Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Чее кěрӳ
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Ěлĕк-авал пĕр ялта питĕ чее çамрăк каччă пурăннă, тет. Тĕсрен-питрен хăй илемсĕртерех пулсан та, чĕлхи-çăварĕнчен вара ăна çитекен никам та пулман, тет. Кампа та пулин хирĕçсен-тусан, ăна пĕр сăмахпах касатчĕ те пăрахатчĕ, тет.
Пурăнсан-пурăнсан, çак каччă авланса ярать. Арăмĕпе кусем питĕ лайăх килĕштерсе пурăнаççĕ, тет. Анчах хунямăшĕ çак кĕрěве чĕлхишĕн пĕртте юратми пулчĕ, тет, Вăл килĕнче те, кӳрши-аршисемпе те кĕрĕвĕ çинчен:
— Эх-хе-хе, пирĕн кĕрӳ пĕртте кăмăллă пулмарĕ: тĕсĕ-пичĕ çук, чĕлхи-çăварĕ — калама та намăс,— тесе тек кулянса калаçать, тет.
Кĕрӳшĕ, хунямăш юратманнине пĕлсен, шухăша кайрĕ, тет. «Ку мана капла арăмпа та хирĕçтерсе ярĕ! Мĕнле çавăрас куна?» — тесе шутлать, тет.
Акă пĕрре пысăк праçник çитсен, кĕрӳшĕ хунямăш патне хăнана пуçтарăнса кайрĕ, тет. Хунямăшĕ, ют çын хăнисене кĕтсе, сăра та пичкипех туса лартнă, тет, тĕрлĕрен аш-пăш, икерчĕ-масарĕ те пĕçерсе тултарнă, тет. Анчах кĕрӳшĕ пырсан, ун валли чей вĕреткелесе, сĕтел çине типе çăкăр кăна касса хучĕ, тет.
Кĕрӳшĕ, куна сиссе, пушшех майлăн çаптара пуçларĕ, тет.
— Ну, çĕркаç тĕлĕнмелле тĕлĕк курнă та апĕ! Каласа парам-и? — тет.
— Кала-ха, кала, кĕрӳ. Мĕнле тĕлĕк? — терĕ, тет, ку кĕрӳшне.
Кĕрӳшĕ тĕлĕк калама тытăнчĕ, тет.
— Тĕлĕкре эпĕ сирĕн пата хăнана килме тухрăм пек, — тет. — Уткаласа пыратăп ĕнтĕ хĕпĕртесе. Çул çинче мана хирěç сирĕн сакайĕнче ларакан пичке пек тем пысăкăш çĕлен чашкăрса пыра парать пек, — тет. — Хăранипе манăн пĕтĕм çӳçпуçăм вирелле тăрса кайрĕ. Эх, тетĕп, савнă хунямасем патне те çитсе курасси пулмасть вĕт! — тетĕп, — тет. Мĕн ĕçлес? Тытрăм та çапрăм çĕлене кăмакăр умĕнче ларакан така пуç пек чулпала. Çĕлен пуçĕ çавăнтах шкапăрти çуллă капăртма пек лапчăнса ларчĕ! — тет. — Тин вара сирĕн патăра çитсе ӳкрĕм пек, — тесе пĕтерет, тет, кĕрӳшĕ тĕлĕкне.
Хунямăшĕ пĕр хурланса, пĕр савăнса кайрĕ, тет.
— Эх, кĕрӳ, мĕн тери юрататăп сана!.. Çепĕç чĕлхӳ-çăварупа тин кăмăлăма тупса çавăртăн! — терĕ, тет, хайхи.
Вара хунямăшĕ кĕрӳшĕ умне кăмака умĕнчи така пуçне те, шкапěнчи çуллă капăртмине те илсе пырса лартрĕ, тет, пичкинчи сăрине те ăсса тухса ӳсĕртмеллех ĕçтерсе ячĕ, тет.
Тин хунямăшĕ ял çинче:
— Ну, кĕрӳ-тĕк кĕрӳ манăн! Чĕлхи-çăварĕ çу пек çемçе. Тĕсĕ-пичĕ те çынсеннинчен пĕртте кая мар! — тесе мухтама тытăнчĕ, тет, кĕрӳшне.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки