Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Уйăх çути вăйĕ пĕтни


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Малтан Уйăх та Хĕвел пекех пысăк та çутă пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те пĕрле çутатнă. Уйăрма пулман вĕсене. Анчах Уйăх пĕр тĕттĕм каç çухалса кайнă та нумайччен аташса çӳренĕ. Çапла çӳре-çӳре халтан кайнă та Уйăх, çути вăйĕ пĕтнĕ унăн. Хăй çапла чипер маррипе вăтанса Уйăх халь Хĕвел канма выртсан тин тӳпене тухать тет те пĕчченех çӳрет тет кулянса.
    
    1973 ç. Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Чурикассинче М.Цветковăран Н.И.Егоров çырса илнĕ. - ЧСК, VI, 19 №.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки