Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕвел мулкачпа кашкăр çине утлансу чупать


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Хĕвел вăл пысăк япала пулас, тĕнчене ăшăтса тăраканскер, ял пысăкăш пуль вăл теççĕ. Хĕвел ирхине мăкач çине утланса чупать тет кăнтăрла иртсен кашкăр çине утланса чупать тет, çавăнпа каç часах пулать кăнтăрла иртсен теççĕ. Хăйсемех Хĕвел йăтса чупакан япала вăл мăкачĕ питĕ пысăк пуль вара апла теççĕ.
    
    1915 ç. Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Сухайкассинче А.Я.Аделеев çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, I, 276, 188-189 с.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки