Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕр сăри юррисемпе такмакĕсем
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Тăри вĕçрĕ — куртăр-и?
Ут утланса тăтăр-и?
Хĕр сри килчĕ — куртăр-и?
Хирĕç тухса илтĕр-и?
Ĕçес пулать куркана,
Парас пулать укçана.
Вăл укçана памасан
Шăши кастăр енчĕкне,
Йĕке хӳре кăшлатăр.
Вăл укçана парсассăн
Шăши юсĕ сыхлатăр.
Сĕлтĕр хирне сĕл акрăм,
Сĕлли пулман пулсассăн
Сĕл вăрлăхсăр юлаттăм,
Атте салат паман пулсан
Хĕр сăрисĕр юлаттăм.
Атте салат пачĕ те,
Анне сăра турĕ те,
Хĕр сăрине кайрăмăр.
Хĕрĕхĕн турăмăр хĕр сăри,
Хĕрĕх чăхă пусрăмăр,
Хĕрĕх чăхă пыршинчен
Чĕн тилхепе турăмăр.
Чĕн тилхепе шарт! тăвать,
Хура лаша харт! тăвать.
Атте килне çитиччен
Пирĕн чĕре карт! тăвать,
Атте килне çитсессĕн
Пирĕн чĕре лăп пулать.
И уштантăр, уштантăр,
Пирĕн атте куштан-тăр:
Вунă çула çитсессĕн
Пире ĕçе хушнă-тăр,
Вун ик çула çитсессĕн
Вăййа-кулла хушнă-тăр.
Симĕс çĕлĕк, си çĕлĕк
Сирĕн çие юратать.
Хĕрлĕ çĕлĕк, тил çĕлĕк
Хĕр сăрине юратать.
Ай-хай чунçăм хĕр сăри
Вăййа-кулла юратать.
Улăм çӳппи — çĕр кӳрнек,
Улăм çӳппи вĕçсессĕн
Шӳте кайĕ çĕр кӳрнек,
Тилĕ çĕлĕк — пуç кӳрнек,
Тилĕ çĕлĕк ӳксессĕн
Шӳте кайĕ пуç кӳрнек.
Çак хĕр сăри — кил курнек,
Çак хĕр сăри кайсассăн
Шӳте кайĕ кил кӳрнек.
Тăрăс-тăрăс! тапар-и,
Уратине хуçар-и?
Уратине хуçсассăн
Ăвăспалан саплăпăр,
Хĕрне илсе тухăпăр,
Пике туса кĕрĕпĕр.
Чиперук, чиперук!
Халь те чипер чиперне,
Тата чипер пуласчĕ!
Симĕс сапак сиктертĕм,
Сентĕрене тивертрĕм.
Тухьяллине сиктертĕм,
Кĕреке умне ӳкертĕм.
Хушпуллине сиктертĕм,
Мелке çине ӳкертĕм.
Мелке çинче мерекке,
Пирĕн умра кĕреке.
Хĕр сăри, хĕр сăри,
Хĕр сăри çапла пулать:
Каччăсем укçа парсан
Хĕр сăри чаплă пулать.
Атя, савни, хĕр сăрине
Çĕн кĕпӳне тăхăнса.
Çĕн кĕпӳне ан хурат,
Леш кас хĕрне ан юрат.
Уйăх тулнă, уйăх тулнă,
Уйăх тулнă тахçанах.
Кăçалхи хĕр сăрине
Эпир кĕтнĕ тахçанах.
Сарри саккăр ташларĕ,
Хури тăххăр ташларĕ.
Эп ни сарă, ни хура —
Пĕрре тухса ташлам-ха.
Анаталла-тăвалла
Шăпăрпалан шăлмалла.
Çакă ялăн хĕрĕсене
Пăрпа лартса ямалла.
Сак айĕнче витре ларать,
Пăтавккаран кая мар.
Çавă ялăн хĕрĕсем
Асаннерен кая мар.
Хура ĕне пăлан пек,
Хӳри вĕçĕ çĕлен пек.
Хамăр касăн хĕрĕсем
Лавккари пукане пек.
Ташлать ĕнтĕ, ташлать ĕнтĕ,
Пĕвĕ хумханать ĕнтĕ.
Пĕвĕпе сăнне пăхса
Чунăм савăнать ĕнтĕ.
Шĕлтĕр-шĕлтĕр шӳлкеме,
Шӳлкемӳне ан çухат.
Ах, хăнамçăм-пикемçĕм,
Пирĕн чыса ан çухат.
Пирĕн йĕсе çухатсан
Ху йĕсӳ те çухалĕ.
Ленкĕр-ленкĕр ленкессем,
Ленкес кучĕ хуртланнă.
Çакă ялăн ачисен
Сăмси айĕ хуртланнă.
Ленкĕр-ленкĕр ленкессе(не)
Лупас айне çакрăмăр.
Çакă ялăн ачисе(не)
Сăмах айне турăмăр.
Тапса купăс калас пур,
Пĕр хĕлĕхне татас пур.
Ан кай-халĕ, чун савни,
Сана сăмах калас пур.
Тиркĕ-тиркĕ йăвача
Касмасăрах пулмасть вăл.
Тантăш ташла пуçласан
Ал çупмасăр пулмасть вăл.
Ула — ула хур ларать,
Кикак! тесе кăшкăрать.
Хĕр сăринчен юлакан
Ах, ах! тесе кăшкăрать.
Ула ĕнен пăрушне
çăм çине ямаççĕ.
Тырă вырман хĕрсене
Хĕр сăрине ямаççĕ.
Хура алса тулĕ хĕррисем
Хур çуначĕ пулинччĕ.
Ай-хай хавас хĕр сăри
Çуллен-çула пулинччĕ.
Çуллен-çула çул килет,
Кăçалхи пек çул килмест,
Паянхи пек кун килмест.
Çĕртен çĕре çĕр килет,
Кĕçĕрхи пек çĕр килмест.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки