Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕвер хĕле çĕнтерет
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Çĕр çинче тискер, хаяр хĕл алхаснă. Мĕн чухлĕ терт, асап кӳмен вăл çĕр питне. Никам та юратман хĕле, никам та ун тусĕ пулман. Ăна сутăнчăк çил-тăман çеç тăрăшса пулăшнă. Хĕл Çĕр çийĕн пĕр çывăрмасăр çӳренĕ, ăçта чĕрĕ япала палăртнă, ăна шăнтса лартнă. Кам хăйне хирĕç тăма хăйнă, ăна тĕп тунă. Хăйĕн киревсĕрлĕхĕшĕн вĕçĕ-хĕррисĕр савăннă, хăрушла ахăрса кулнă хĕл. Мĕн вăхăт çапла иртĕхнĕ-ши вăл? Анчах хăватлă вăй тупăннă. Ана Хĕвел тенĕ. Çĕр çине Хĕвел килнĕ. Илемлĕ, вăйлă, ăслă кăмăлĕ те хăйĕн пекех ырă пулнă. Вăл йывăр кĕрешӳре хĕле çĕнтерсе хăваласа янă. Хĕвел хĕл шăнтса лартнă кашни чĕрĕ япалана чĕртнĕ. Пĕтĕм çĕр питне пурнăç панă. Çынсене Хĕвел юрату парнеленĕ, вĕсен ăс-тăнне вăратнă. Çакăн хыççăн çынсем, Хĕвел ырă пулнăран, Çĕр çине ырлăх килчĕ теме пуçланă.
«Октябрь ялавĕ» хаçатран. 1971, ноябрь 6, 134 №.
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки