Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕвел икĕ хут çиет


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Хĕвеле чунлă япала теççĕ. Çӳрекен Хĕвеле вĕсем ывăлĕ тенĕ. Ашшĕпе амăшĕ Хĕвел аннă, Хĕвел тухнă çĕртех пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ Хĕвел анса ларсан сĕтлĕ çăмах çитереççĕ. Хĕвел вара талăкра иккĕ çисех пурăнать, тет. Çавăнпа чăвашсем ачисене çăкăр ыйтсан: «Пĕрмай апат тетĕр, Хĕвел те кунне иккĕ çисех пурăнать», — тесе вăрçнă.
    
    1911 ç. Чăваш Енри Çĕрпӳ районĕнчи Мăкăрта И.М.Рябчиков çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, I, 179, 35 с.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки