Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Усал шăна-пăвана кăларать
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Пăрçасене, шăнасене Турă этеме çывăрнă çĕртен тăратма тунă тет. Пăрçасем, шăнасем пулмасан çын çуллахи шăрăх çанталăкра хăйне хăй пĕлмесĕр çывăрĕччĕ тет. Пăвансене, сăпсасене, ӳпресене усал пултарнă тет.
Турăран Усал:
«Мана туяпа туяланмалăх çех çĕр пар-ха. Кăшт та пулин хамăн çĕр пултăр», — тесе ыйтнă тет.
Турă:
«Туялан эппин», — тенĕ тет. Усал туяланнă тет те туйи аннă таранах антарнă тет. Туйине унтан туртса кăларнă тет те, çав туя вырăнĕнчен шăна-пăван сĕрлесе тухнă тет.
«А, мана улталарăн-ĕç эс», — тесе каланă тет Турă.
«Эккей, сана çех асăнмалла. Мана та асăнччăр. Лашисем шăрăхла çапкаланĕç те: «Ах. шуйттан, — тесе калĕç. — Мана та асăнĕç», — тенĕ тет усал.
1913 ç. Самар облаçĕ. Похвиçнĕ районĕнчи Çтухальте Е. Шамброткина çырса илнĕ. ЧПГĂИ ĂА, I, 243, 142-143 с.
Çавăн пекех ытти хурт-кăпшанкă çинчен калакан халапсене пăхăр.
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки