Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕвелпе Ойăх тата тохатмăш


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Хĕвелпе Ойăх пĕртăвансем полнă, тет. Пиччĕшĕ Хĕвел полнă тет, Ойăхĕ — ун йăмăкĕ. Анчах вĕсем тослă порнишĕн кораймасăр вĕсене пĕр тохатмăш ойăрса янă, тет. Вĕсем пĕр йăлтăркка çолпа çӳренĕ полнă, тет. Çав тохатмăш вара вĕсем çӳрекен çола аркатнă, тет те, хале пĕр-пĕрне топаймаççĕ, тет. Çолне аркатнинчен çăлтăрсем пола-пола кайнă. Ойăх пиччĕшне çĕрле шырать, тет те, кăнтăрла выртса канать, тет, Хĕвелĕ кăнтăрла шырать, тет те, каçпа канать, тет. Вĕсем пĕр-пĕрне топсан нихçан та каç полмалла мар, тет.
    
    1974 ç. Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуçĕнче Ю.Максимовăран З.Чернова çырса илнĕ. - ЧПГАИ АА, 111, 1282, 52 с.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки