Ир-ирех кулать паян хĕвел, Ир-ирех юрлать паян вăрман. Ир-ирех туллии паян тĕпел. Хавхаланнă кунăм ман. Хушса юрламалли: Яланах çуралнă кун Чи хаваслă, кĕтнĕ кун Яланах çуралнă кун Телейпе çиçет ман чун Кайăксем вĕçеççĕ савăнса, Чечексем çунаççĕ ялкăшса Тăвансем килеççĕ юратса Тус-юлташпа пухăнса. Ырă кăмăл, савнăç вĕçленми. Ангелсен асамĕ сывлăшра. Пархатарĕ унăн иксĕлми Емĕр-ĕмĕрех ăшра.