Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕвел ансан ана вырмаççĕ
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Елĕк пĕр çын анине вырса пĕтерсе пырать, тет. Хĕвел анса килет. Çав выракан çын: «Хĕвел, ан ан, эпĕ ана пĕтермесĕр ан ан», — тесе калать. Хĕвел чарăнса тăрать. Хай çын анине вырса пĕтерет, Хĕвел те анать, çынни те çавăнтах ӳксе вилет. Хĕвел ансан анана вырса пĕтермеççĕ, пĕрре касса илмелле пулсан та тепĕр ирччен хăвараççĕ.
Никольский, 1928, 101 с.
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки