Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Ылтăн панулми
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Тахçан авал пурăннă, тет, пĕр патша. Пĕррехинче вăл йăпанма шут тытать те, халăха пĕлтерме тесе тарçисене мĕнпур таврана кăларса ярать.
— Эй, халăх! Кам та кам патшана ĕненме пултарайман мыскара шухăшласа тупать, çавна патша ылтăн панулми парать!
Кĕçех мĕнпур тавраран патша ывăлĕсемпе княçсем, купсасемпе тĕрлĕрен çынсем пыра-пыра каяççĕ, анчах нихăшĕ те патшана юраймаççĕ.
Юлашкинчен патша патне кăкшăм йăтнă пĕр чухăн çитсе кĕрет.
— Мĕр(Мěн?) кирлĕ сана? — ыйтать унран патша.
— Сывă-и, патша? — тет кăна чухăн. — Эпĕ хамăн укçана илме килтĕм: сан мана пĕр кăкшăм укçа памалла вĕт?
— Суятăн эс, ман сана нимĕнле парăм та çук, — тет чухăна патша.
— Суятăп тетĕн-и? Апла пулсан, тавай ылтăн панулмине!
Патша чухăн чееленнине сисет те сăмаха юриех аяккалла пăрма тăрăшса:
— Çук, эс суймастăн иккен, — тесе хурать.
— Суймастăп пулсан, кивçен илнине халех парса тат.
Çапла вара, патшан ирĕксĕрех ăслă чухăна ылтăн панулми пама лекет.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки