Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Ультилет (юмах)


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пĕр арăмăн пĕр хĕр, тет. Ĕлĕкхи арăмĕн тепĕр хĕр, тет. Ку арăмĕн хĕрĕ Ультилет ятлă, тет. Хăй хĕрне ку юратать, тет, ĕлĕкхи арăмĕн хĕрне, юратмасть, тет.
    Пĕрре ку икĕ хĕр кĕпе çума каяççĕ, тет. Кěпине çуса пĕтерсен, аслă хěрě:
    — Питне çу, Ультилет, эп çурăм,— тесе калать, тет.
    Ультилечě питне çума тытăнать, тет те, ку ăна шыва тěртет ярать, тет. Килне таврăнсан, амăшě:
    — Ăçта Ультилет?—тесе ыйтать, тет.
    — Çырма хĕрне юлчě-ха,—тесе калать, тет, аслă хĕрĕ.
    Хай кĕтет-кĕтет, тет. амăшě, ку Ультилете — çук, тет. Çырма хĕрне шыва каять, тет, унта та çук, тет. «Шыва кайнă пуль ку»,—тесе калать, тет.
    
Тух, Ультилет, тух, тух, 
Пĕр хуран пăтă пĕçертĕм, 
Куçне сар çу хыврăм!—

    тесе калать, тет.
    
Тухаймăп, анне, тухаймăп,— 
Мăйăма вреçлен явăннă, 
Пилĕкме арман чуль çакнă!—

    тесе калать, тет, Ультилет. Амăш килне каять, тет, ĕнтĕ—ним тума та çук. Чăтаймасть, тет, амăшĕ, каллех каять, тет, çырма хĕрне. Хăй ачи вĕт! Ашшĕ-амăш ачишĕн пит çунать ĕнтĕ.
    
Тух, Ультилет, тух, тух, 
Сăрка парăп, Ультилет—

    тесе калать, тет.
    
Тухаймăп, анне, тухаймăп,— 
Мăйăма вреçлен явăннă, 
Пилĕкме арман чуль çакнă!—

    тесе калать, тет, Ультилет.
    Амăшĕ каллех килне каять, тет:
    — Упа килсен, ан чĕн,—тесе хăварать, тет.
    Амăш кайсан, упа пырать, тет.
    
Тух, Ультилет, тух, тух, 
Сăрка парăп, Ультилет! —

    тесе калать, тет, упа. Чĕнмест, тет, Ультилечĕ. Кайрĕ, тет, упи те. Кăшт тăрсан, каллех амăшĕ пырать, тет:
    
Тух, Ультилет, тух, тух, 
Алка парăп, Ультилет!—

    тесе калать, тет.
    
Тухаймăп, анне, тухаймăп,— 
Мăйăма вреçлен явăннă, 
Пилĕкме арман чуль çакна!— 

    тесе калать, тет, хĕрĕ.
    Ах, амăшĕ чупкалать, тет, ним тума та çук, тет.
    — Упа килсен, ан чĕн, ун сасси хулăн пуле,— тесе калать, тет. Каллех хăй килне каять, тет.
    Кăшт тăрсан, упи пырать, тет те, çинçе саспа:
    
Тух, Ультилет, тух, тух, 
Алка парăп, Ультилет!—

    тесе калать, тет.
    Ультилечĕ, амăшĕ пуль тесе:
    
Туханмăп, анне, тухаймăп,— 
Мăйăма вреçлен явăннă, 
Пилĕкме арман чуль çакнă!—

    тесе калать, тет.
    Упи аллине шампăрр чиксе ярать, тет те, тупаймасть тет. Татах шăмпăрр чиксе ярать, тет те, Ультилете туртать кăларать, тет.
    Хай упа хĕре хăй йăвине илсе каять, тет. Йăви умне каскасем йăта-йăта купалать, тет, никам та ан кĕтĕр тесе шутлать, тет. Лутки-луткипе пыл йатса пырать, тет. Утарсем, нӳхрепсем çĕмĕрет, тет. Пыл та çу анчах çитерет, тет. Çӳпçесем çаратса, укçаллă мăй çыххисем, хушпусем илсе пырать, тет. Пĕтĕм укçа анчах çӳрет, тет, Ультилет.
    Пĕр çул иртет, тет. Пурăнсан-пурăнсан, амăшсем патне курма каяççě, тет. Ультилечĕ амăшсем патне хушпу çаптарма юлать, тет, упи килне каять, тет.
    Ультилете илме пынă çĕре кун амăшесем хĕрĕх пичетни пусă алттараççĕ, тет, тĕпне юман кăвар тултарчĕç, тет, çине хура кĕççе сарчĕç, тет. Упана епле те пулин пĕтересшĕн, тет. Ультилечĕ пĕтересшĕн мар, тет.
    
Пырать, тет, упи.
Кил, кил, упа, кил, упа, 
Хура кĕççе çине лар, упа!—

    тесе калаççĕ, тет.
    
Ан кил, упи, ан кил! 
Хĕрĕх пичетни пус алтнă, 
Юман кăвар янă, 
Хура кĕççе витнě!—

    тесе калать, тет, Ультилечĕ.
    
Кил, кил, упа, кил, упа, 
Хура кĕççе çине лар, упа!—

    тесе калаççĕ, тет, лешсем.
    
Ан кил, упи, ан кил! 
Хĕрĕх пичетни пус алтнă, 
Юман кăвар янă, 
Хура кĕççе витнĕ!—

    тесе калать Ультилечĕ. Лешсем каллех:
    
Кил, кил, упа, кил, упа, 
Хура кĕççе çине лар, упа!—

    тесе калаççĕ, тет.
    Упи хай пырать, тет те, хура кĕççе çине лӳӳп ларать, тет. Унтан хыçаларах кашă-ăрт туртăнать, тет те, хĕрĕх пичетни пусса анать каять, тет, юман кăвар çине. Ах, мĕкĕрет, тет, упи! Ультилечĕ макăрать, тет.
    Внлчĕ, тет, упи пусăра.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки