Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Эс пěлетěн-и


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Юратса сана
    Лартăм сан çумна.
    Ĕненетĕн-и?
    Манăн чун юрлать,
    Эс вăййа тухсан.
    Эс пĕлетĕн-и?
    Хурăнпа юман
    Çумлă ларнăран.
    Ĕненĕтĕн-и?
    Ăвăс çĕрĕпе
    Алă çупнă тет.
    Эс пĕлетĕн-и?
    Эп сана çĕрре
    Патăм тĕлĕкре.
    Ĕненетĕн-и?
    Юратсан мана
    Тайăл ман çума.
    Килĕшетĕн-и?
    
Сергей Ермолаев
    "Сувар" №7 (477) 14.02.2003 хаçачěнчен илнě


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки