Пěрисен пăру çухалнă. Ачисем пăрăва шырама тухса кайрĕç, тет.
Акă пĕр хĕрачи пырать вăрманпа. Инçех мар упа му-у-у тени илтĕнет. Хĕрача пăру тесе пырать те, упа хĕрачана шăтăкне тытса кĕрет.
Пурăнсан-пурăнсан, хайхи хĕрача упа патĕнче пурăнсах каять. Упа аван пăхать: пыл та çу тупса пырса çитерет.
Пĕррехинче хĕр калать:
— Упа, аттесем патпе хăнана каясчĕ те.— тет.
Упи килĕшрĕ. Кучченеçсем илчĕç те кайрĕç. Хăйсен ял çĕрĕсем патне çитсен, хěр калать:
— Ку пирĕн аттен ыраш ани,— тет.
Упи:
Аçун ыраш анине
Шыра-шыра пырар-и!—
тесе пырать, тет.
Хĕрĕ:
— Ку пирĕн аттен урпа ани,— тет.
Упи:
Аçун урпа анине
Уртăна-уртăна каçар-и!—
тесе пырать, тет.
Хĕрĕ:
—Ку акă пирĕн аттен пăри ани,— тет.
Упи:
Аçун пăри анине
Пăрăна-пăрăна каçар-и!,—
тесе пырать. Тет.
Хĕрĕ:
— Ěнтĕ аттен сĕлĕ анине çитрĕмĕр,—тет.
Упи:
Аçун сĕлĕ анине
Сĕрле-сĕрле каçар-и! —
тесе пырать, тет.
Хĕрĕ:
— Халĕ аттен тулă ани тĕлне çитрĕмĕр,—тет.
Упи:
Аçун тулă анине
Тулла-тулла каçар-и!—
тесе пырать. тет.
Çапла юрла-юрла çитрĕç, тет. Кĕчĕç, тет те, хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ те, хани-вĕрли те тĕлĕнчĕç кайрĕç, тет. Çапах та майласа хăналаççĕ, тет.
Упи, ырă пăхнипе савăнса, хĕпĕртенĕ, тет, юрлама пуçларĕ, тет:
Ах, ыр çыннăм, ыр çынçăм,
Санăн ыраш уйĕпе килтĕмĕр.
Шыра-шыра килтĕмĕр—
Урпа уйĕпе килтĕмĕр—
Уртăна-уртăна килтĕмĕр.
Пăри уйĕпе килтĕмĕр—
Пăрăна-пăрăна килтĕмĕр.
Сĕлĕ уйĕпе килтĕмĕр—
Сĕрле-сĕрле килтĕмĕр.
Тулă уйĕпе килтĕмĕр—
Тулла-тулла килтĕмĕр,—
тесе юрлать, тет.
Килтисем хĕрне каялла упапа ярасшăн мар, тет, упана вĕлерес тесе кавар тăваççĕ, тет. Сак алăкне уçрĕç, тет, сакайне шĕл-кăвар лартрĕç, тет, тимĕр сенĕк тăратрĕç, тет, çиелтен кĕççе сарчĕç, тет, упана ларма вырăн хатĕрлеççĕ, тет.
Хĕрĕ сиснĕ, тет те, юрлать, тет:
Ан лар, упа мучи, ан лар,
Сак алăкне уçса хунă,
Шĕл-кăвар çунса выртать.
Тимĕр сенĕк лартнă,
Хура кĕççе сарна.
Упи чухлаймарĕ, тет, лартнă çĕре ларчĕ, тет. Ларса ĕлкереймерĕ, тет, сакайне кайса, сенĕкпе тирĕнсе, шĕл-кăварпа çунса вилчĕ, тет.