çӳçĕ ылтăн, чĕрнисем кĕмĕл тĕслĕ.
Хĕр те Юмана курать те:
— Эс кам, мĕн ĕçпе килтĕн?—тесе ыйтать.
— Эпĕ Юман, атте пилленĕ тăрăх, сана хамăн мăшăрăм тума шутларăм,—тет.
Хĕр шăнкăрав пек уçă сассипе шăнкăртатса:
— Эпĕ хĕр мар çав, арăм, Ука ятлă,— тет салхуллăн.— Эпĕ тамăкра хĕн куратăп. Манăн упăшка — чăтма çук тискер чун. Вăл — вуникĕ пуçлă çĕлен. Качча пырăттăм та сана—çĕленрен çăлăнма йывăр,—тет.
— Халь ăçта вăл?—тет Юман.
— Вăл виçĕ кунлăха çын çиме кайнă, виçĕ кунтан килет. Эсĕ унччен ан тăр кунта, ахалех пĕтмелле пулĕ,— тет Ука.
— Вăл юрĕ-çке те-ха, анчах эпĕ пурĕпĕр сансăр каймастăп. Кунта килме пĕлнĕскер, çĕленпе те тавлашса пăхам-ха,—тет Юман.
Ука Юман сăмахне савăнсах итлет.
Тепĕр виçĕ кунтан Юман такам тискеррĕн шăхăрнă сасă илтет. Ука хыпаланса ӳкет.
— Çĕлен килет, Юман! Ав, шăхăрни илтĕнет. Вăл— çĕлен патши вĕт, ав ăна ытти çĕленсем хĕпĕртесе кĕтсе илеççĕ. Сана ăçта пытарас-ха манăн?—тет.
— Пытармасан та юрĕ-çке,— тет Юман.
— Пытармасан, вăл сана та тĕп тăвĕ, мана та хĕн-хур ăшне чикĕ,—тет Ука.
Тăвăл кашланă пек саса керлени илтĕнсен, Юман кăмака хыçне çыврам пек туса выртрĕ. Тепĕртак тăрсан, çĕлен чашкăрса та çитрě. Хапха юписем çумне тумтиррисене хывса çакрĕ те, çын пулса, пӳрте кěчě. Кěнĕ-кĕмен:
— Фу-у-у, çын шăрши пур!—тесе ахăрса ячĕ.
— Çапла çав, таçтан пěр çын килсе çакланчĕ,—терĕ ăна арăмĕ, юрама тярăшнă пек пулса.— Çывăрать-ха вăл, мĕскĕн, çул çӳрене ан вăрат ахăрашса, — тет.
— Тавай çиес ăна,— тет çěлен.
— Тархасшăн, ан çи, манăн шăллăм вăл, — тет ăна арăмĕ.
Вара çĕлен Юмана вăратать те:
— Эй, арăм, суятăн. Ку сан шăллу мар, шăрши урăх. Вĕлеретĕп ăна,— тет.
Юман, çывăрман пулин те, куçпуçне шăлкаласа:
— Çиесси çийĕн-ха та, сана малтан пĕр тĕлĕнмелле япала туса кăтартам-и?— тет.
— Ту эппин, — тет çĕлен. Юманăн хырăмĕ чăтма çук выçса
çитнĕ-мĕн. Вăл сăран хутаçран тутăр кăларса силлет те—темĕн тĕслĕ апат-çимĕç ишĕлсе тухать. Ăна курсан, çĕлен тĕлĕнсе каять.
— Пар куна мана! — тесе ыйтать çĕлен.
— Хама ан çи, ан вĕлер, вара ахалех паратăп, — тет Юман.
Çĕлен килĕшет.
Каçпа çĕлен хăйĕн тăванĕ-тантăшĕсене пухать, хăна тăвать. Ěçеççĕ, çиеççĕ вĕсем, анчах Укана нимĕн те çитермеççĕ. Ěçсе-çисе тăрансан, çĕлен калать хăнисене:
— Манăн тĕлĕнмелле япала пур, кăтартас-и?—тет.
— Кăтарт, кăтарт,— теççĕ.
Çĕлен сăран хутаçран çӳплĕ тутăр кăларса силлет. Ак тамаша! Тутăра тутă хырăмпа силленĕ пирки апат-çимĕç вырăнне хĕçлĕ салтаксем шучĕ те çук сирпĕнсе тухаççĕ те ӳсĕрĕлсе çитнĕ çĕленсене татăкăн-татăкăн вакласа тăкаççĕ.
— Ну, халĕ, Ука, пире кайма вăхăт, çĕленсен шăпи тулчĕ! —тет Юман.
— Чим халĕ, пирĕн çĕлен вакланчăкĕсене çунтарса ямалла. Унсăрăн вĕсем, шыва лексен, каллех чĕрĕлсе, пире хăвалама пултарĕç, — тет Ука.
Вĕсем вара çĕлен вакланчăкĕсене кăмака хутсах çунтарса яраççĕ.
— Ну, кайăпăр, — тет Юман.
— Чим халĕ, ан хыпалан, — тет Ука каллех. — Япаласене хатĕрлес пулать. Тата кунтан мĕнле тухса каяс тетĕн-ха эсĕ?—тет.
Юман ним сăмах та чĕнме аптăрарĕ.
Ука пĕр михĕ хурт-кăпшанкă илчĕ. Унтан, симĕс курăк çине çивитти сарса хучĕ те:
— Кил, Юман, хăвăр патăра кайăпăр, — терĕ.
Юман çивитти çине Укапа юнашар пырса ларчĕ. Ука темскер сăмах каларĕ çеç — çивитти çĕкленсе те кайрĕ. Нумаях та каймарĕç, шăтăкран çеç тухса ĕлкĕрчĕç — вĕсене пĕр кĕтӳ çĕлен сырăнса илчĕ. Ямаççĕ малалла. Вара Ука çĕленсене михĕри хурт-кăпшанкăсене сапса пачĕ те, çĕленсем тин сирĕлчĕç.
Çĕленсем сирĕлсе пĕтсен, çивитти таса пĕлĕте çĕкленчĕ. Вăрмансем, хирсем, шывсем, тусем, ялсем, хуласем урлă вĕçсе, вăл Юмансен пахчи умнех пырса анчĕ.
Асамçă старикпе карчăкки Юмансене кĕтсе илме тахçанах хатĕрленсе тăнă. Юманпа Укана хирĕç хĕпĕртесех чупса тухреç. Карчăкки икĕ аллипе сурпан тытнă. Сурпанĕ çине пуç-ламан çăкăр хунă. Çăкăрĕ çинче икĕ çăмарта. Старикки шерпет чаплашкисене йăтса тухрĕ. Ăна курсан, Мăйпăранпа арăмĕ тĕлĕнсех кайрĕç.
— Пире кун пек кĕтсе илмерĕ-çке атте, пăх-халĕ — Юмана епле кĕтсе илеççĕ, — тесе тĕлĕнеççĕ.
Старик икĕ чаплашкари шерпете Юманпа Укана ĕçтерет, карчăкки çăмарта çитерет.
— Пил сана, Юман, ăслă ывăлăм. Ман сăмахран тухмарăн, мана намăс тумарăн, çавăншăн сана мухтав! Ěмěр-ěмěрех ăслă пул, — тет Юман ашшĕ.
Вара карчăкпа старик иккĕш пĕрле Юманпа Укана çавăтса кĕрсе сĕтел хушшине лартаççĕ, тутлă шерпет ĕçтереççĕ. Тепĕр эрнерен туй пуласси çинчен пĕлтереççĕ те Юманпа Ука валли тата Мăйпăрансене валли те ятарласа тунă уйрăм пӳртсене ăсатаççĕ. Лешсем хăйсен пӳрчĕсене кайассăн туя хатĕрленме тытăнаççĕ. Мăйпăран арăмĕ, патша хĕрĕ, тĕрлĕ тутлă çимĕçсем, старике тăхăнтарма пурçăн кĕпе хатĕрлерĕ. Юмансен ни апат-çимĕç хатĕрлеме çăнăх çук, ни кĕпе çĕлеме май çук. Пĕтĕмпех хуйха ӳкрĕ Юман, ним тума та пĕлмест.
— Ука, — тет вăл хуйхăрса,—эпĕр намăс куратпăр вĕт. Пирĕн нимĕн те çук. ни çăнăхĕ, ни пир-авăрĕ,—тет.
Юмана арăм лăплантарать:
— Юрĕ, ытлашши пăлхапса ан ӳк. Туй вăхăтне çитсен, хамăрах тăвăпăр, çын куçĕнчен пăхмăпăр,—тет.
Çапла ыран туй пулас вăхăт çитрĕ. Юман хуйхăрать. Пĕтĕм халăх вĕсен туйне чун хавалĕпе кĕтет. Мăйпăрансем туя хатĕрленсе те çитнĕ. Чаплă патшасем туя килнĕ те ĕнтĕ.
Каç пулсан, Ука Юмана калать:
— Эсĕ выртса çывăр, эпĕ ыран туя кайма апат-çимёç хатĕрлем, тум-тирсем çĕлем,—тет.
Юман итлет, выртать те çывăрать. Йывăр çывăрать вăл. Анчах темле, çурма ыйăхра вăранса каять те куç айĕн пăха пуçлать. Пӳртре тĕслĕрен тутлă апат-çимĕç шăрши сарăлнă. Укапа пĕрле пĕр хитре хĕрарăм калаçса тăраççĕ. Леш хĕрĕ Укана пĕр çĕклем тутăрпа чĕркесе çыхнăскер тыттарать. Ука илет те лешĕ васканă пирки ăсатма тухать. Çав вăхăтра Юман хыпаланса вырăн çинчен тăрать те çыххине салатса пăхать. Эй тамаша-а, тем тĕрлĕ тумтир! Кăмака умĕнче темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç пăсланать.
Юман савăнса каять, ăшă вырăн çине кĕрсе выртать. Тин çеç выртнăч-чĕ вăл — арăмĕ, чипер Ука, кěрет те Юманпа юнашар салтăнса выртать. Тепĕр кун ирех туй кĕрлеме пуçлать. Пĕтĕм халăх туй курма пынă. Мăйпăран хуняшшĕсем, аслă патшасем, пакунĕсене ялтăртаттарса, атă-семпе шаклаттарса çеç утса çӳреççĕ. Юманпа Ука та туя çитеççĕ. Ашшĕсене тăхăнтармалли кĕпесемпе кучченеçсене вĕсем хăйсемпе пĕрле илсе пынă.
Акă аслă килкарти варринче туй кĕрлет. Мăйпăранпа арăмĕ ташлаççĕ, курма пынă çынсем шат-шат-шат алă çупса кулаççĕ, юрлаççĕ. Вĕсем чарăнсан, Юманпа Укана ташлама чĕнеççĕ. Вĕсем тухаççĕ те, малтанах пĕр виçĕ хутчен акăшсем пек шуса çӳреççĕ. Ун хыççăнах Ука тутăра кăларса вĕçтерме тытăнать. Ак тамаша, пĕтĕм тĕнче ташша яра парать! Туй халăхĕ, ĕне-сем, сурăхсем ташлаççĕ, çуртсем те хавасланса сикеççĕ. Кайăксем ташă кĕвви юрласа ташлаççĕ. Йывăçсем пурте пĕр харăссăн алă çупса тăраççĕ. Кайран, ташлама чарăнсан, пурте Юманпа Укана ыр кăмăлпа алă пырса параççĕ.
— Ну, халĕ апат çийĕпĕр, — тет Юман ашшĕ.
Апатланма ларчĕç. Мăйпăрансен апачĕ кĕрекери çынсене çеç çиме çитрĕ.
— Ку апат выçлăх чухне çиекен апатран кăшт çеç маларах,— тет старик.
Унтан Ука шурă тутăрне сарса хучĕ. Темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç сĕтел çине ларса тулчĕ. Туй курма пынисем те, выльăхсем те, кайăксем те — пурте апатланса тăранчĕç.
— Вăт ку апат та апат! Пил пултăр сире, Юманпа Ука кинĕм! Эсĕр çеç манăн сăмахран тухмарăр,— тет старик.
Унтан парне кĕписем тăхăнтартма вăхăт çитрĕ. Мăйпăрансем пурçăн кĕпесем тăхăнтартрĕç. Вĕсене курсан, пĕтĕм халăх тĕлĕнет.
— Кусем ака-суха тума юрăхлă,— тет старик.
Черет Укана çитет. Унăн тумтирри пĕтĕм халăха тумлантарма çитрĕ. Пĕтĕм тĕнчене чечек пек хитре тум хупăрласа витрĕ — ялкăшса, çиçсе, кăвар тĕслĕн çунса çеç тăраççĕ.
— Ку тумтире чи чаплă праçник кунĕсенче çеç тăхăнма юрать — тет старик.
Пěтěм халăх, пĕтĕм çершыв Юманпа Укана кăмăлпа тав тăвать. Майпăран таврашĕсем çеç сăмсисене усса, мăн шухăша кайса, сивлěк куçěсене мăкăльт-мăкăльт сиктерсе, тулса çитнĕ кăмăлĕсемпе пăчăхса тăраççĕ.
Виçĕ кунтан туй саланать. Юманпа Ука килне каяççĕ- Мăйпăранпа арăмĕ патшасене ăсатса яраççĕ.
Вара çапла пурăнма тытăнаççĕ вĕсем: Юман сунара çӳрет, Мăйпăран лавкка тытать, çынсене тара тытса ĕçлеттерет. Анчах çав-çавах Юманпа Ука Мăйпăрансенчен темиçе хут ла-йăх пурăнаççĕ. Çавăнпа та Мăйпăрансем Юмансене курайми пулаççĕ, вĕсем çине шăл хăйрама тытăнаççĕ.
Пĕррехинче, Юман сунара кайсан, вĕсем патне Мăйпăран пырса кĕрет. Шăпах çав вăхăтра Ука ним туйми çывăрса выртнă, асамçă тутăрне хăй çумне хунă пулнă. Мăйпăран çав тутăра илсе тарать те, киле çитсен, тутăра кăмакана пăрахса çунтарас тесе, вучаха ывăтать. Çав вăхăтра уçă кантăк витĕр мерчен тĕслĕ кăвакарчăн вĕçсе кĕрет те пӳрне пысăкăш çунса пĕтеймен тутăра çăварне хыпса вĕçсе тухса каять. Мăйпăран хытса кайсах тăрса юлать.
Каç пулать хайхи, Юман сунартан таврăнать. Анчах ытти чухне, вăл килнине сиссе, йытти вĕретчĕ, ăйăрě кĕçенетчĕ, шăнкăрчă юрлатчĕ, ĕни мĕкĕретчĕ, чăххисем какалатчĕç, кушакĕ мăрлататчĕ. Паян пĕрре те апла мар. Пурте хуйхăллă, пурте пуçĕсене уснă, пурте макăраççĕ. Юман пӳрте кĕрет те шалтах тĕлĕнет: пӳртре ниçта та Ука çук. Вырăн çинче кĕл çех купаланса выртать. Анчах купа варри шăтăк. Юман ним тăвайман енне хăй çӳçне хăй тăпăлтарать. Укана çунтарса вĕлернине туйса илет те вилес пекех макăрать. Çавăн хыççăн вăл чирлесе ӳкет: вырăнпа выртать вунă кун, тăрайми выртать тăхăр кун.
Çакăн хыççăн Юманăн пурнăçĕ япăхланнăçемĕн япăхланса, юхăнса пыма тапратать. Юлашкинчен вара Мăйпăран ун кил-çуртне пĕтĕмпех хăй аллине çаварса илет. Юман хăй те Мăйпăрана пăхăнса тăракан пулать.
Икĕ пĕртăван, пĕри — Мăйпăран, тепри — Юман, çапла пурăннă вара: Мăйпăранĕ пуян, Юманĕ чухăн. Юманĕ Мăйпăран патĕнче тăранса пурăннăшăн, Мăйпăранĕ Юманран сунара çӳресе тытнă кайăксене йăлтах турта-турта илсе, хакла сутса, нимĕн ĕçлемесĕрех тулăх пурнăçпа пурăннă. Юманĕ вилес пекех ĕçленĕ, нихçан та çителĕклĕ пурнăç курайман. Çавăнпа Юман час-часах Ука çинчен аса илсе хуйхăрнă.
Пĕррехинче, каçхине çывăрнă чухне, Юман тĕлĕк тĕлленет. Тĕлĕкре вăл таçта аякра, пĕр пăнчă пек çеç курăнакан Укана курать. Ука ăна çапла калать:
— Санăн пиччӳ Мăйпăран мана çунтарса ярасшăн пулчĕ. Анчах манăн чуна кăвакарчăн çăлса хăварчĕ. Халĕ эпĕ сывах, анчах тамăкра, упа-кашкăрсен аллинче пурăнатăп. Эпĕ сана яланах аса илетĕп, юрататăп сана. Эсĕ те мана юрататăн пулсан, çăлма кил. Анчах санăн нумай йывăрлăхсемпе кĕрешес пулать вара. Кил, эпĕ каятăп.—тет.
Ука çухалсанах, Юман ыйхăран вăранать. Тумланать те вăл Ука патне кайма тухса утать.
Пĕр кун утать Юман, икĕ кун. Эрне утать, уйăх та. Юлашкинчен, каç-кӳлĕм, пĕр мăн çул çине тухать. Пăртакран кашласа ларакан çатрака вăрман ăшнелле виçĕ çул юпленсе кĕнине курать. Çулсем юпленсе каякан тĕле, шапах варрине, каçхине те çуталса тăракан илемлĕ саспаллисемпе: «Телей шыракана — телей, вилĕм шыракана — вилĕм, асап шыракана — асап»,— тесе çырса хунă. Юман ăна тинкерсе вулать, анчах хăш юппипе каймаллине пĕлмест, аптăрать. Мĕн тăвас? Тĕттĕм те пулса килет, ниçта кайма çук. Çав вăхăтра тахăш юппипе паллă мар пĕр çын ури сасси илтĕнсе килет. Юман ăна пĕтĕм чĕререн кĕте пуçлать. Акă çул çинче хĕм сирпĕнни курăнса кайрĕ, нумаях та вăхăт иртмерĕ — Юман патне шап-шурă çăмламас старик пырса тăчě. Хăй вăл туяпа, туйи вĕçенчен хĕм, çирпĕнçе тăрать.
— Ăçта каятăн, мĕне ĕмĕтленетĕн, кама шыратăн? — тесе ыйтать старик Юманран.
Юман çак старике хăй пурнăçĕ çинчен пĕтĕмпех каласа парать. Старик вара:
— Ука патне çитме çав тери йывăр, ачам. Унта каяс пулсан, санăн тĕнчери чи чаплă сунарçă пулмалла. Ме сана пăшал, килне таврăнса тĕл пеме вĕрен, кайран çак варринчи çулпа Ука патне кайăн,— тет.
Юман старикрен пăшала илет те килне, Мăйпăран патне, таврăнать. Çапла вара Юман тата тăрăшарах сунара çӳреме тытăнать, хăй куç умне курăннă кайăксене пĕрре те вĕçертмест. Кайран-кайран Юманран пĕтĕм тĕнче тĕлĕне пуçлать.
«Ну, халě тěл пеме верентем, ěнтě. Укана илме каяс, пуль»,—,тесе шухăшлать Юман. Тепĕр кунне ,вăл пăшалне çакать те вăрăм çула кайма тухать.
Çул юппине çитсенех вăл нимĕн чарăнса тăмасăр, шăп варринчи çулпа утать. Нумаях та каймасть — пĕр тилле курат. Юман хыпаланса тĕллесе пересшĕн пулать. Тилĕ чĕтресе ӳкет те:
— Эсĕ тĕл пенине пĕлетĕп эпĕ, Юман. Тархасшăн, ан вĕлер,кирлĕ чухне эпĕр сана ушкăнĕпе пулăшма хатĕр тăратпăр, — тет.
Ыр кăмăлпа пуплекен тилле Юман пемест, тилли çавăнтах тарса пытанать. Вара Юман малалла утать. Кайсан-кайсан, вăл кашкăра тĕл пу;лать. Каллех пăшалпа тĕллет Юман. Кашкăр чĕтресе ӳкет те çапла калать:
— Сана çул çинче мăйракаллă сурăхсем тапăнĕç. Сана тĕксе вĕлерме тăрĕç. Эпир вара, ушкăнпа пырса, çав сурăхсене пăва-пăва тухăпăр, сана çăлса хăварăпăр. Тархасшăн, ан вĕлер мана,— тет йăлăнса...
Юман ăна та пемесĕр хăварать, хăй малаллах утать.
Утсан-утсан, вăл пĕр çăмламас упа тĕл пулать. Ăна та пăшалпа тĕллет Юман. Упа шиклĕ сасăпа:
— Тархасшăн, ан вĕлер мана, Юман. Кирлĕ чухне сана пулăшăпăр. Малалла кайнăçемĕн сана пыл хурчĕсем тапăнĕç, сана сăхса вĕлерме тăрĕç. Эпĕр, ушкăнпа пырса, пыл хурчĕсен вĕллисене ишĕпер, тутлă пылне çуллăпăр. Вĕсем вара, санран пăрăнса, пире тапăнĕç, эсĕ вилĕмрен çăлăнса юлăн,— тет упа.
Юман куна та ĕненет. Упана пемесĕрех хăварать те хăй малаллах каять.
Пĕр-икĕ кун кайсан, вăл пĕр аслă шыв хĕррине пырса çитет. Шăп çавăн чухне ун патне пĕр кĕтӳ тилĕ чупса пырать. Аслă шыв урлă каçма ни кĕпер çук, ни кимĕ таврашĕ çук. «Ахă, ку тилĕсем мана шыв урлă каçарма килеççĕ пуль-ха, пĕр тилли çапла каланăччĕ»,— тесе шухăшлать Юман. Тилĕсем кĕпĕрленсе çитеççĕ.
— А-а-а, эсĕ тĕл перетĕп тесе пире хăратма-и-ха!—теççĕ те тилĕсем, Юманăн сылтăм аллине пăрса яраççĕ. Юман ним тума пĕлмест ĕнтĕ: пăшал перес — сылтăм алли ĕçлемест. Шыв урлă та ниепле те каçма çук. Аптăранă енне вăл шыв тăрăх каять. Акă пĕр сип-симĕс улăхра сурăхсем пур. «Кусем мăйракаллă сурăхсем ĕнтĕ, мана вĕлереççĕ. Ăçта-ши кашкăрсем?»— шухăшлать Юман. Сăмах çинех ун умне пĕр кĕтӳ кашкăр сиксе тухать.
— Э-э-э, тĕл перетĕп тесе мухтанса пире хăратма-и! — теççĕ те кашкăрсем, Юманăн икĕ аллине те татса чăмласа яраççĕ.
Юман мăйтăкланчě, аран-аран утакан пулчĕ. Суранĕ чепетсе, пěçерсе ыратать. Çавах та малаллах утать вăл, мĕскĕн. Чылай кайсан, пер утара пырса кĕрет. Утарта пыл хурчесем урлă та пирлĕ нăрласа веçеççě. «Кусем мана сăхаççĕ пуль. Аçта-ши упасем?»— тет Юман. Куç хупса иличченех ун тавра çăмламас упасем пырса сырăнаççĕ. Юмана пусса вĕлереççĕ.
— Вилчĕ, — теççĕ упасем,— атьăр каяр!—Çапла пĕтĕм тĕнчене кисретсе кулса яраççĕ вĕсем; Юман вилли çех тăлăххăн выртса юлать.
Аякри çĕршывра пурăнакан Юман аслашшĕ чӳрече çинче ларакан курка çине пăхать. Куркари шыв пĕтĕмпе юн пулса тăнă. Хыпаланать, хыпаланать Юман аслашшĕ, витерен урхамахне кăларса утланать те ши-ик шăхăрать. Пĕр куç хупса иличчен вĕсем Юман вилли патне çитсе те тăраççĕ. Юман аслашшĕ Юман айне кĕрсе выртать. Çӳлте, кăвак пĕлĕт çумĕнчех, хура çăхан явăнать. Виле тĕлне çитет те чул пек йывăррăн чуласа анать. Виле çине ларать те чакалама пуçлать. Юман аслашшĕ çăхана пĕр туххăмрах ярса тытать:
— Эсĕ мĕн тума килтĕн кунта, услап, сӳрĕк? Тавай пире вил шывĕпе чĕр шывĕ илсе килсе пар! Тупса килсе памасан, халех мăйна пăрса татăп! — тет Юман аслашшĕ.
Çăхан вĕçсе каять. Пилĕк минутран вил шывĕпе чĕр шывĕ илсе те килет.
Юман çине çав шыва сапаççĕ. Юман сиксе тăрать:
— Фу-у, нумай çывăрнă! — тет вăл анасласа.
— Çывăрман эсĕ, вилнĕ пулна: эпěр пулман пулсан, пĕтеттĕн, — тет аслашшĕ.
Юман ĕненет. Анчах унăн пăшалĕ çухалман, хăй çумĕнчех. Юмана аслашшĕ вěрентет:
— Ука патне халех ан кай. Халĕ киле таврăнса, тепĕр хут тĕл пеме вĕрен. Мĕн тĕл пулать куçна — çап та салат,—тет.
Çул çинче Юман пăшал хуçине, шурă старике, тĕл пулать. Лешĕ ăна калать:
— Ухмах, тĕл пулнă тилле, кашкăра, упана вĕлермерĕн! Тепре каяс пулсан, вĕсене тĕл пулсанах, пĕр сăмахсăрах персе вĕлер. Унсăрăн эсĕ Ука патне çитейместĕн. Халĕ килне кай та тĕл пеме вĕрен, — тет.
Юман, иртнĕ вăхăтсем çинчен шутласа, малалла утать вара. Килне çитсен, вăл каллех сунара çӳреме пуçлать. Кашни кунах Мăйпăран тытма хушнă кайăксене тыта-тыта таврăнать.
Пĕрре, шăп кăнтăрла тĕлĕнче, Мăйпăран патне пĕр тарçи пырса кĕрет те юмах калама тытăнать:
— Çав-çав вăрманта пĕр кайăк пур. Çав кайăка никам та тытма пултараймасть. Çав кайăка тытса, чĕрине çатма çинче пĕçерсе çисен, макăракан çын куçĕнчен куççуль мар, тап-таса кĕмĕл тăкăнать. Çавна Юман тытма пултараймасть-ши?—тет.
Çав вăхăтра Юман хытă сак çинчех кăмăллă тĕлĕк тĕлленсе çывăрнă. Вăл тĕлĕкре çаксене курнă. Ука ăна пăшăрхануллăн çапла калать пек: «Эсĕ пĕлмерĕн, тĕл пулнă чи тискер тăшманусене вĕлермерĕн, çавăнпа та ман пата çитеймерĕн. Халĕ, ун хыççăн, мана пушшех те йывăрлăха пăчăртаса чиксе хучĕç. Эсĕ халĕ те ман пата килме пултаратăн, анчах халě санăн виçĕ тимĕр туя туяласа пĕтермелле, виçĕ чугун атă çĕтмелле, виçĕ хурçă йăва çисе ямалла пулать»,— тет пек. Çавăн хыççăнах Юмана Мăйпăран пырса вăратать.
— Вăрманта çăмха пек чăп-чăмăр çутă кайăк пулмалла, ăна тĕнчери чи чаплă сунарçăсем çеç алла лектерме пултараççĕ. Кайса пăх-ха çавăнта. Аллуна лектерсен, чи чаплă сунар
çă шутне кĕрĕн, — тет вăл, лăх-лăх-лăх кулса. _
Тепĕр кунхине Юман, чăнах та, пăшалне çакать те вăрмана тухса каять. Вăл кун нимĕнле капăк та тытаймасть. Килнелле май таврăннă чух вăрăм чăрăш тăрринче çăмха пек çутă япала йăлтăртатса ларнине курать. Юман, вăл мĕн япалине ăнкараймасăрах, пашалне кĕрĕслеттерсе ярать. Лапсака чăраш тăрринчи чăмăр çавăнтах çĕре персе анать. Пырса пăхать Юман — кайăк. Чăп-чăмăр кайăк, леш, Мăйпăран тытма хушса яни.
Юман хĕпĕртесе таврăнать киле. Кайăка Мăйпăрана парать те хăй каллех вăрмана каять.
— Ну, арăм, татах та пуйăпăр, çак кайăкăн чĕрине пĕçерсе çисен, куççуль вырăнне таса кĕмĕл тăкăнĕ,— тет Мăйпăран.
Арăмĕ, кайăк чĕрине кăларса ил-се, çатма çине ăшаласа хурать. Хăйсем иккĕш те ханана тухса каяççĕ.
Вăл кунхине Юман хырăмĕ выçса çитнипе сунартан иртерех таврăнать. Нимĕн те тытайман, кăмпа çеç татнă. Килне çитнĕ чух килĕнче те никам та пулман. Çавах та вăл пӳрте кĕнĕ. Çатма çинче пăсланса ларакан ырă шăршăллă апата курсан, чăтаймасть — сĕтел хушшине кĕрсе ларать те çиет. Калама çук тутлă апат пулнă çав кайăк чĕри. Çатма çинчи апат вырăнне Юман кăмпа хурса хăварать. Апат çисе тăрансанах, Юман пăшалне илет те Ука патне тухса каять. Çапла вара Юман утать-утать, пĕрмаях утать. Акă çитет вăл пĕр яла. Малтанах тимĕрçĕ патне пырать, виçе тимĕр туя, виçĕ чугун атă, виçĕ хурçă йăва туса пама ыйтать. Лешĕ:
— Çĕр тенкĕ пар,—тет.
Анчах Юманăн укçа çук. Çавăнпа та ирĕксĕрех малалла каять. Каллех тепĕр яла çитет, Ука сăмахĕсене асран та кăлармасть. Тимĕрçĕ патне пырать, хăйне кирлĕ япаласене туса пама ыйтать. Тимĕрçĕ каллех çĕр тенкĕ ыйтать. Кун хыççăн вара Юман пĕтěмпех хуйха ӳкет. Чунĕ кӳтсе çитнипе макăрма пуçлать. Куççулĕ мар, таса кĕмĕл тăкăнать куçран. Пĕр кĕсъе укçа пулать Юманăн. Çапла вара Юман тепĕр яла пырса кĕрет. Тимĕрçĕ патне пырса, ăна çĕр тенкĕ кĕмĕл парса, виçĕ тимĕр туя, виçĕ мăшăр чугун атă, виçĕ хурçă йăва тутарать те малалла, Ука патне, каять. Çĕр çухрăм ытла утать вăл — ни тимĕр туйи якалман, ни атти тĕпĕ çуталман, ни йăви катăлман. Анчах унăн вĕсене виççĕшне те пĕтермелле вĕт-ха, вара тин Ука патне çитме пулать. Анчах мĕнле çитмелле?
Чылай кайсан-кайсан, Юман çав тиллех тĕл пулать. Юман ăна тĕллет. Тилĕ: «Ан пер»,— тесе йăлăнать, Юман ун сăмахне итлемест, тĕллесе перетех. Тилĕ вилет те — тимĕр туясем виççĕшĕ те тĕпренсе пĕтеççĕ.
Тата кайсан-кайсан, Юман кашкăра персе ӳкерет. Кашкăр вилсенех, виçĕ мăшăр чугун та тěпренет.
Юлашкинчен Юман çăмламас та мĕшĕлти упана курать. Ăна вĕлерет те — хурçă йăвасем тĕпренсе пĕтеççĕ. Нумай та каймасть вара Юман — пĕр чул çурта пырса çитет. Кунта Ука пурăннă. Ука, Юмана курсан. ăна ыталаса илсе чуптăвать. Иккĕшĕ те хĕпĕртеççĕ.
Нумаях та тăман Юманпа Ука, чечек пек тумтирсем тăхăнса, хăйсен килне таврăннă. Çул çинче вĕсене пурте ырă сунса ăсатнă, кайăксем юрă юрланă.
Юман килне çитнĕ çĕре пысăк улшăну пулнă. — Мăйпăрана тарçисем вĕлернĕ. Çĕрне — халăх çĕрĕ, çурчĕсене — халăх çурчĕсем тунă. Пĕтĕм халăх, пĕртăван пек килĕшсе, ăшă, çемçе кăмăлпа пурăнать, пурте, тăшмана çěнтермелли пысăк хăватпа хавасланса, юрласа ĕçлеççĕ. Пĕтĕм хаваслă халăха ертсе пыракан паттăр Юман пулать, пěтěм халăха савăнтараканни—Ука. Кӳллен-кун чечекленсе, илемленсе пырать вĕсен пурнăçĕ. Эпĕ вĕсем патĕнче пурăнатăп: вĕсен ырлăхепе савăнатăп, юрлатăп, телей куратăп.
Юмах ятăм — юптартăм, пĕр сăмах та суймарăм.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки