Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Усал вакри шывран пулнă


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Усала шывран пулнă теççĕ. Пĕр матка вак хĕрне кĕпе çума аннă тет. Усал шывран сикнĕ тухнă тет те хăй пуçне касса татрĕ тет, çав матка пуçĕ тăрне лартса ячĕ тет. «Çакăнтан малашне мана пăхăнса пурăнăр, манăн формпа çӳрĕр», — тесе каларĕ тет çав Усал. Çавăнпа халĕ чăваш маткисем сурпансем сырса, хушпусем, тухьясем, хӳресем çакса çӳреççĕ, çавăнпа çав авалхи йăлана пăрахмаççĕ. «Хам формпа çӳресен эпĕ сире питĕ юратăп», — тесе каларĕ тет Усалĕ.
    Вилсен вара сурпанне йĕвен туса, нухайккапа çаптарса утланса ларса кĕрсе каяççĕ тет шăтăкалла. Хăй формпа çӳренĕшĕн çапла тăвать тет Усал. Усала вакри шывран пулнă теççĕ.
    
    1911 ç. Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче И.М.Рябчиков çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, I, 179, 38 с.
    
Çавăн пекех ытти усалсем çинчен калакан халапсене пăхăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки