Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Чараксăр арăм
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Ĕлĕк пĕрре Палиç ятлă вĕçкĕне тăванĕсем, хăйсен ывăлне авлантарнă чухне, ют яла туй пуçĕ туса янă, тет. Вăл хăйне мĕн хушса янине пурне те тума тăрăшнă. Хăта килне çитсен тăрантас çине арăмĕпе юнашар ларнăскер, лашана çенĕк алăкĕ умнех илсе пынă:
— Трр, хамăр лаша-а! — тесе туртса чарчĕ, тет, лашине.
Арăмĕ ăна çавăнтах хулĕнчен кăт тĕкрĕ, тет:
— Чипер эсĕ, старик, мĕнле хамарăн пултăр вара? Ара, Тавăт пăяхам хăйĕн лашине кӳлсе парса ячĕ-иç, мĕн суян? — тесе каларĕ, тет.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки