Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕвел мĕншĕн тухман


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Ивана пиччĕшсем юратман, ăна вĕлерес тенĕ. Ун чухне хĕвел виçĕ çул тухман. Шăллĕне пĕтерес шутпа пиччĕшсем:
    — Пирĕн Иван пĕлет, хĕвел тупма пултарать, — тенĕ.
    Иван çула тухса каять. Кайсан-кайсан ват старик тĕл пулать, вăл Ивана ăс парса ярать:
    — Патшана кала: кĕмĕл кимĕ тутăр, ылтăн кĕсмен тутăр, — тет. Иван тав тăвать те патша патне кайса калать. Патша кимĕ туса
    парать. Кимми хăех ишет, тет. Пĕр пĕчĕк пӳрт патне çитрĕ, тет. Хĕвел ларать тет.
    — Ма килтĕн?
    — Патша ячĕ. Ма тухмастăн?
    — Тухап, анчах тар — çунса каян.
    Иван каять. Хĕвел тухать. Ивана çакăншăн пысăк парне параççĕ, пиччĕшĕсене çупкă лекнĕ.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки