Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕр чĕринчен хĕвел пулнă
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пурăнна тет ĕлĕк-авал пĕр ялта питĕ хитре хĕр. Хăй хитрипе çиçнĕ анчах, ялкăшса çӳренĕ. Çынсем ăна хитрешĕн юратнă, анчах çак хĕр ĕçлеме юратман, калаçма та тӳрккес калаçнă, çавăншăн ăна çынсем юратман. Чĕри те унăн сивĕ пулнă. Вара çынсем ăна çапла каланă: «Хитри хитре эс, анчах чĕрӳ сивĕ сан». Вара ăна çынсем унăн чĕрине кăларса илсе кăвайт чиксе лартаççĕ. Вара çапла калаççĕ: «Хăвăн хитрӳпе çынсене яланах çутатса ăшăтса тăр!» — теççĕ. Вара çак хĕре Турă ĕмĕрлĕхех хăйĕн чури туса хурать. Ăна Хĕвел ят парать.
1992 ç. Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Вăрăмтура 73-ри А.П. Петровăран С.Моисеева çырса илнĕ. — ЧЛК, 1992, 528-мĕш тетр.
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки