Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Усалсем пирĕштин юн тумламĕсенчен пулнă


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Шуйттан та, Усал та пĕр япалах. Ĕлĕк турăсемпе пирĕштсем анчах пулнă. Тĕнче пуçлансанах Турă çĕр, çут çанталăк тунă. Усалсем пулман.
    Пĕр Пирешти Турра, ашшĕне, итлемен. Пĕрре калать, тепре калать — итлемест. Вара Турă ăна хăй хăвачĕпе çапса вĕлерет. Юнĕ сирпĕннĕ те, çав юн тумламĕсенчен усалсем пулнă.
    
    1971 ç. Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнчи Турханта П.Ф.Шугаевран Л.Н.Константинова çырса илнĕ. ЧХС, VI, 272 № пичетленнĕ. — ЧЛК, 1971, 21-мĕш тетр.
    
Çавăн пекех ытти усалсем çинчен калакан халапсене пăхăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки