Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хуняшшĕпе кинĕ
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Кинĕ хуран çуса яшка пĕçерме çакнă чухне хуняшшĕ ялан:
— Кинĕм мунча кĕнĕ чух пĕртте хăлхине çумасть, — тенĕ.
Кинĕ вара: «Пурне те çăватăп-çке кашни мунчарах, мĕншĕн апла калать-ши?» — тесе шутланă.
Хуняшшĕ çапла кашни кун каланă, анчах мĕншĕнне тĕплĕн пĕлтермен. Кашни мунча кĕмессерен кинĕ ăшă шывпа, супăньпе хăлхисене темиçе хут çунă — çав-çавах хуняшшĕ хуран çăвакан кинне çавăн пек каланă.
Вара, кинĕ тавçăрманнине сиссе, хуняшшĕ каланă:
— Эсĕ, кинĕм, хуран ăшне анчах мар, хăлăпне те таса çу-ха, — тенĕ.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки