Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕвел, çăлтăр, çавраçил çинчен


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Чăвашсем хĕвел, уйăх, çăлтăрсем мĕне пĕлтернине çапла калаççĕ. Ӳкекен çăлтăр çын вилнине пĕлтерет теççĕ. Хĕвел пăхнă чух çумăр çусан вилнĕ çынсем ташлаççĕ теççĕ. Асамат кĕперри шыв илет теççĕ. Хур кайăк çулĕ çинчен: хăшĕ унта кайăксем ăшă çĕре каяççĕ, хăшĕ вăл авал еврейсене çул кăтартса пынă теççĕ. Çавра çил ăшĕнче шуйттан пур, унта тимĕр татăк пăрахсан çавра çил пĕтет, тимĕр юн пек хĕп-хĕрлĕ пулать теççĕ.
    
    1908 ç. Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Аслă Патăрьелĕнче Г.Коккель çырса илнĕ. — ЧПГАИ АА, I, 168, 323 с.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки