Çӳлти турă Улăп çуралнă кунхине пӳртĕнче кахалланса ларнă тет. Çавăнпа вăл тăвас ĕçе пĕтĕмпех унăн арăмĕ тунă.
Çӳлти турă хăйĕнчен тăван ачи валли вăй хатĕрлесе хунă пулнă. Унăн арăмĕ кĕвĕçнипе çав вăя Улăпа панă тет.Чăваш Енри Патăръел районĕнчи Тикешре П.М. Лисицынран Юхма Мишши çырса илнĕ. ЧПГĂИ ĂА, III, 453. Л. 29
Çавăн пекех пăхăр
Улăпсем епле пулса кайни çинчен